Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Павловка районĕнчи ентешсем хушшинче чăвашлăх вучахне тытса пыракансем пур-ха. Тĕслĕхрен, Надежда Павловна Пегова (Федотова). Вăл 25 çул Ирçе Шăмалак ял клубĕн пуçлăхĕн тивĕçне юратсах пурнăçласа пырать.
Надежда çак ялтах пысăк çемьере çуралнă. Ултă ачаран вăл кĕçĕнни. Ашшĕ колхоз бригадирĕ пулнă, амăшĕ ĕмĕрĕпех колхоз ĕнисене сунă.
Сакăр класс пĕтерсен хĕр вăтам пĕлӳ илме Павловкăри вăтам шкула çӳренĕ. Аттестат илсен ăна шăпа Пенза облаçĕнчи Кузнецк хулине илсе каять. Кунти учили-щĕре вăл арçын тумне касса çĕлекен специальноçа алла илет. Ĕç биографийĕ Ульяновск хулинчи Гимов ячĕллĕ çĕвĕ фабрикинчен тытăнать. Виçĕ çултан качча каять. Аслă Нагаткин каччи Геннадий Пегов унăн мăшăрĕ пулса тăрать. Çĕнĕ çын-сем Аслă Нагаткинра пурăнма тытăнаççĕ. Тепĕр çултан вĕсен йĕкĕреш ывăлсем –Алёша тата Серёжа – çуралаççĕ. Алёша Мускавра пурăнать. Авланман. Серёжăна шăпи Смоленск облаçĕнчи Вязьма хулинех çитернĕ. Вăл çемье чăмăртанă.
1986 çулта Пеговсем Ирçе Шăмалак ялне куçса килеççĕ. Надежда Павловнана тӳрех ял клубĕн пуçлăхĕ пулма сĕнеççĕ. Профессийĕ культура ĕçĕпе çыхăнманнипе малтанласа вăл пултарайăп-ши тесе шикленет. Этем вĕренмен япала çук тени ăна хавхалантарать, вăл çĕнĕ специальность илме Ульяновскри культурăпа çутĕç училищине вĕренме кĕрет. Чĕрĕк ĕмĕр хушши ентешĕсен кану вăхăтне илемлетес, пуянлатас енĕпе чунне парса ĕçлет. Юрă-ташă ăна яланах илĕртнĕ-ха. Вăл шкулта вĕреннĕ чухнех пултарулăх ĕçне хастар хутшăннă. Ялти вĕрентӳçĕсен тата ытти пултаруллă ентешĕсен вăйĕпе концертсем йĕркелет.
– Халĕ пурнăç кичемленсе пынă пек: эпир ватăлатпăр, çамрăксем ялта тĕпленесшĕнех мар. Вĕсем валли кунта ĕç çук. Эпир – совет вăхăтĕнче туптаннăскерсем – пуçа усасшăн мар-ха. Культура вучахне сӳнме памастпăр. Канмалли кунсенче çамрăксем клуба васкаççĕ. Уявсенче ял халăхĕ савăнать. Çулталăкра пĕр-икĕ хут Чăваш Енрен артистсем килсе пире уяв туса параççĕ,- тет Надежда Павловна.
«Канаш» хаçат пирки сăмах хускатсан аякри ентешĕмĕр именерех çапла каларĕ:
– Темиçе çул каялла вулавăша çырăнса илеттĕмĕр. Халĕ çырăнман – хаçата вăхăтра килсе паманнипе.
 
: 812, Хаçат: 35 (1231), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: