Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
М.М. Бикмендееван 90 çулхи юбилейĕ тĕлне
 
Мария Михайловна Бикмендеева 1923 çулхи çурлан (августăн) 25-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралнă. Кивĕ Улхашри хресчен çамрăкĕсен шкулне (1939), Ульяновскри И.Я. Яковлев ячĕллĕ чăвашсен педагогика училищине (1942) пĕтернĕ. Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Упамсар ялĕнчи вăтам шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕ-рентнĕ (1942–43). Чăвашкас-синчи пуçламăш шкул учительницинче (1943–51), каярах директорĕнче (1951 çул-танпа) ĕçленĕ. Шкулта И.Я. Яковлев музейне уçаканĕ, "Чăвашкасси" кĕнеке авторĕ.
Халăх çут ĕç отличникĕ. ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ.
Чăвашкасси ялĕнче пурăнать.
 
Çурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăвашкассин ятлă, сумлă хĕрĕ Мария Михайловна Бикмендеева 90 çул тултарать. Хăйĕн вăрăм кун-çулĕнче вăл тăван ял халăхĕн асне яланлăхах кĕрсе юлнă тивĕçлĕ ырă ĕçсем сахал мар тунă.
Атăл тăрăхĕнче ялсем тĕпленсе кайни Ульяновск (Чĕмпĕр) хула историйĕпе тӳрремĕнех çыхăннă. Чĕмпĕр хулине Алексей Михайлович патша Указĕпе 1648 çулта Богдан Матвеевич Хитрово воевода никĕсленĕ. Малтанласа ку вăл куçса çӳрекен халăхсенчен хӳтĕленмелли крепость шутланнă. Каярах Чĕмпĕр çывăхĕнче ялсем те ӳсе-ӳсе ларнă. Çав шутрах вĕçсĕр-хĕрсĕр вăрмансемпе çеçен хирсем хушшинче Чăвашкасси ялĕ те çухалса пурăннă. Ăна чи малтан "тупса" асăнаканĕсенчен пĕри чăвашсен аслă просветителĕ И.Я. Яковлев пулнă. Çак пĕчĕк чăваш ялне вăл 1871 çулта ăнсăртран пырса тухнă. Кунта тĕне кĕмен чăвашсем хăйсен авалхи йăли-йĕркине тĕрĕс-тĕкел упраса хăварма пултарни ăна Колумб Америкăна уçнă пек тĕлĕнтернĕ. Пыра-киле, 1896 çулта, вăл кунта пуçламăш шкулăн çĕнĕ çуртне туса лартма пултарнă.
Çакăн çинчен ку шкулта аллă çул ытла ĕçлесе ăна мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ертсе пынă М.М. Бикмендеева хăйĕн "Чăвашкасси" кĕнекинче тĕплĕн çырса кăтартнă. Çитменнине, унăн вĕренекенĕсем пулнă Мария Алексеевнапа Василий Алексеевич Селендеевсем ял çыннисен йăх-тымарĕ çинчен тĕплĕн çырса хатĕрленĕ çĕнĕ ĕç пичетлесе кăларчĕç. Ку вăл "Чăвашкасси: мĕнпур ăрури ял çыннисен шăпи çинчен" кĕнеке. Кĕнеке авторĕсем архивсенче ĕçлесе çирĕплетнĕ тăрăх, Чăвашкасси ялĕ 1600-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех тĕпленнĕ.
***
1943 çулхи çулла пире вĕрентнĕ учительница Ольга Васильевна Нагорнова хăй çуралса ӳснĕ тăван ялне – Пухтелне – куçса кайрĕ. Унта ватă ашшĕпе амăшĕ пурăннă, ватлăхра вĕсене ытларах пулăшу кирлĕ пулнă. Пире унран уйрăлма çăмăл пулмарĕ.
Анне шкулти мĕнпур ĕçсемшĕн яваплăччĕ, аслăрах классенчи ачасене вĕрентетчĕ, хăй çине обществăлла пысăк ĕç тиеннипе унăн килти ĕçсене тума вăхăчĕ те юлмастчĕ. Ял халăхне фронтри лару-тăрупа паллаштарса тăрасси те унăн тивĕçĕ çинех кĕнĕ.
Пĕррехинче эпĕ пахчари çĕр улми çумласа кĕнĕ хыççăн крыльца çинче анне майралла тумланнă çамрăк хĕрпе калаçса ларнине куртăм. Хĕр çийĕнче кăвак костюм, шурă кофта. Вăл гитара пăнтăртаттарса ларать. Халиччен илтмен çĕнĕ юрă:
 
Всюду деньги, деньги, деньги,
Всюду деньги, господа.
А без денег жизнь плохая,
Не годится никуда.
Соколовский хор у Яра,
Был когда-то знаменит.
Соколовская гитара
До сих пор в ушах звенит.
 
Майри хамăр ял хĕрех иккен. Мария Михайловна Бикмендеева. Çамрăк учительница. Эпĕ ăна вăрçăччен те курнă. Ун чухне колхозăн пĕртен-пĕр грузовикĕ хулана кайма тухнăччĕ. Рульне Сидулов Сали шофер тытса пырать. Кузов çине халăх йышлă тиеннĕ. Çав шутра аннепе эпĕ те. Бикмендеевсем умне çитсен грузовик чарăнчĕ. Кил карти умĕнче – кил хуçи арăмĕ Минюç аппапа унăн Мерчук ятлă хĕрĕ. Ульяновскри чăваш педучилищинче вĕренекен студенткăна ялта çапла чĕнеççĕ. Çула май общежитире пурăнакан хĕрĕ çĕр улми миххи хурса каять.
Халĕ акă Мария Михайловна çамрăк учительница Чĕмпĕрти чăваш шкулне пĕтерсе Çĕнĕ Малăкла районĕнче пĕр çул ĕçленĕ хыççăн тăван ялне – Чăвашкассине – куçса килет.
Анне çамрăк учительница сĕнĕвне хапăлах пулнă. Епле савăнмăн! Ача чухне ялти пуçламăш шкулта ăна вăл хăех вĕрентсе кăларнă-çке-ха.
Гитара та пирĕнех. Атте вилнĕ хыççăн аннене унăн Ульяновскри Сергеева хушаматлă пĕлĕшĕ гитара туянса унпа калама вĕренме канаш панă.
***
1943 çулхи çуллахи кану кунĕсенче Мария Михайловна ĕçе пуçăннă-пуçăнман вăрçă ачисене пĕр ушкăна пухса вĕсене уй-хир ĕçĕсене пурнăçлама ертсе çӳрерĕ. Хăй те пирĕнпе пĕрле ырми-канми ĕçлерĕ. Эпир ун чухне вырма вăхăтĕнче хăмăл çине ӳксе юлнă тырă пучахĕсене пухаттăмăр, йĕтем çинче молотилка çинче ĕçлекен вăйпитти каччăсемпе хĕрсем патне кĕлте сĕтĕреттĕмĕр, улăм ури
купаланă çĕрте пулăшаттăмăр. Аслăраххисем тырă вырма е çулма та çӳренĕ. Теприсем хирте ĕçлекенсем патне лаша кӳлсе пичкепе шыв турттарнă. Çапла çĕнĕ вĕренӳ çулĕ юпа уйăхĕнче тин тытăнатчĕ.
Мария Михайловна общест-вăлла ĕçре те аннен чи çывăх пулăшаканĕ пулса тăчĕ.
Çулсем иртнĕ май ăна хăйне те ялти учительсен çĕнĕ ăрури пысăк мар коллективне ертсе пыма шанса пачĕç. Çак яваплă тивĕçе вăл аллă çул ытла тӳр кăмăлпа пурнăçласа пычĕ. Çав хушăра вăл миçе ăрури ял ачисене пурнăçăн аслă çулĕ çине кăларса яман-ши! Вĕсем хушшинче кам кăна çук. Сайра профессилисенчен иккĕшне асăнса хăварас килет: Юрий Владимирович Кузнецов скульптор тата Чăвашкасси шăпчăкĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки Зоя Михайловна Рейтер (Афанасьева).
Хăйĕн "Чăвашкасси" кĕнекинче Мария Михайловна кун пирки тĕплĕнрех çырса кăтартнă. Чăвашкассинчи И.Я.Яковлев туса лартнă шкулăн ĕмĕр ытла тăсăлакан историйĕнче вуншар учитель ĕçленĕ, вĕсенчен çак шкула пĕтĕм кун-çулне халалланисенчен пĕри вара Мария Михайловна Бикмендеева чăннипех те "рекордсмен" темелле.
Вăл хăй хыççăн хăварнă çутĕç еткерлĕхне уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ виçĕ ушкăна пайлама пулать. Пĕрремĕшĕ, паллах, пысăк ĕç стажĕ. Иккĕмĕшĕ, шкул çуртне вăхăт аркатасран хӳтĕлесе хăварни, ăна çĕнĕ сăн кĕртсе çамрăклатни, виççĕмĕшĕ – шкула никĕслесе хăварнă
Аслă просветитель ятне вилĕмсĕрлетсе Яковлев кунне йĕркелесе йăлана кĕртсе хăварни.
И.Я. Яковлев Чăвашкассине "уçса" унта шкул çурчĕ валли суйласа илнĕ вырăн пĕр касăллă ял хĕрри шутланнă. Шкул хыçĕпе иртекен пĕчĕк шывлă тарăн тип çырма самаях аякра пулнă. Çулсем иртнĕ май тип çырма юппи ишĕлсе шкул çурчĕ патне çывхарса пынă. Хăй вăхăтĕнче ял çыннисем çырма çулне пӳлсе йăмрасем самаях лартнă. Эпир ача чух вĕсем ӳссе пĕлĕтелле çитиех кармашнăччĕ. Çуркунне çитсен вĕсем тураттисем çине хура кураксем вĕçе-вĕçĕн йăвасем çавăрса тухатчĕç, кунта курак сасси ир те, каç та янăраса кăна тăратчĕ. Çавах та пĕр кĕтесрен шкул енне çул тупнăччĕ çырма, кашни çуркунне çитмессерен шкул çумĕпе çывăхри вартан шыв анса кĕрлесе юхатчĕ, çыр тĕпĕнчи лачака çăвĕпе типместчĕ, йӳçĕхсе тăратчĕ, çыранĕ вара ишĕлсе сарăлсах пыратчĕ. Мария Михайловна шкул заведующийĕнче ĕçлеме пуçланă çулсенче вăл тĕп çурт хӳминчен инçех те юлманччĕ. Çыран хĕрринчен лачака çине çӳп-çап тăкни те, йĕри-тавра çамрăк хунавсем лартса пăхни те усă паман. Тепĕр темиçе çултан кивĕ шкул çурчĕ тĕпсĕр çырана ишĕлсе анасса кĕтсех тăр. Ĕнтĕ районти пуçлăхсем те çĕнĕ шкул çурчĕ тăвас пирки калаçкалама пуçланă.
Çав самантра Мария Михайловна ялти ватăсене пухса вĕсемпе канашлать. Лешсем çамрăк хунавсене çыр хĕррине мар, лачака тĕпнех лартса тухма сĕнеççĕ. Часах çамрăк хунавсем лачакари нӳрĕке çăтса илсе аталанаççĕ, çапла вара ӳснĕ майăн ăна типĕтсе пыраççĕ, çыранĕ те ишĕлме чарăнать. Çапла вара кивĕ шкул çурчĕ хăй вырăнĕнче тĕрĕс-тĕкел ларса юлать.
Çĕнĕ директор (халĕ шкул пуçлăхне çапла чĕнеççĕ) кивĕ шкул çуртне çĕнĕ хăмасемпе юсаттарать, сăрланă хыççăн вăл çĕнĕ пек курăнса ларма пуçлать. Çаплах чӳрече рамисене те çĕнĕрен юсаса сăрлаççĕ. Çуртăн кивĕ пĕренисем çаплах лайăх лараççĕ. Реставраци ĕçĕсене ялти ăста столяр, вăрçăпа ĕç ветеранĕ Владимир Хамитович Тимофеев пĕччен "нимелле" тенĕ пекех пурнăçлать, ăна çамрăксем пулăшаççĕ. Ĕçленĕшĕн Тимĕр (ялта ăна çапла чĕнетчĕç) пĕр пус та илмест. Çапла вара вăл хăй хыççăн ырă ят хăварать.
Çав хушăрах Мария Михайловна сумлă ватăсемпе тĕл пулса ял историне, ялпа çыхăннă легендăсене çыра-çыра илет. Кайран вĕсене хăйĕн "Чăвашкасси" кĕнекинче пĕтĕмлетет.
***
Шкул ачисен йышĕ чаксан Мария Михайловна пысăк класс пӳлĕмне таврапĕлӳ музейĕ валли хатĕрлерĕ. Музей уçасси хăвăрт пулакан япала мар. Чи малтанах ун валли кирлĕ япаласем çителĕклĕ пухма тивнĕ.
Музей шăпах 1983 çулхи çу уйăхĕн 13-мĕшĕнче шкулăн пысăк юбилейне палăртнă кун уçăлчĕ. Ку ял историнче кăна мар, пĕтĕм чăваш тĕнчин историнче паллă кун пулса юлчĕ.
Иртнĕ ĕмĕрĕн çитмĕлмĕш çулĕсенче ял-йыш шкулăн "çаврака" юбилей кунĕсене палăртма пуçларĕ. 1971 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче И.Я. Яковлев шкулĕ 75 çулхи юбилейне палăртнăччĕ.
1976 çулхи мартăн 27-мĕшĕнче 80 çулхи юбилей уявĕ пулчĕ. Каярах, шкул хресчен çуртĕнчех ĕçленĕ тапхăр уçăмланса çитсен, шкулăн 100 çулхи юбилейĕ çитни паллă пулчĕ. Ку уяв 1978 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнче пулса иртнĕччĕ.
Шкул директорĕ Мария Михайловна Бикмендеева тата ялти ватă çынсем пуçарнипе И.Я. Яковлев çуралнăранпа 135 çул çывхарса çитнĕ май вăл çĕклесе лартнă шкул стени çине Асăну хăми уçма палăртнăччĕ. Асăну хăмине Ю.В. Кузнецов скульптор хатĕрлерĕ. Мрамор хăма çине вăл вырăсла: "Здание школы основано выдающимся чувашским просветителем И.Я. Яковлевым в 1896 году", – тесе ылтăн саспаллисемпе çырса хунăччĕ. Çак пуçарăва районти пуçлăхсем те ырларĕç. Чаплă кун ячĕпе çывăхри ялсенчен кăна мар, Чăваш çĕршывĕнчен те хăнасем йышлăн килсе çитрĕç. Çав шутра Чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ, Чăваш Писательсен союзĕн правлени председателĕ Ю.М. Артемьев, истори ăслăлăхĕсен кандидачĕ В.П. Иванов, "Советская Чувашия" хаçат редакцийĕн пай пуçлăхĕ, паллă писатель А.Д. Дмитриев, чăвашсен тĕп хаçачĕн – "Коммунизм ялавĕ" хаçатăн – фотокорреспонденчĕ Ю.А. Дмитриев, "Ялав" журнал фотокорреспонденчĕ В.Исаев. Аякри пĕчĕк чăваш ялĕнчи уяв ял историне И.Я. Яковлев кунĕ пулса кĕрсе юлчĕ, каярах унăн пĕлтерĕшĕ ял чиккинчен тухса пĕтĕм чăваш тĕнчине сарăлчĕ. Тупсăмĕ акă мĕнре. Чăвашкассинчи культура уявĕ çинчен çырнă репортажра эпĕ ăна И.Я. Яковлев кунĕ тесе пусса палăртнăччĕ. Мĕншĕн? Ку вăхăтра вырăссен Пушкин, Лермонтов, Некрасов, Тютчев тата ыттисен кунĕсене ирттересси йăлана кĕнĕччĕ. Чăваш тĕнчишĕн И.Я. Яковлев ячĕ мĕншĕн хăйĕн кунне тивĕç мар?
Уявĕ ял çыннисене питех те килĕшнипе эпир Мария Михайловнапа калаçса И.Я. Яковлев кунне йăлана кĕртсе яма шутларăмăр. Ăна аслă просветитель çуралнă кун çуллен ирттерсе пытăмăр. Çак пуçарăва ял халăхĕ хапăлах пулчĕ. Ялăн çĕнĕ уявне эпир Чăваш Республикинчен ятлă-сумлă писательсене, поэтсемпе композиторсене, юрă ăстисене йыхравлаттăмăр. Çав вăхăтрах пирĕн пуçарăва сивлесе ура хуракансем те тупăнкалатчĕç. "Мĕншĕн çуллен? Мĕншĕн юбилей тĕлне çеç мар? Мĕншĕн Яковлев кунĕ? Ку ытлашширех пек туйăнать", – тетчĕç вĕсем.
***
Мĕнпур музейри пекех, Чăвашкассинчи И.Я. Яковлев музейĕнче те "Хаклă хăнасен кĕнеки" пур. Ăна Мария Михайловна музей уçăличченех йĕркеленĕччĕ. Чăннипе илсен, шкул ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн кунта кĕрсе курнисем çырса хăварнисене пĕр ӳстермесĕрех шкул пуçлăхĕ ял ачисене пăхса ӳстерес енĕпе çур ĕмĕр ытла вăй хунине пĕтĕмлетсе хак пани теме пулать.
Çак хăйнеевĕрлĕ документсен пуххи Мускавра ĕçлесе пурăннă чăваш художникĕ, И.Я. Яковлев шкулĕнче чи малтан ĕçленĕ учителĕн ывăлĕ Иван Васильевич Дмитриев хапăртланса та тĕплĕн çырса хăварнă аса илӳпе уçăлать. Эпир ăна ăнсăртран 1972 çулта ӳнерçĕ çуралнăранпа 70 çул çитнĕ май Шупашкарта унăн картинисен выставки уçăлнă хыççăн "Хыпар" хаçатра пичетленнĕ статьяпа паллашсан "шыраса тупнăччĕ". Кун хыççăн вăл хăй те Чăвашкассине икĕ хут килсе кайрĕ. Çав тĕлпулусем ял çыннисене вăрахчен тĕлĕнтерсе калаçтаратчĕç. Икĕ енлĕ туслăх аталансах пычĕ. Кун çинчен эпĕ тĕрлĕ шайлă пичетре пĕр хутчен мар çырса пĕлтертĕм. Ӳнерçĕ ячĕ "Ульяновск-Чĕмпĕр энциклопедине" кĕрсе юлчĕ.
Иван Дмитриев çине тăрса йыхравланипе 1984 çулта М.М. Бикмендеева вăтам шкул пĕтернĕ кĕçĕн шăллĕн ывăлĕпе – Володьăпа – Мускава кайса килчĕ. Унта вĕсем И.Я. Яковлев мăнукĕпе Екатерина Алексеевна Некрасовăпа та тĕл пулнă. Иван Васильевич французла та çăмăл калаçма пултарнине, фортепьянăпа ăста каланине илтсе тĕлĕннĕ. Паллă ӳнерçĕпе тĕл пулни уйрăмах Чăвашкасси каччине Володьăна пурнăç çулне суйласа илме пулăшнăччĕ. Кун хыççăн вăл Шупашкарти И.Я. Яковлев ячĕллĕ педуниверситетăн графика факультетне вĕренме кĕчĕ. Халĕ – профессиллĕ ӳнерçĕ, Ульяновскра ĕçлесе пурăнать.
 
: 894, Хаçат: 33 (1229), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: