Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕтмен çĕртен телефон сасси янăраса кайрĕ. Станислав Толстов хăнана йыхравлать. Кӳршĕ республикăран журналистсем килеççĕ иккен, эпĕ унта пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Камсем, мĕншĕн килни çинчен пĕр сăмах та, анчах тĕлпулăвăн пĕрремĕш пайĕ – хулапа паллашассипе çыхăннă, иккĕмĕшĕнче – кĕрекере шашлăк пулать.
– Ленинпа çыхăннă вырăнсемпе паллашасшăн, – юхрĕ унăн сасси. – Эсĕ ку ĕçсенче – шыври пулă пек.
Вăл мана çапла пĕлтерсе хăй майлă çавăрчĕ. Коммунистсем, куран, шухăшларăм эпĕ, килĕшрĕм.
Станислав Петровичпа унăн мăшăрĕ Верония мана Иван Яковлев палăкĕ умĕнче кĕтсе илчĕç. Кунĕ пĕлĕтлĕччĕ. Ĕнер вăйлă çумăр çунипе пĕлĕтсем сирĕлсе те ĕлкĕреймен. Анчах çуллахи тапхăр сывлавĕнче çăка чечекĕн ырă шăрши палăрчĕ. Эпир аслă вĕрентекенĕмĕрĕн палăкĕ умĕнче тарăннăн сывларăмăр та: «Иван Яковлевич, сывă-и!» – терĕмĕр.
Çулçӳреве çак çветтуй вырăнтан тытăнни – лайăх йăла-йĕрке. Палăртнă вырăна кая юлмасăр пынă Чăваш Ен хăнисемпе паллашрăмăр. Анатолий Порфирьевич Данилов – И.Н.Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультечĕн деканĕ. Профессор. Çӳллĕ, яштака, çамрăк сăн-сăпатлă, ырă куçлă тата сарлака çамкаллă. Шăппăн калаçать. Унран шăппăнрах мăшăрĕ - Маргарита Гавриловна, университет доценчĕ – пуплет. Чунĕпе лăпкă пулсан та калаçнă чухне кашни сăмаха суйласа, пĕлсе, хумханарах палăртать. Сăн ӳкерĕнме юратмасть – сăн ӳкерчĕксем историе кирлĕ пулнине ăнлансан та.
Ленин çурчĕ-музейĕ патне урамăн тепĕр енчен çитсе тăтăмăр. Çĕр лаптăкне веçех чавса пăрахнă. Çурта çĕнетсе юсаççĕ. Эпĕ çакăн çинчен маларах пĕлменшĕн кăштах намăслантăм. Анчах хăнасем Ульяновскри Ленинпа çыхăннă вырăнсенче совет самани вăхăтĕнче пулнине аса илсе хăйсен савăк туйăмĕсене пытармарĕç. Вĕсем Ленин 1920 çулта чăваш халăхне автономиллĕ социализмла республика туса панăшăн унăн умĕнче парăмра пулнине пĕлтерчĕç.
Эпĕ хăнасемшĕн кĕтмен çĕртен ертӳçĕ пулса тăтăм. Мана çулçӳреве хам пĕлнĕ пек йĕркелеме ирĕк пачĕç. Языков çурчĕ умĕнче чарăнтăмăр. Унта аслă Пушкин икĕ хут та пулнă. Хăнасем кун çинчен аван пĕлеççĕ – хăйсем те эп каласа пани çумне хушса хураççĕ. Александр Сергеевич кунта Ăренпура Пугачёв восстанийĕпе çыхăннă материалсем пухма кайнă чухне çула май чарăннă пулнă.
Володя Ульянов вĕреннĕ гимнази, хулан тĕп площадĕнчи Ленин палăкĕ... – пурте пирĕн тăрăхăн историйĕ. Анчах нумай делегаци çулçӳрев программинче палăртманнипе çак вырăнсенче чарăнса тăмасть. Таврапĕлӳ музейне тăвас ĕçре Иван Яковлевич тӳпи пысăк пулнине пĕлтерни хăнасене питĕ кăсăклантарчĕ. Хăй вăхăтĕнче çурт çинче мемориал хăми çакăнса тăратчĕ. Халĕ ăна илсе пăрахнă.
Хăнасем Венец комплексĕпе хăпартланаççĕ. Пур çĕрте те чечексем, сакăсем, фонтансем. Европа! Çулçӳрев Яковлев музейĕнче вĕçленчĕ. Хăнасем кунта пĕр хут çеç мар пулнă. Кашни пулмассерен çĕнĕ шухăшсем, туйăмсем çуралаççĕ. Чиркӳ умĕнче машинасем, çынсем нумай, çĕр лаптăкĕ чечексен айне путнă.
Композитор пурăнакан Колхозный посёлока çĕнĕ кĕпер урлă кайрăмăр. Илемлĕ! Михаил Алексеевич водитель – «Эревет» ушкăнĕн артисчĕ. Унăн машини çĕнĕ тата ют çĕршывра туса кăларни пулнăран мотор ĕçленĕ сасă пачах илтĕнмест.
Сĕтел хушшине ларсан тин хăнасем Ульяновска мĕншĕн килни паллă пулчĕ – композиторăн çуралнă кунне паллă тума. Юлташла калаçу, тавлашу хуçаланчĕ. Ульяновск чăвашĕсен гимнĕ янăраса кайни пуриншĕн те тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Сăмахĕсем çук пулин те вăл чаплăн янăрать. Кĕввине тивĕçтерекен сăмахсем çеç кирлĕ. Паллах, гимн тени ятарлă конкурспа çыхăнмалла. Ку ĕçе поэтсемпе музыкçăсем хутшăнасса шанас килет. Унăн положенине, премине тата ыттине çырса палăртмалла. Конкурс тени пирĕн тăрăхшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулĕ.
Кил хуçисен хушма хуçалăхĕ те тĕлĕнтерчĕ. Вăл 15 сотăй çĕр лаптăкĕ çинче вырнаçнă. Питĕ тирпейлĕ. Çĕр улми, кишĕр, сухан, хăяр, помидор, арпус, дыня тата пысăках мар теплица – пурте хуçалăхшăн кирлĕ. Помидорĕсем тĕмсем çинчех хĕрелеççĕ, дыньăпа арпус – çав тери тутлă. Паллах, чечексем, чечексем! Куллен ĕçре пулакансен ăçтан кăна вăхăчĕсем тупăнаççĕ? Çитменнине, кĕвĕ кĕвĕлемелле, репетицисем ирттермелле, вĕсем унсăр пурăнма пултараймаççĕ. Çав вăхăтрах Станислав Петрович Чăваш Енре тата Чĕмпĕр тăрăхĕнче пурăнакан кĕвĕçекенсемпе хутшăнăва кĕме те вăхăт тупать. Эпĕ, паллах, хăш-пĕр шухăшне ырламастăп, кăмăл-туйăм Печоринăнни евĕрлĕрех пулсан та – нимĕне те манмастăп. Çакăнта композитор, ман шухăшпа, нумай çухатать. Мĕншĕн тесен ырă мар сунакансем вăхăт иртнĕçемĕн хăйсемех çухалса пыраççĕ. Çапла пулма ăна хăй кĕвĕленĕ музыка пулăшать – пурне те хăйсен вырăнне лартать. Апла пулсан мĕншĕн вăй-хала, вăхăта, нерв тытăмне усăсăр ĕçе ярса пĕтермелле-ха? Тепĕр енчен, Карнеги çирĕплетĕвĕсене ăша хывса хăв тăшманусене юлташ тума тăрăшмалла. Станиславшăн вара большевиксен кăмăл-туйăмĕ – килĕшменлĕх – пĕлтерĕшлĕрех. Эпĕ ăна пĕррехинче: «Эсĕ мĕн каланине тĕплĕн итле, çав вăхăтрах илтмĕш пул», - тенĕччĕ. Вăл кулса ячĕ, анчах нимĕн те каламарĕ.
Хăнара композиторăн строитель пултарулăхĕ тĕлĕнтерчĕ. Пурте ăмсанмалăх çурт проектне пурнăçласа хăех тунă. Пурнăçламалли ĕçсем нумай-ха, анчах çурт тĕлĕнмелле курăнса ларать. Кĕвĕсем çырмалли ятарлă пӳлĕм те пур. Пултаруллă çын пур енчен те пултаруллă тени тĕрĕсех иккен.
Эпир пĕр-пĕрин çинчен пĕлместпĕр пулин те пĕр-пĕрне хавхалантарма манса каймарăмăр. Эпĕ вĕсене, тĕслĕхрен, хутшăнăва çăмăллăн кĕме пултарнишĕн мухтарăм. Хăнасем хăйсене пысăка хумаççĕ. Мана мĕншĕн мухтанине астумастăп. Декан çирĕплетĕвĕ çеç асра юлчĕ: «Санăн шлепкӳ питĕ аван».
Чăваш нацийĕ çинчен калаçу пуçланса кайсан анекдотсăр май килмерĕ. Тамăк хуранне вырăссем, тутарсем тата чăвашсем çакланнă.Турă вĕсене хурантан пĕрерĕн-пĕрерĕн кăларма хушнă. Унтан вырăс мĕнле сиксе тухнине никам та асăрхаман. Тутар хăпарма тытăннă. Хуран тĕпĕнче асар-писер сасă тăрать. Тутарсем хăйсен çыннине пур енчен те пулăшма тăрăшаççĕ. Хăпаракана аллисем çинче тытса тăраççĕ. Кăшкăраççĕ, савăнаççĕ. Виççĕмĕш – чăваш – хурантан тухма тытăнать. Мĕн тытăнса каять çак вăхăтра! Пĕрисем ăна уринчен аялалла сĕтĕреççĕ, теприсем – йĕмĕнчен, виççĕмĕшсем айккинче нимĕн пулман пекех сăнаса лараççĕ.
Хăнасен сĕнĕвĕсене çырса пыма васкатăп. Профессора композитор хайланă кĕвĕсем тăрăх юрăсем калăплама поэт-куçаруçăсем çукки пăшăрхантарать. Вăл Толстов кĕвĕленĕ юрăсене вырăсла та итлеттересшĕн ĕмĕтленет. Эпĕ Станислав Толстов Ленин çуралнă çĕршыва куçса килнĕренпе Ульяновск тăрăхĕнче пурăнакан чăвашсен культура пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланса кайнине палăртса хăвартăм. Паллах, ку манăн шухăш.
 
 
: 562, Хаçат: 34 (1230), Категори: Тĕлпулу

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: