Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Упăшка вуннăри ывăлăн пурнăçĕпе вуçех интересленмест, укçа-тенкĕпе те пулăшмасть, воспитани ĕçне хутшăнмасть. Ăна ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма пулать-и?
Алевтина Ч.
Чăнлă районĕ.
 
РФ Çемье кодексĕн 69 статйипе килĕшӳллĕн ашшĕ-амăшне (е вĕсенчен пĕрне) çак сăлтавсемпе ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтарма пулать:
-ашшĕн е амăшĕн тивĕçне пурнăçлассинчен (е алимент тӳлессинчен) пăрăннăшăн;
-ача çуратмалли çуртран, сиплев, воспитани, социаллă хӳтлĕх е çавăн йышши ытти учрежденирен пепкине курăмлă сăлтавсăр илме кайманшăн;
-ашшĕ-амăшĕн прависемпе киревсĕр усă курнăшăн: ачасене хĕненĕшĕн, психикине сиенленĕшĕн, ар çыхăнăвне кĕме хистенĕшĕн;
-алкоголизмпа е наркоманипе чирлисене;
-ачисен е мăшăрĕн сывлăхне, пурнăçне хирĕç преступлени тунăшăн.
Эсир çырура туллин çырса пĕлтермен: упăшкупа пĕрле пурăнатăр-и е уйрăлнă-и? Тен, алиментран пăрăнать...
 
: 901, Хаçат: 39 (1131), Категори: cемье

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: