Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Тобольск хули çывăхĕнче Чăваш сăмсахĕ (мыс) пур. Ун пирки эпĕ вунă çул каяллах илтнĕччĕ. Кăçалхи утă уйăхĕнче çак вырăна çитсе килтĕм.
Чăваш сăмсахĕ Иртыша Тобол юхан шывĕ юхса кĕнĕ тĕлте мăнаçлăн çĕкленсе ларать. Унăн çыранĕ питĕ чăнкă. Ку тăрăхра халĕ те чăваш ялĕсем сыхланса юлнă: Подчуваш, Панин Бугор, Троицкий Мыс, Александровка.
Чăваш сăмсахĕ çинче археологсем 15 пысăк тĕмĕ (курган) тупнă. Крепоçсен хушши 20-36 метр, тарăнăшĕ 3-4 метр. Тĕмĕ çӳллĕшĕ çĕр питĕнчен 2 метр çӳллĕрех, сарлакăшĕ – 5-6 метр.
Археологсем кунта нумай япала чавса кăлараççĕ: чӳлмексем, чашăксем, ал ĕç хатĕрĕсем, савăт-сапа, сăнăсемпе хĕçсем. 1953 çулта В.Н. Чернецов тата В.И. Мошинский археологсем çирĕплетнĕ тăрăх, пирĕн эрăччен 1 пин çул маларах кунта угро-савирсем пурăннă.
Вилнисене пытарас умĕн çунтарнă. Тобольскра чăвашсен тата тутарсен масарĕсем пур. Тобольск хули ту çинче çав тери илемлĕн курăнса ларать. Кремльтен инçех мар Ермак сачĕ пур, ун варринче – унăн палăкĕ.
Ермак çинчен эпир истори предмечĕ тăрăх пĕлетпĕр. Вăл вырăс çĕрĕсене тăшманран сахал мар хӳтĕленĕ. 1581 çулхи юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ермак Чăваш сăмсахĕ çинче Кугум ханпа хаяр çапăçнă.
Чăваш сăмсахĕ тата тепĕр енĕпе паллă. 13-мĕш ĕмĕрте Урал тăвĕсем хушшинче Пачман ятлă çар пуçĕпе унăн арăмĕ Ылтăнчеч монгол-тутарсемпе çапăçса пуçĕсене хунă. Юлнă çарне Чăваш Паттăрĕ ятлă хастар хăй çине илет. Çирĕм çула яхăн çапăçать вăл тăшмансемпе. Пĕр хаяр çапăçура пуçне хурать.
Ку вырăнсене чăваш халăх çыравçи Юхма Мишши тата хисеплĕ таврапĕлӳçĕ Виталий Станьял та çитсе курнă. Юхма Мишшине çак тапхăрти пулăмсем çинчен манси халăх таврапĕлӳçи Юван Шестаков тата мишер таврапĕлӳçи М.П. Ильясов тĕплĕн каласа панă.
Юхма Мишши кăçал Чăваш Паттăр çар пуçĕ çинчен кĕнеке кăларчĕ. Н.Карамзинăн «История Российского государства» кĕнекинче те Чăваш сăмсахĕ пирки асăнса хăварни пур.
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекенсене Чăваш сăмсахĕ çинчен каласа пани паллă. Каярах ун пирки темшĕн вĕрентме чарнă.
«Сибирские летописи» сборникра чăваш топонимĕсем 44 хут тĕл пулаççĕ: Чувашье, Чувашево, Чувашский Мыс, Чувашего гора, Чувашские города, городок Чуваши, Чувашский град, Чувашино тата ытти те.
 
: 789, Хаçат: 34 (1230), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: