Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Аслă урамри тăвайкки тăрринче пĕр пĕчĕк пӳрт ларать.Вăл çĕр ăшне кĕрсе ларнă пекех, аякран пăхсан юмахри пĕчĕк пӳрт пек курăнать. Никĕсĕ саланса каясран çирĕплетес тĕллевпе хуçи пӳрте йĕри-тавра çĕр тултарнă, çур метр çӳллĕш тата çур метр сарлакăш.
Пӳрт умĕнче çав çĕр çине хăма татăкĕсем хурса лармалли тунă. Ку çуртра пĕччен хĕрарăм пурăнни тӳрех паллă.
Кашни каç Лизук умне кӳршĕри карчăксем пухăнаççĕ. Тĕнчери лару-тăрăва сӳтсе яваççĕ-и, ялти, таврари хыпарсем çинчен калаçаççĕ-и, кам пĕлет, лараççĕ тăваттăн-пиллĕкĕн пухăнса.
Кашни иртсе каякан ватăсене сывлăх сунать. Лешсем те никама та сăмах чĕнмесĕр, ăçта, мĕн сăлтавпа кайнине ыйтса пĕлмесĕр ирттерсе ямаççĕ.
Паян пӳрт умĕнче иккĕн кăна.
– Упа Микулин виççĕмĕш арăмĕ те тухса кайнă тет, хи-хи-хи, – хихиклетрĕ çынран кулма юратакан Ултут.
– Мĕн пулнă-ши тата?
– Ку тем аванах мар. Йĕркеллĕ арçынран тĕк тăмаш хĕрарăмсем пĕрин хыççăн тепри тухса каймаççĕ. Арçын енĕпе пултараймасть мар-ши вăл?– хăйпе хăй йĕкĕлтешрĕ каллех Ултут.
– Кашнинех пĕрер ача çураттарнă-çке, эппин, арçын енĕпе чин-чинором ун,– Упа Микулине хӳтĕленĕ пекрех сăмах хушрĕ Лизук.
– Эс тата ăçтан пĕлен арçын мĕн пултарнипе пултарманнине? Хăв нихăçан та качча кайса курман-иç? Мĕн эп астăвассах пĕччен пурăнан, çитменнине, хальхи çамрăксем калашле “вечно немношко переменнăй” çӳрен,– темшĕн çиллине хăпартрĕ Ултут.
– Сана мĕн ĕç? Вăхăтĕнче, кирлĕ пулсан, сан упăшкуна та çавăрттарма пултарнă. Арçынсем вĕсем пĕччен хĕрарăмсене пит юратаççĕ. Тен, çавăрттарнă та! Ман ытам сан пек кăна мар! Эпĕ санран икĕ хут пысăкрах та, мăнаçлăрах та,– парăнмарĕ Лизук.
– Эс çапла-и-ха? Ман упăшка çĕре кĕни вунă çул çитет. Эс халь те ун çинчен шутласа ларатăн-и-ха?
– Э, ухмах карчăк. Кай килна,– тесе Лизук вырăнтан тăчĕ. Туя çине таяна-таяна аран-аран хапха вырăнне лартнă пĕчĕк алăк патне утрĕ. Кантраран туртса картишне кĕчĕ. Картишĕ те пуш-пушах Лизукăн, пĕчĕк пӳртĕнче те никам та çук, нихăçан та никам та пулман. Вите-карта таврашне те тахçанах вут туса çунтарса янă вăл. Пӳрчĕ пĕчĕк пулсан та хĕл хырăмĕ вăрăм теççĕ халăхра. Сивĕре шăнса ларас мар тесе вăл кăмакине те ĕç хыççăн, каçпа кăна чĕртсе хутатчĕ. Анчах çĕрнĕ пӳрт пурĕпĕр ăшшине тытмастчĕ.
Лизук хăй хăçан çуралнине тĕрĕссипе пĕлместчĕ. Ял советĕнче панă хут çине 1890 çул тесе çырнăччĕ. Тен, тĕрĕс те. Ашшĕ-амăшĕнчен çамрăклах тăлăха юлнă вăл. Мĕн астăвассах ырми-канми ĕçленĕ. Лайăх астăвать, хĕр пулса çитĕнсе пыратчĕ – тем вăхăтра хырăмĕ ӳсме пуçларĕ. Пĕррехинче
ашшĕ амăшне еплерех пăсăрлантарнăччĕ:
– Юхха хĕр ӳстертĕмĕр. Ял-йыш умĕнче намăса яратăр. Пите кĕççе çĕлесе çӳремелле-им ман? Пĕтĕм ял калаçать, – кăшкăрчĕ арçын. – Ачаш ача – ача тунă тесе ахаль каламаççĕ халăхра.
Вĕсен çемйинче Лиза пĕртен-пĕр хĕр. Ăна та пулин ватăлсан çуратнă. Вăрăм пӳ-силлĕ, сап-сарă çӳçлĕ, яштака хĕр. Сасси арçыннăнни пек. Чăн-чăн вырăс хĕрĕ вăл. Ашшĕ-амăшне таçти Тамбов облаçĕнчен патша вăхăтĕнче кӳршĕ ялти çĕр улпучĕ илсе килнĕ. Çапла вĕсем Чăваш çĕршывĕнче вырнаçнă. Таврари вуникĕ ял хушшинче виçĕ вырăс ялĕ çуралнă.
– Лиза, эсĕ йывăр çын-им? Аннӳрен ан пытар. Веçех каласа пар. Çынсем ав сăмаха аçу патне çитернĕ. Вăл хăй те курать ĕнтĕ, ухмах мар.
Хĕр ĕсĕклесе йĕрсе ячĕ:
– Анне, эс мĕн калаçатăн?
Эпĕ паянччен каччăпа юнашар ларса та курман, алăран та
тытса курман. Эс хăвах
куратăн, эп ялан ĕçлетĕп, каçпа вăййа тухсан та нумайлăха
мар. Çитменнине, манран каччăсем хăраççĕ, эп вĕсемшĕн ытла вăрăм, – куççуль витĕр каларĕ хĕр. – Хырăма мĕн тумаллине те пĕлместĕп. Юрать-ха, юбкăсем сарлака. Анчах
витĕр пăхсан ман хырăм ӳснине такам та курать. Хырăм вара
ӳсет те ӳсет. Эп унта усал ӳсет пуль тесе хăратăп. Анне, мĕн тумалла-ши?
Лизан амăшĕ те аптăрарĕ. Вăл хĕрне ĕненмесĕр те пултараймарĕ. Ялан килте пек. Тепĕр енчен, шанса пĕтер-ха вĕсене, çамрăксене? Анчах вăл тепĕр кун никама систермесĕр тутăр çине кучченеçсем хурса çыхрĕ те кӳршĕ чăваш ялне
юмăçа уттарчĕ.
Юмăç патне таврари ялсенчен нумай çӳреççĕ. Кашнин хăйĕн инкекĕ: пĕрин пăрăвĕ çухалнă, теприн лашине вăрланă, виççĕмĕшĕ салтакри ывăлĕн шăпине пĕлесшĕн...
Лизук амăшне черет çитрĕ. “Эп нимĕн те каласа кăтартам мар-ха. Юмăç пулсан хăй пĕлтĕр,”– шухăшларĕ хĕрарăм.
Лешĕ чăннипе те тӳрех хĕрĕ пирки сăмах тапратрĕ.
– По-чувашки понимаш?
– Говори, понимаю.
– Сан хĕрӳ пирки ялта начар хыпар çӳрет. Анчах çын сăмахне ан итлĕр. Каччă çук-ха унăн, пулман та, пулмасть те. Нихăçан та качча каяймасть хĕрӳ. Çемье
çулĕ унăн хупă,– терĕ юмăç картсене сĕтел çинчен пуçтарса. – Анчах хĕрӳ питĕ чирлĕ. Шалти чир унăн. Хĕр ячĕпе инçе çул куратăп. Ăнăçлă çул.
Амăшĕ килне çунатланса таврăнчĕ. Тинех мăшăрне хирĕç каламалли пур ун. Тепĕр енчен вара хĕрĕн шăпи самай пăшăрхантарчĕ. “Мăшăрсăр çын пĕр çунатлă кайăк пек, вĕçеймест. Ялан çĕр çинче чаваланса пурăнни пурнăç-и вара вăл? Ачама ватăлсан кăна çуратрăм. Хамăр вилсен мĕнле пурăнĕ? “-шухăшларĕ вăл.
Ашшĕпе калаçнă хыççăн хĕрне тухтăр патне Хусана илсе кайма шутларĕç. Укçа-тенкĕ ялан саппасра пулнипе тепĕр куннех станцине кайса пуйăс çине ларчĕç.
Тухтăрсем пĕрре пăхсах хĕре операци тумалли пирки пĕлтерчĕç.
– Касмаллах. Унсăр май çук. Укçа нумай илместпĕр. Пире хамăра та интереслĕ, мĕн ӳсет унăн хырăмĕнче? Тухтăрсемшĕн наука тĕпчевĕ пулать, Лизук тĕпчев объекчĕ.
Шап-шурă палатăра куçне уçсан хĕр хăй çăтмаха лекнĕ тесе шутларĕ. Унтан шурă халат тăхăннă, тутăрне пичĕ курăнмалла кăна çыхнă чирлĕ çынсене пăхакан хĕрарăм кĕчĕ.
– Мĕнле туятăр хăвăра?
– М?
Лизукăн чĕлхи çаврăнаймарĕ. Наркоз иртсе кайманнипе унăн каллех çывăрас килчĕ. Анчах сестра ăна куçне хупма памарĕ.
– Хырăмна тытса пăх, мĕнле пек?
– М?
Вăл аран аллисене хускатса хырăмĕ çине хучĕ. Нимĕн те çук. Хырăмĕ пуш-пушах. Кĕçех пӳлĕме шур халатлă арçынсем кĕчĕç.
– Кусем сана операци тунă тухтăрсем, – паллаштарчĕ сестра.
Лешсем савăннине палăртса Лиза çумне пырса тăчĕç:
– Хырăмунтан мĕн тухнине пĕлес килет-и? Сан хырăмунта пĕр пичке пысăкăш аш ӳссе ларнă. Аран касса пĕтертĕмĕр. Мĕн çисе ӳстернĕ ăна эсĕ?– терĕç.
Тепĕр уйăхран Лиза сывалса яла таврăнчĕ. Хĕрĕн хырăмĕ
уйăх çухалса пурăннă хыççăн пĕчĕкленнине ялта пурте сис-рĕç. Хырăм пăрахнă ят тухрĕ.
Кун хыççăн кун иртрĕ, çул хыççăн çул. Вунă çултан ашшĕпе амăшĕ тăрук чирлесе çĕре кĕчĕç. Лизук пĕчченех тăрса юлчĕ. Качча илес текенсем çураçма пыркаларĕç ун патне. Хĕр пĕрисене тиркерĕ, теприсем кăмăлне каймарĕç. Унтан
Аслă вăрçă тапранчĕ. Арçынсем вăрçа кайса пĕтрĕç. 1941 çулхи сивĕре еплерех нушаланни нихăçан та пуçĕнчен тухас çук.
Кунĕпе колхоз хирĕнче ĕçленĕ, хĕлле вăрман каснă вĕсем. Хăй валли вутă хатĕрлеме вăхăчĕ те пулман. Çавăнпа та шăнса вилес мар тесе каçсерен масар çине кайса хĕрессем касса килнĕ. Çапла пӳртне ăшăтса пурăннă. Юрать-ха, масарĕ инçе мар, анкарти хыçĕнчех пулнă.
Пĕррехинче кунĕпе вăрман касса ывăннă Лизук çĕр тĕттĕмĕпе каллех масар çине çул тытрĕ. Çав кун кӳршĕ ялсем (вĕсен ял çывăхĕнчеччĕ масарĕ) çын пытарнă пулнă. Аран-аран туртса кăларать хĕр хĕресе. Асапланса килне йăтса килет те алăк умне тăратса хурать. Унран вут туса кăмака хутма та вăй юлмасть унăн. Ывăннипе сивĕ пӳртрех çывăрса каять. Ирхине çынсем Лизук умĕнче хĕрес кураççĕ те хăраса ӳкеççĕ. Кӳршисем чупса килеççĕ. Вăранса тухнă Лизук çынсене курсан хăраса каять.
– Такам мăшкăлласа ман ума хĕрес килсе тăратнă-ши? – тесе улталать. Унсăрăн вăл вăхăтри саккунпа кун пек ĕçсемшĕн тĕрмене те лартма пултарнă-çке!
Те ытлашши йывăр ĕçленипе – вăрçă вăхăтĕнче Лизукăн каллех хырăмĕ ӳсме пуçлать. Ялта малтан ун пек, кун пек калаçкаларĕç. Çулсем иртсен те хырăмĕ шăранманнипе сăмах çӳретме те пăрахрĕç. Çавăнпа ăна Ултут та паян “вечно переменнăй” тесе хăртрĕ.
Çапла Лизук ĕмĕрĕ иртрĕ. Мĕн ватăличчен, ал-ури кукăрăличчен ĕçлерĕ вăл. Юмăç калани тĕрĕс пулчĕ, çемье çавăраймарĕ, юхха сăмахне нумай илтрĕ.
 
: 1017, Хаçат: 34 (1230), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: