Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновск облаçĕнчи чăваш çыравçисен черетлĕ ларăвĕ Çĕнĕ Ульяновскри «Мир» Культура керменĕнче иртрĕ. «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн членĕсем çула кунти чăвашсен «Чĕкеç» обществин тарават хуçи Зоя Рейтер чĕннипе тухрĕç.
Хальхинче çивĕч перо ăсти-сем Анатоли Ырьят прозаи-кăн, публицистăн тата сăвă-çăн çак кунсенче çеç тухнă «Пурнăç утравĕсем» кĕне-кине хăтларĕç.
Николай Ларионов «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн исто-рийĕ пирки каласа пачĕ. «Çак хушăра эпир 80 кĕнеке ытла кăларма пултартăмăр, – терĕ вăл. – Ман алăра – çĕнĕ кĕнеке. Ĕçтешĕмĕн Анатоли Ырьятăн çырнисен пуххи, чăваш литературинчи хăйнеевĕр пысăк пулăм теес килет тата ман ун пирки. Анатолий Григорьевич пултарулăхĕ хăйнеевĕрлĕ, анлă, курăмлă. Автор повеçĕсем те, сăввисем те хăйнеевĕрлĕ.
Анатоли Ырьят кĕскен хăйĕн пултарулăхĕпе паллаштарчĕ, çырас вăй-хал, çак иксĕлми çăлкуç ăçтан палкаса тапса тăнин вăрттăнлăх чаршавне сирчĕ, куллен илемлĕ повеçсемпе сăвăсем хайлама кам хавхалантарнине, хăй телейлĕ, хăйнеевĕрлĕ çын иккенне пĕлтерчĕ. «Хамашкал ман туйăм. Хамашкал ман кăмăл», – сăввинчен илнĕ çак йĕркесемпе хуравларĕ вăл. Кăларăм икĕ пайран тăнине пĕлтерчĕ. Пĕрремĕшĕ – «Пурнăç утравĕсем» ярăмпа пичетленнĕ сăвăсем, иккĕмĕшĕ – виçĕ повеç. Тĕпрен илсен унта юлашки вунă çул хушшинче çырнă хайлавсем кĕнĕ.
– Çĕнĕ кĕнекеме визит кĕнеки тесе калас килет манăн, – терĕ Анатолий Григорьевич. – Кунта манăн биографи веçех пур, пултарулăхăма хак панă сыпăксем, сăн ӳкерчĕксем, сăввăм-юррăм, повеçсем…
Малалла сăмах Анатоли Ырьят хăйĕн аташне, «Пурнăç утравĕсем» кĕнекен хреснашшĕне, калем тĕнчине кĕме пулăшнă Анатоли Юман çыравçа пачĕ. Ырă кăмăлĕшĕн пуç тайса тав турĕ.
– Поэзи çинчен ман тăрса калаçас килет, – терĕ те Анатолий Фёдорович ури çине çĕкленчĕ, ытарлăн, хавхаланса çĕнĕ «Автопортрет» сăввине вуласа пачĕ.
Анатоли Ырьят çĕнĕ кĕнекерен илсе вуланă «Юрату черкки» тата «Ватлăха эп читлĕхе хупатăп» сăвăсем никама та сӳрĕк хăвармарĕç. Вĕсене итленĕ хыççăн Çĕнĕ Ульяновск чăвашĕсем çунат хушнăнах туйăнчĕ, вĕсем ыйту хыççăн ыйту пама пуçларĕç.
РФ тата ЧР Писательсен союзĕсен членĕ Серте Мишши Анатолий Ырьят хайлавĕсем пирки чĕринче мĕн пуррине тӳррĕн каларĕ. «Кĕнеке шухăшĕ, философийĕ – хăйле калама пĕлнинче. Пурнăç утравĕнче эпир – сунарçăсем,-терĕ вăл тишкерӳçĕ куçĕпе пăхса. – Хăвăр суйласа илнĕ çулпа, Анатолий Григорьевич, тӳрĕ утма сунатăп».
Чăваш халăх академикĕ, СССР Писательсен тата Журналистсен союзĕсен членĕ Александр Богатов хăй сăмахне хĕрӳленсе критик куçĕпе пăхса калама пуçларĕ.
– Манран пĕр хутчен çеç мар Ырьят кĕнекисене ăçтан тупма пулать-ши тесе ыйтнă чăвашсем. Çакă, ман шутпа, питĕ пысăк хаклав. Ахальтенех Раççейре пурте çыраççĕ, вулакансем вуçех те çук тесе калаççĕ. Пур вулакансем. Мана унта пĕр сăвви – «Пурнăç» ятли – питĕ килĕшрĕ. Кайран çак ыйтăва пĕр хутчен çеç çĕклемест вăл «Телее аякра шырамаççĕ» ярăмра. Автор хăех хурав парать. Лирикăлла сăввисене вуланă чухне юрату темине еплерех хускатни кăмăла кайрĕ. Чăн-чăн ăстаçă. Кĕнекере Анатоли Ырьятăн сăввисен куçарăвĕсем пур. Анчах сахал. Тăваттă çеç. Вĕсене пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă Пётр Ишутов çыравçă куçарнă. Хисеплĕ сăвăç-çыравçăсем, чăваш чĕлхинчен вырăсла куçаракансем тупăнмасан, Анатолий Юман пек, хăвăр ĕçлĕр. Сирĕн сăввăр-калавăра ытти халăх çыннисем вуласа киленме пултарччăр. Анатоли Ырьят сăввисемпе юрă хывни – питĕ чаплă пулăм. Виçĕ Анатолий – Чебанов, Юман, Ырьят – пирĕн облаçа ку енĕпе чапа кăларчĕç, вĕсен илемлĕ сăввисем юрă пулса тăчĕç.
Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнче пурăнакан Нина Васильева тата Тутарстанри Пăва районĕнчи Анна Никонорова, тĕслĕхрен, Ырьят сăввисемпе калавĕсем хăйсене те ручка тытма хистенине, унран нумай вĕреннине пытармарĕç. Нина Еграшкинапа Елена Алексеева ĕçтешĕсем, ЧР тава тивĕçлĕ артистки Зоя Рейтер, Çĕнĕ Ульяновскра пурăнакан Валерий Кислинский, Раиса Куракина, Алёна Аюгина, Наталья Ильдиярова çыравçăн улттăмĕш кăларăмĕ тухнă ятпа сăмах каларĕç.
 
: 885, Хаçат: 35 (1231), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: