Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ăçта çуралнă—çавăнтах кирлĕ пулнă», – теес килет Вăта Тимĕрçен шкулĕнче пуçламăш классене вĕ-рентекен Светлана Александровна Благороднова пирки. Хăй вĕреннĕ шкулта вăл 22 çул вăй хурать.
 
Парта хушшине ларсанах çуралнă унра вĕрентӳçĕ пулас ĕмĕт. Аттестат илсен Çинкĕлти педучилищĕне вĕренме кайнă. Пĕтерсен тăван шкулне вĕрентӳçĕ пулса таврăннă. Çинкĕлте илнĕ пĕлӳпех çырлахман вăл, Ульяновскри педагогика университечĕн пуç-ламăш класс вĕрентӳçисене хатĕрлекен факультета вĕренме кĕнĕ – пĕлӳ никĕсне çирĕплетнĕ.
Светлана Александровна воспитани парас енĕпе директор çумĕн тивĕçне пурнăçласа пырать. Шкул ачисене вăл тĕрлĕ проектсемпе конкурссене, вăйăсене хутăштарать. Вĕренекенĕсем пĕрре кăна мар çĕнтерӳпе таврăннă. Тĕслĕхрен, 2-11-мĕш классем (32 ача) пĕтĕм Раççейри «Чувашская ласточка» вăййа хутшăннă. Ыйтăвĕсене хуравласа Интернет урлă ярса панă. Хуравĕсем Шупашкар урлă килнĕ. Виçĕ ача пĕрремĕш вырăн, иккĕшĕ – иккĕмĕш, виççĕшĕ – виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Кашни çĕнтерӳçĕ сертификата тивĕçнĕ.
– Ачасем çулсерен иртекен «Безопасное колесо» конкурса хаваспах хутшăнаççĕ. Кăçал 5-6-мĕш класс ачисем хăйсен вăйĕсене виçрĕç. Виççĕмĕш вырăна йышăнтăмăр. Командăра икĕ хĕрача, икĕ арçын ача, – каласа парать вĕрентӳçĕ. – Пирĕн команда унччен те начар кăтартусемпе таврăнман. 2010 çулта пире велосипед парса чысланăччĕ. Кăçалхи ăмăрту малтан çĕртмен 1-мĕшĕнче Аслă Нагаткинта иртрĕ. Унтан эпир Чĕмпĕрти слёта хутшăнтăмăр. Çĕнĕ костюмсем туянма укçа-тенкĕ пире район администрацийĕ уйăрчĕ, – каласа парать Светлана Александровна.
Чĕлхемĕре вĕрентес ĕç пуçламăш классенче мĕнлерех пынипе кăсăклансан вăл çапла хуравларĕ:
– Çĕнĕ программăпа халĕ пĕрремĕш класра чăваш чĕлхипе сехетсем çук. Иккĕмĕш, виççĕмĕш, тăваттăмĕш классенче икшер сехет вĕрентетпĕр. Кашни класпа уйрăм ĕçлетпĕр. Пиллĕкмĕшпе вунпĕрмĕш классене Светлана Ильинична Мигукова вĕрентет. Кăçал вăл Мускавра чĕлхемĕре вĕрентекенсен хушшинче иртекен «Çулталăк вĕрентекенĕ» конкурса хутшăнать.
Эпир облаçра иртекен культура мероприятисенчен те аякра тăмастпăр. «Путене», аслăрах ӳсĕмрисем «Сарпике» конкурссене хутшăнса хăйсене начар мар кăтартрĕç, виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Районта тата облаçра иртекен олимпиадăсенче те пирĕн шкул ачисем аван кăтартусемпе савăнтараççĕ.
 
 
Чăнлă районĕ.
 
: 899, Хаçат: 34 (1230), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: