Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян каллех пуç ыратнипе вăранса кайрăм. Ĕнер мăшăрăм мана чышкипе виçĕ хут çапрĕ. Кашни кун эрех ĕçнĕрен хăй мĕн хăтланнине те чухламасть вăл. Ачасем пĕчĕкрех чухне ман хута кĕретчĕç. Ашшĕ хĕнеме пуçласанах çари! кăшкăрма пуçлатчĕç. Лешĕ вĕсен ĕсĕклевне курсан лăпланатчĕ. Халĕ вара тĕпренчĕкĕмсем çитĕнсе тĕрлĕ енне саланчĕç. Иккĕшĕ çемьеллĕ, виççĕмĕш те кĕç-вĕç качча каймалла. Эп вара ватлăхра упăшкан «патакне» çисе пурăнатăп.
Ачасем пĕчĕк чухне хам вĕсемшĕн тăрăшрăм. Хунямапа пурăннă çулсене аса илес те килмест. Мана вăл тӳрех юратмарĕ. Пĕрмай кăмăлсăррăн калаçатчĕ, кӳршĕ карчăк-кисемпе ялан ман пирки начар сăмахлатчĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçлеттĕм. Кил-çуртри ĕçсене вăхăтра тăваттăм. Çапах юратнă кин пулаймарăм.
Мăшăрăма эрех «серепинчен» хăтарас тесе тĕрлĕ тухтăр патне çитрĕм. Усси пулмарĕ. Вăл эрнерен каллех усал йăла патне таврăнчĕ. «Хаяррине» сыпсан никама та палламасть, хăй мĕн тунине ăнланмасть. Канлĕх тупма ĕмĕтленеттĕм, анчах пачах урăхла пулса тухрĕ.
Шкул директорĕнче тăрăшакан мăшăрăм ĕçке ярăннине, мана кашни кун хĕненине нумайăшĕ ĕненмест.
Ачасем хăйсем патне пурăнма чĕнеççĕ, анчах вĕсене чăрмантарас килмест. Çамрăк чухне уйрăм пурăнас килет, хам кин пулнă май çакна лайăх пĕлетĕп.
Чиркĕве тăтăшах çӳретĕп, ачасен сывлăхĕшĕн çурта лартатăп. Турăран мăшăрăма сыватма ыйтатăп. Юратсах пĕрлешрĕмĕр-çке, ачасене çитĕнтертĕмĕр, çурт çĕклерĕмĕр. Çак ĕçсем çемье пуçĕсĕр пулман. Çавăнпах ăна хисеплетĕп, вăл тĕрĕс çул çине тăрасса шанатăп.
 
: 772, Хаçат: 34 (1230), Категори: чунри

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: