Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кĕпĕрнаттăр хушăвĕпе Ульяновск облаçĕнче ака уйăхĕн 9-мĕшĕнчен çĕртмен 11-мĕшчен муниципаллă пĕрлĕхсенче тăтăшах субботниксем йĕркелемелле.
Акан 9-мĕшĕнче Ульяновскри пур районта та халăх урамсене тирпей-илем кĕртнĕ, хăйсем пурăнакан çуртсен умĕсене, картишĕсене тасатнă, çуртсемпе ун çывăхĕнчи юпасем çине ирĕк илмесĕр çыпăçтарнă реклама хучĕсене уйăрнă. Пысăк çулсен айккисене пăрсемпе юртан тата çӳп-çапран тасатассине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă.
Субботника студентсем, предприятисен коллективĕсем, обществăлла организацисен ĕçченĕсем, Правительство, мэри, Ульяновскри районсен администрацин аппарачĕсен йышĕсем, муниципаллă предприятисемпе управляющи компанисенче ĕçлекенсем, депутатсем тата коммуналлă тивĕçтерӳсемшĕн вăхăтра тӳлемесĕр парăма кĕнĕ граждансем, ĕçсĕррисем хутшăннă.
Энергетикăпа ЖКХ министрĕ Александр Букин каланă тăрăх сивĕ çиллĕ çанталăка пăхмасăрах пĕрремĕш обществăлла субботника облаçри 50 пин ытла çын, икĕ пин ытла предприяти хутшăннă, 485 единици техника явăçтарнă. Тĕслĕхрен, Обществăлла палата членĕсем Чĕмпĕр хулин никĕслевçи Богдан Хитрово палăк таврашне юртан тасатнă, пăрсене катнă, Ленин мемориалĕнчен Пластов бульварне çитерекен çул çинчен çӳп-çапа пуçтарнă. Обществăлла палатăн председателĕ Сергей Ермаков малашне те палата членĕсем хулана тирпей-илем кĕртес ĕçе хастар хутшăнасса палăртнă.
Акан 22-мĕшĕнче облаçра тепĕр пысăк субботник иртмелле.
 
: 1097, Хаçат: 15 (1107), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: