Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çак пултаруллă та илемлĕ хĕрарăмпа Уличери Акатуйра паллашрăмăр. Вăл уявра хăй çĕленĕ чăваш кĕписен куравне йĕркелерĕ. Ялавăрпа Уличе шкул ачисем валли парне – чăваш кĕписем – çĕлесе килнĕ.
– Эп Ульяновскра çуралнă, аттепе анне Çинкĕл районĕнчи Ялавăр ялĕнчен. Çавăнпа ачалăхри мĕнпур каникулсем Ялавăрта иртнĕ. Асаннен хĕр чухнехи хушамачĕ Ургалкина. Кукамайпа кукаçи, асаттепе асанне питĕ юратнипе канмалли вăхăтра чун çак илемлĕ ялах туртатчĕ. Çавăнпа та Ялавăрта юлташсем нумай. Çывăх çынсем юлманнипе юлашки 20 çул ялта пулманччĕ. Анчах Интернет урлă ачалăхри юлташсене шыраса тупсан эпĕ чăваш этеплĕхĕн авăрне путрăм.
Ялавăр клубĕнче «Флэш» ташă ушкăнне ертсе пыракан Светлана Ильдейкина шыраса тупрĕ. «Пире чăваш тумĕ кирлĕ. Çĕлеме вăхăт пулмасан эскизне те пулин туса пар-ха», – тесе ыйтрĕ. Эп кĕпесен эскизĕсене туса, кайран тĕрĕсемпе илемлетсе патăм. Çĕленĕшĕн укçа нихăçан та илмен. Материалсем туянма
«Возрождение» хуçалăх ертӳçи М.Н.Самаркин, ачасен ашшĕ-амăшĕпе ял халăхĕ пулăшрĕ, – тет вăл.
Унтанпа пĕр çулталăк ĕнтĕ Наталья Новоселец çинкĕлсене чăваш тумĕпе тивĕçтерет, клуб, шкул ĕçченĕсем йĕркелекен уявсене хутшăнать. Ялавăрсене курса уличесем те ун патне пулăшу ыйтма пыраççĕ. Арçын ачасен кĕписене çĕлесе парать. Кăçалхи Акатуйра уличесене пĕр хĕрача кĕпине парнелет. Ялавăрти ташă ушкăнĕ валли вара 4 чăваш тумĕ, 4 вырăс тата 4 хĕвелтухăç халăхĕсен тумĕсем хатĕрлет.
– Эп ахаль çĕвĕç кăна, модельер мар, анчах çынсем мана шанаççĕ. «Вăл пултарать», – теççĕ. Çапла пĕрремĕш чăваш кĕпипе тăватă çул каялла ĕçлеме тиврĕ. Тимĕрçен хĕрĕ валли чăваш кĕпи çĕлерĕм. Пикенсех халăх тумĕн, тĕррин уйрăмлăхĕ, чăваш çемйинчи йăла-йĕрке, вĕсен пĕлтерĕшĕ пирки, мĕнле тĕспе усă курнă пирки литература шыраса вулама пуçларăм. Кĕпе арки çинче миçе йĕр пулмалла, çаннине, кĕпе çухине мĕнле тумалла? Телее, Интернетра темĕн те тупрăм. Çак уйрăмлăхсене шута илсе пĕрремĕш кĕпене çĕлерĕм. Мана ку ĕç килĕшрĕ. Чăваш тумне çĕленĕ май хамра вăй хутшăннине, ывăнмасăр ĕçлеме пултарнине, чирленĕ вăхăтра пуç ыратма чарăннине те туйрăм. Мĕнле хăват чăваш тумĕнче! Ялавăрсем валли тумсем çĕлеме кăшт çăмăлтарах пулчĕ. Çапах та эпĕ кашнинче ятарлă литературăпа усă куратăп. Чăваш тумĕнче çăмăлттайлăха, виçерен ытлашши пăрăннине юратмастăп. Тĕслĕхрен, çара хуллă кĕпесене. Çав вăхăтрах ман кĕпесем çамрăксем валли, çăмăл, савăнăçлă. Ачасен кĕпи ват çынсенни пек йывăр пулмалла мар тесе шутлатăп. Тĕрĕсем те хам евĕрлĕ. Эп çĕвĕ машинипе тĕрлетĕп, компьютерпа мар, çавăнпа тĕссемпе, эрешсемпе вылятăп. Çитменлĕхсемпе пахалăх пирки калакан пулсан савăнатăп кăна. Вĕренме эп яланах хатĕр, – хавхаланса каласа парать вăл.
Кĕперен юлнă татăксене те сая ямасть çĕвĕç, тĕрлĕ халăхсен пуканисене, сумккăсем çĕлет.
Ялавăр клубĕнчи ансамбльсене чăваш тумĕпе тивĕçтерессине Наталья Новоселец халĕ пурнăçри пĕрремĕш тĕллевĕ тесе шутлать.
Чăвашла юрлакан уйрăм хĕрсем валли кĕпесем çĕлет – материалĕсене хăй туянать. Вĕсене пухса уявсенче кĕпесен куравне йĕркелет. Ялавăрта вара кĕпе çĕлеттерме укçа пухма икĕ концерт параççĕ. Халĕ вĕсене Çинкĕлти уявсене те чĕнеççĕ. Кăçал Ялавăр клубне 100 пин тенкĕ грант çĕнсе илме çакмероприятисем те пулăшнă. Çакăнта хăйĕн ĕçĕн тӳпи те пуррипе Наталья Геннадьевна савăнать.
Наталья Новоселец унччен те пултарулăх ушкăнĕсем валли нумай çĕленĕ. Хулари Строительсен культура çурчĕ çумĕнчи «Радоница» ансамбль ушкăнĕ ăна темиçе костюм çĕлеттернĕ. Вăл виçĕ çул Ульяновскри драма театрĕн çĕвĕ цехĕнче ĕçленĕ, артистсене спектакльте вылямалли костюмсем çĕлесе тăхăнтартнă. Валерий Шейман паллă артист Наталья театртан кайсан: «Эс кайрăн та – сан аллу çитменни палăрать. Эс çĕленĕ костюмсемпе спектакльсенчи рольсене кĕме çăмăлтарахчĕ», – тесе каланине хĕрарăм чи пысăк хаклав тесе шутлать.
Çĕвĕç ĕçĕ Наталья Новоселеца асламăшĕнчен куçнă. Лайăх çĕлеме пĕлекен хĕрарăм çак ĕçпе хăй вăхăтĕнче çемйине тăрантарнă.
Наталья Новоселеца та çĕвĕ ĕçĕ çăкăр парать, вăл çынсенчен саккассем йышăнать.
Кашни тум уншăн – пултарулăх ĕçĕ. Тума ячĕшĕн çĕлейместĕп, чуна унта хуратăп тет. Çемйине те, мăшăрĕпе хĕрне, вăл хăй çĕлесе тăхăнтартать.
Наталья Новоселец-Кудряшова чăваш чĕлхине ăнланать пулин те таса калаçма пĕлмест, анчах чунĕпе вăл чăн-чăн чăваш. Çакна ĕçĕпе çирĕплетет. Хăй пуян культурăллă чăваш халăхĕн пĕр пĕрчи, пултаруллă Ургалкинсен йăхĕн пĕр пайĕ пулнипе савăнать.
 
: 804, Хаçат: 35 (1231), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: