Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Чăваш писателĕсем мĕнпур районсен, организацисемпе предприятисен ертӳçисене чĕнсе калани)
 
Чăваш кĕнеке издательстви пуçарăвĕпе Чăваш Республикинче çурлан 1-мĕшĕнче «Даришь книгу? Даришь мир!» ятпа ыркăмăллăх тăвăмĕ тытăннă. Чăваш писателĕсем çак пуçарăва ырласа халăха чĕнсе калаççĕ: «Çамрăк ăрăва тимлĕх уйăрмалла. Паянхи ача мĕн вуланипе, мĕне тĕпе хурса пурăннипе кăсăкланмалла».
Чĕлхемĕрĕн шăпипе кăсăкланакансен хăйсен ĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствин ырă пуçарăвне тĕпе хурас пулать. Вăл ача çурчĕсене, вĕренӳпе культура учрежденийĕсене çулсерен кĕнекесем тӳлевсĕр уйăрать. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, кĕнекепе туслă наци хăй еткерлĕхне тĕнче шайне çĕклет. Телевидени тата Интернет кĕнекене нимле майпа та ылмаштарма пултараймаççĕ. Вулав ыйтăвĕ халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварас ыйтупа тачă çыхăннă. Ĕмĕртен ĕмĕре куçса пыракан литература еткерлĕхĕ вара хальхи тата пулас ăрусен аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăрать. Пире уйрăмах ачасене вулаттарас ыйту канăçсăрлантарать. Ача-пăча вулавăшĕсенчи кĕнекесем мĕнпур енĕпе кивелнĕ. Паянхи шкул ачи вĕсенче хальхи вăхăтпа çыхăннă, хăйне кăсăклантаракан ыйтусене тупаймасть. Çавна пулах ачан вулас туртăмĕ чакать. Ачасем валли кăларнă кĕнекесен тиражĕ çулсерен чакса пырать. Мĕнле кĕнекепе илĕртме пулать-ха ачана паян? Телее, хальхи вăхăтри авторсем хушшинче пур-ха ачасен чĕлхине ăнланакансем. Чăваш кĕнеке издательстви вара чи лайăх ал çырăвĕсенчен кĕнекесем калăплать. Унта паянхи ачан ăс-хакăл пуянлăхĕ, тĕнчи. Шел, республикăра пичетленсе тухакан кĕнекесем хăйсен вулаканĕсене тупаймаççĕ.
Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталантарма кăмăл тăвакан ырă чĕреллĕ ентешсем! Ачасене вулав тĕнчин алăкне уçма пулăшсамăр. Пĕлӳ кунĕ тĕлне чăвашла кĕнекесем туянăр! Шкулсене, ача çурчĕсене, интернатсене тата нумай ачаллă çемьесене парнелĕр!
 
: 723, Хаçат: 34 (1230), Категори: Ырă тĕслĕх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: