Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак кунсенче хастар чăваш арĕ, «Канаш» хаçатăн штатра тăман корреспонденчĕ, УОЧНКА ĕçтăвкомĕн членĕ, чăваш халăх ăсчахĕсен Ульяновск облаçĕнче филиалĕн ертӳçи, чăваш тĕнчинчи паллă таврапĕлӳçĕ Н.Д. Розов 60 çул тултарать. Юбилей умĕн эпир хамăр çывăх юлташпа курса калаçрăмăр.
 
 
– Николай Дмитриевич, кăштах ачалăха аса илер-ха.
– Эпĕ Тутарстанри Теччĕ районĕнчи Çĕньялта çуралнă. Атте Дмитрий Пахомович вăрçăран вăйлă сусăрланса килнĕ, ун пĕр ури хуçланмастчĕ. Вăл йывăр аманнă хыççăн çулталăк çурă госпитальте выртнă. Анне Агапия Мироновна кӳршĕ ял хĕрĕ – Хупкĕпертен. Вĕсем пилĕк ывăл çуратса ӳстернĕ, эпĕ тăваттăмĕш. Атте правленире, ветеринари санитарĕнче ĕçлерĕ. Çемьешĕн питĕ тăрăшатчĕ, ял çыннисем те алли-урине сиктерсен ун патне пулăшу ыйтма пыратчĕç, вăл шăмăсене вырăнне лартатчĕ. Пирĕн çемье питĕ туслăччĕ, ялта чи малтан антеннăллă радиоприёмник туяннă, килте ултă вĕллеччĕ, атте пахчара груша йывăçĕ лартрĕ. Анчах ун çимĕçне хăй çисе кураймарĕ, суранĕсене пула 35 çултах çĕре кĕчĕ. Эп ун чухне улттăра кăначчĕ.
Анне пире пĕччен ӳстерчĕ, вăл вăрçă вăхăтĕнче Теччĕре колхоз председателĕсен курсне пĕтернĕ, кайран председатель çумĕ пулса ĕçленĕ. Хăйĕн ĕнипе каçпа колхоз хирне сӳреленĕшĕн ăна икĕ центнер тырă панă. Вăл ăна сутса кĕпе çĕлемелли «Зингер» машина туяннă, ял çыннисем валли кĕрĕк, алса, пальто çĕлетчĕ. Çаплах хăяр ӳстерсе столовăя паратчĕ, укçа тăватчĕ. Пире кашни Мăнкуна çĕнĕ кĕпе, шăлавар çĕлесе паратчĕ. Çак савăнăçлă самантсене ĕмĕрне те манас çук. Вăл пĕччен 41 михĕпе çĕрулми сутма Сталинграда та (Волгоград) кайнă, ăна кунта хăех тиенĕ, лере пушатнă. Астăватăп, хăйĕн пилĕк ача пулсан та унран ялти 23 çын харăс кивçен укçа илсе парăма кĕнĕччĕ. Вăл ăна хут çине çырса пыман, веçех пуçĕнче тытнă. Лешсем, паллах, алă çавăрсан парăмне тавăрнă.
Эпĕ 4 класс ялта пĕтертĕм, вăтам пĕлӳ илме тăватă çухрăмри Ăнă ялне çӳрерĕм. Унтан Хусана кайса медицина институтне кĕтĕм. Яла таврăнса ун пирки аннене пĕлтерсен вăл йĕрсе ячĕ: «Ачам, эсĕ те килтен тухса кайсан пĕчченех тăрса юлатăп вĕт…»
– Малалла вара çак çулпах кайнă-и?
– Çапла, ĕмĕрĕпех шăл тухтăрĕнче ĕçлетĕп. Саранскра интернатура иртрĕм, унтан Чартаклă пульницине куçрăм. Икĕ çул БАМ тунă çĕрте пурăнма тӳрĕ килчĕ. 1981 çултанпа Ульяновскра пурăнатăп. Малтан Çĕнĕ хулари 3–мĕш поликлиникăна вырнаçрăм, 1983 çулта унта ортопеди кабинечĕ уçрăм. Унтан 5-мĕш полик-линикăна кайрăм. Кунта пилĕк çул стоматологи уйрăмĕн заведующийĕ пултăм. Эпĕ нихçан та ӳркенмен. Пĕр вăхăтрах виçĕ çĕрте ĕçлеттĕмччĕ. 2001 çулта 6-мĕш поликлиникăра хамăн кабинета уçрăм, хам тĕллĕн ĕçлеме пуçларăм. Каярахпа Тюленев урамĕнчи 29-мĕш çуртра вырнаçнă аптекăна куçрăм. Ман фирма "Астра-Дент" ятлă. Халĕ чирлисене çавăнта йышăнатăп. Анна хĕрĕмпе Фёдор кĕрӳ те шăл тухтăрĕсем, вĕсемпе пĕрле ĕçлеме пуçларăмăр. Вĕсен хăйсен хваттерĕ пурччĕ, анчах пĕр килти пек пурăнаттăмăрччĕ, ачисем – Александра ятлă хĕр, Артём тата Алексей – яланах пирĕн патраччĕ. Хăйсем те кашни кун тенĕ пекех пырса çӳретчĕç. Шел, халь вĕсем Санкт-Петербурга куçса кайрĕç. Маншăн вĕсем калама çук çывăх çынсем, çавăнпа уйрăлма сĕре йывăр пулчĕ. Малтан питĕ кулянтăм, анчах вĕсем лайăх вырăна вырнаçнипе, хваттерĕ пуррипе лăплантăм ĕнтĕ. Халĕ Павел ывăлăмăрпа пĕрле пурăнатпăр. Вăл врач-уролог.
– Чăваш наци юхăмне мĕнле кĕрсе кайнă эсир?
–Пĕррехинче урампа иртсе пынă чух киоскра «Канаш» хаçат сутнине куртăм, тĕлĕнсех кайрăм. «Вара кунта чăвашла çырнă вĕт, тăван чĕлхепе çырнă! – тетĕп. Ун чухне вăл тухма çеç тытăннăччĕ. Туянтăм та – унтан вара пĕр номер сиктермесĕр вулатăп. Хаçат урлă ентешсен пурнăçĕпе паллашрăм. Пĕррехинче вара журналистсем чăн чăвашла калаçнине илтме редакцие ятарласа пырса кĕтĕм. Хам шухăшсене çырса редакцие ярса паркаларăм – пичетлерĕç. И.Я.Яковлев ячĕллĕ çутĕç обществин конференцине хутшăнтăм, хастар чăвашсемпе паллашрăм, ентешсен пурнăçĕпе интересленме тытăнтăм.
– Николай Дмитриевич, çын 60 çул пурăннине мĕнле хаклама пулать?
– Ултă теçетке вăл – сахал мар. Пурнăçра темлине те курнă, йывăр самантсем те пулнă. Характерпа анне пек эпĕ, яланах хама шанатăп, малалла ăнтăлатăп. Тăрăшса ĕçлемесен нимĕн те çӳлтен ӳкмест ку пурнăçра. Кашни япалашăн пăшăр-ханатăп, чĕрене çывăх илетĕп эпĕ – урăхла пурăнма пултараймастăп. Сывлăх пур чухне малалла тăрăшса ĕçлесчĕ–ха, кĕнекесем пичетлесе кăларасчĕ, çынсене пулăшасчĕ. Çынсене пулăшсан ман кăмăл çĕкленет, чун савăнать, çăмăлланса каять.
– Николай Дмитриевич, пиртен хăш–пĕри мăшăр чăваш çынни мар, вăл вула пĕлмест тесе «Канаш» хаçата çырăнса илесшĕн мар. Сирĕн мăшăрăр та вырăс, эсир мĕнле пăхатăр ку ыйту çине?
–Эпĕ чăваш чĕлхине ачаранах юратнă, ăна шкулта та кăмăлласа вĕренеттĕм. Çакă чи кирли пулĕ. Хаçата эпĕ чи малтан хам валли çырăнса илетĕп. Мăшăрпа эпир 1977 çулта пĕрлешнĕ. Наталия Павловна педагог, ăслă çын, вăл чăвашла вула пĕлмесен те ку ĕçре мана ăнланать, пулăшса пырать, ку енчен чăрмав çук. Ачасем те мăнаçланатпăр санпа теççĕ. Пĕррехинче эпĕ çулталăк хушши редакцие çыру çырманччĕ. Арăм мана: «Мĕн пулнă сана, Коля, мĕншĕн «Канаша» çырма пăрахрăн? – тет. Вара эпĕ тепĕр хут çырма пуçларăм, çĕнĕрен хавхаланса кайрăм.
– Ку хавхалану сире çыравçă пулса тăма та пулăшрĕ пуль. Халь сирĕн сакăр кĕнеке пичетленсе тухнă ĕнтĕ. Сăмах май, таврапĕлӳ енĕпе облаçри чăвашсенчен пĕри те кун чухлĕ ĕç туман-ха. Мĕн хистет çине-çине кĕнекесем кăларма?
– Тĕрлĕ çĕрте çӳресе çакна куртăм: чăваш ялĕсем пĕтсе пыраççĕ, çынсем сахалланаççĕ. Çитес ăрусем валли мĕн хăваратпăр? Асаилӳсем те юлмаççĕ вĕт вĕсем валли. Çакă чĕрене ыраттарать. Çавăнпа чи малтан материалсем пуçтарса хамăр ял çинчен кĕнеке кăлартăм, каярахпа чăваш халăх сăмахлăхĕпе интересленсе кайрăм, çавсене пухма шут тытрăм. Пирĕн халăхăн мĕн чухлĕ юрă-такмак, юмах-халап! Çавсене çамрăксен пĕлмеллех. Паллах, кĕнеке кăларма нумай вăй, вăхăт, укçа-тенкĕ кирлĕ, анчах ку ĕçе камăн-тăр тумаллах вĕт. Ку ĕçе чун хушнипе туса пыратăп. Эпĕ хамăн вăй, пĕлӳ çитнĕ таран ĕçлетĕп, ыттисем те çапла тумалла тесе шутлатăп. Халăх пуласлăхĕшĕн кашни ентешĕн тĕплĕн шухăшламалла, халăхăмăр сыхланса юлтăр тесе куллен ырă ĕçсем тумалла.
– Николай Дмитриевич, тавах калаçушăн. Эсир пирĕн редакцие те нумай пулăшу панă, ырă кăмăлăршăн сире чун-чĕререн тав тăватпăр. Сире сывлăх та телей сунатпăр, малашне те çапла пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ.
 
: 926, Хаçат: 33 (1229), Категори: Пирĕн интервью

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: