Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
– Ман акка Марина Столярова «Эревет» ансамбльте нумай çул юрлать ĕнтĕ. Вăл мана унта çӳреме темиçе çул каяллах чĕннĕччĕ, анчах ун чухне ачасем пĕчĕкрех пирки килеймерĕм. Пĕлтĕр сентябрь уйăхĕнче вара хăюлăх çитерсе çак ушкăна пырса кĕтĕм. Ушкăн мана ăшшăн йышăнчĕ. Малтан халăх умне сцена çине тухма çăмăл марччĕ – пăлханатăн, именетĕн. Халĕ хăнăхса çитрĕм темелле ĕнтĕ. Ансамбль ертӳçи С.Толстов юрă-кĕвве ăста çын, пĕлменнине тĕплĕн ăнлантарать, тăрăшса вĕрентет пире. Пĕр сăмахпа каласан, питĕ интереслĕ кунта, репетици е концерт хыççăн кăмăл-туйăм çĕкленет, – тет Н.И.Спиридонова (Алякина).
Надежда Ивановна тăван ялĕнчи – Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Йĕлмел – шкулта вĕреннĕ чухнех юрлама-ташлама ăста пулнă, тантăшĕсемпе пĕрле район центрĕн, кӳршĕ ял клубĕсен сценисем çинче те концертсем, спектакльсем кăтартнă.
1989 çулта вара вăл Ульяновскри 30-мĕш техника училищине вĕренме кĕрет, унтан повар профессине илсе тухать. Хĕр кунта та хăйне хастар кăтартать, пултарулăх ушкăнне çӳрет. Пăва районĕнчи Киштек ялĕнчен килнĕ йĕкĕтпе Андрей Владимировичпа туслашса çемье çавăраççĕ вĕсем, Çĕнĕ хулара тĕпленеççĕ. Икĕ ача çуралать. Асли – Алёна – 20 çула çитнĕ. Сăмах май, вăл та юрлама-ташлама кăмăллать. Вăл ачасен «Вдохновение» ушкăнне çӳренĕ, каярах «Радуга» ятлă ача-пăча пултарулăх çуртĕнче юрă уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Ывăлĕ вара 11-мĕш класа каять.
23 çул ĕнтĕ Надежда Ивановна хăй суйласа илнĕ профессийĕпе вăй хурать. Малтан «Вестер» лавккара ĕçленĕ, халĕ – «Магнитра» кулинари цехĕн маçтăрĕнче. Спиридоновсем «Канаш» хаçатпа та туслă.
– Репетици кунĕ çитсен вăхăта майлаштаркаласа «Руслан» кермене чуна кантарма васкатăп. Мăшăрăм та, ачасем те ырлаççĕ эп унта çӳренине, хамăн та «Эревет» ушкăн юрăçисем патне каяс килет, юрлас килет. Уйрăмах мана халăх юррисем килĕшеççĕ. Малашне «Эревете» хĕрĕме те илсе килес шухăш пур-ха, – тет Надежда Ивановна.
 
: 970, Хаçат: 34 (1230), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: