Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри вĕрентӳçисемшĕн черетлĕ вĕренӳ çулĕ тытăнчĕ темелле. Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче облаçри чăваш, тутар, мордва чĕлхисене вĕрентекенсем Ульяновскри 11-мĕш шкула канашлăва пуçтарăнчĕç.
Малтан анлă лару иртрĕ. Ăна Ульяновскри учительсен пĕлĕ-вне ӳстерекен институтăн наци вĕрентĕвĕн ыйтăвĕсен кабине-чĕн ертӳçи Т.Николаева уçрĕ. Вăл 2014 çултан кĕртекен вĕрентӳçĕн профессилле стан-дарчĕ пирки нумай ăнлантарса пачĕ. Хăйĕн доклачĕн пысăк пайне Татьяна Валентиновна
Ульяновск хулипе область шкулĕсенче тăван чĕлхепе тата литературăпа уроксем пахалăхне ӳстерни çинче чарăнса тăчĕ.
Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн пуçлăхĕ Владимир Сваев, Ульяновск облаçĕнчи тутарсен наципе культура автономийĕн председателĕпе çумĕ Рамис Сафин тата Рифгат Ахмедуллов, Ульяновск облаçĕнчи мордвасен наципе культура автономийĕн председателĕн çумĕсем Владимир Дюмаев тата Михаил Крымкин паян кулянтаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕç.
– Тăван чĕлхепе сехетсем сахал пирки ачасем программăра мĕн пуррине веçех вĕренсе тухаймаççĕ. Тăван чĕлхепе тата литературăпа паракан çителĕк-сĕр пĕлӳпе аслă шкулсенчи наци уйрăмĕсене епле кĕрейĕç, кĕрсен те ăçта ĕçлĕç – сехетсем сахал. Паянхи çамрăксем малашлăх çинчен шутлама пĕлеççĕ. Пур вĕрентӳçĕсем те тивĕçекен, облаçри ытти вĕрентекенсене шалăвĕ çумне хушса тӳлекен 15 процент укçана та илеймеççĕ вĕсем. Мĕншĕн тесен памаççĕ,-терĕ Рамис Фарукович. – «Книжкин дом» ĕçлеме пăрахни — пит начар пулăм. Кĕнекесем, вĕрентӳ хатĕрĕсем çитмеççĕ. Çивĕч ыйтусене вĕрентӳçĕсен хăйсен татса пама тивет. Ульяновскри патшалăх педагогика университетĕнчи филологи факультечĕ çумĕнче ĕçленĕ наци уйрăмĕ хупăнчĕ. Ку питĕ пысăк çухату.
Рамис Сафин çĕкленĕ ыйтусем Владимир Сваева та тахçантанпах канăçсăрлантараççĕ. Вăл чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕрентекен чи пултаруллă та сумлă хастарсене Тав хучĕсем парса чысларĕ. Юлашкинчен наци вĕренĕвĕшĕн кулянакансем пурте пĕр саслă пулса Ульяновск облаçĕнчи вĕрентӳ министрĕ ячĕпе мĕнпур çивĕч ыйтусене татса пама ыйтса уçă çыру çырма килĕшсе татăлчĕç.
Чăваш чĕлхипе литература вĕрентӳçисен секцине 25 ытла вĕрентӳçĕ хутшăнчĕ. Секци ĕçне вĕрентӳçĕсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн наци вĕрентĕвĕн ыйтăвĕсен кабинечĕн методисчĕ Вера Архипова ертсе пычĕ.
– Эпир кунта паян çитес вĕренӳ çулĕнче мĕнле ĕçлемеллине сӳтсе явма пухăннă,- терĕ Вера Александровна кун йĕркинчи ыйтусемпе кĕскен паллаштарса.- Нумаях пулмасть пирĕн институтра çĕнĕ брошюра пичетленсе тухрĕ. Унта сирĕн хушăрта ларакан вĕрентӳçĕсен ĕçĕсем кĕнĕ. Хамăр çитĕнӳсене кăтартма пĕлмеллех пирĕн. Нумаях пулмасть Шупашкара кайса килтĕм. Тăван литературăпа кĕнекесем пурри савăнтарчĕ, пире халь чăваш чĕлхипе кĕнекесем кирлĕ. Авăн уйăхĕнче Чăнлă районĕнчи пĕр шкула Шупашкартан аслă шкул вĕрентекенĕсене лекци вулама чĕнĕпĕр, – терĕ Вера Александровна.
Канашлăва кашни вĕрентӳçĕ хăйĕн ĕçне кăтартма, ăна ыттисем хаклаччăр тесе доклад хатĕрлесе килнĕ.
Тереньга районĕнчи Скугареевка шкулĕнче «Чăваш фольклорĕ» кружока ертсе пыракан Людмила Иванова хăй иртнĕ кĕркунне Германи çĕршывне еплерех кайса килни, унта çуралнă кăмăл-туйăм пирки каласа пачĕ. Ульяновскри 55-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Марышева уроксенче ачасене мĕншĕн еплерех паллăсем лартмалли пирки каларĕ. Чартаклă районĕнчи Володарски шкулĕнче «Тăван ен культури» кружока ертсе пыракан Татьяна Шмаранова халăх фольклорĕ наци культурине аталантарнă çĕрте еплерех вырăн йышăннин вăрттăнлăхĕсене уçса пачĕ. Чăнлă районĕнчи Ирçел шкул вĕрентекенĕсем Надежда Сайгушевапа Людмила Буркина, Пухтел шкул вĕрентӳçи Нина Кушты, Вăта Тимĕрçен вĕрентӳçисем Светлана Мигукова тата Светлана Благороднова, Телешовкăра кружок ертсе пыракан Римма Анчикова доклачĕсем хавхалантарса, çĕклентерсе ячĕç. Çĕнĕлĕхсем, шухăшлаттараканни нумай пулчĕ вĕсенче. Ульяновскри Чукун çул районĕнчи 30-мĕш гимназире чăваш чĕлхи кружокне ертсе пыракан çамрăк вĕрентӳçĕ Анастасия Кашкарова ачасен ĕçне епле хак панипе паллаштарчĕ.
Облаçри инçет районсенчен чăвашсем килсе çитни уйрăмах савăнтарчĕ. Барăш районĕнчи Ĕшке шкул вĕрентекенĕ Татьяна Рупасова вырăсла анчах калаçакан шкулта чăваш чĕлхи урокĕсем еплерех иртни çинче чарăнса тăчĕ, хăйĕн тĕпчев ĕçĕсемпе паллаштарчĕ. Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Çĕнĕ Çарăмсанта чăвашлăха упракан Нина Осипова хăй ертсе пыракан «Чăваш кил-çурчĕ» музей ачасене тăван халăх историйĕпе, культурипе тата йăли-йĕркипе паллаштарнă çĕрте еплерех вырăн йышăнни пирки каласа пачĕ.
«Чăваш чĕлхипе литература урокĕсенче тата урок тулашĕнче ачасем илекен пĕлӳ пахалахне ӳстерес çул-йĕр» темăпа иртнĕ çавра сĕтел ĕçне пурте хастар хутшăнчĕç. Çинкĕл районĕнчи Уличе шкул вĕрентӳçи Елена Краснова, Майна районĕнчи Чӳрекелĕнчен килсе çитнĕ Лидия Ярославская, Ульяновск районĕнчи Симĕс Раща шкул вĕрентекенĕ Раиса Волкова, Луговойран килнĕ Алёна Катерисова, Димитровградри 17 тата 19-мĕш шкулсенче ĕçлекен Валентина Киргизова тата Надежда Клевайчук, Çĕнĕ хулари вĕрентекенсем Лариса Васильевапа Елена Краснова, Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхаш вĕрентекенĕ Светлана Кудря-шова тата ыттисен шухăшĕсем кашнин хăйнеевĕрлĕ, тарăн шухăшлă пулчĕç.
 
: 930, Хаçат: 34 (1230), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: