Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Ирçе-лĕнче тĕпленсе пурăнакан пилĕк ачаллă (пурте ывăл) Мурзайкинсен çемйинче юрлама та, ташлама та юратаççĕ. Ертсе пыраканĕ амăшĕ – Мария Константиновна, купăсçи ашшĕ – Пётр Андреевич. Ачисенчен пĕри – Александр – «Руслан» Культура керменĕ çумĕнчи «Эревет» халăх юрă ушкăнĕн ташăçипе юрăçи.
– Эпĕ асли, – каласа пама тытăнчĕ Александр. – Манăн пур енчен те тĕслĕх пулмалла пулнă. 1987 çулта ялти шкултан вĕренсе тухрăм та Мелекесс районĕнчи Рязановăри совхоз-техникума вĕренме кĕтĕм. Шкулта та, техникумра та юрăпа ташăран уйрăлман. Рязановăра «Юность» Культура керменĕнчи «Весна» ятлă хореографи ансамблĕнче пултăм. Концертсемпе ăçта кăна çитмен-тĕр! Пурнăçăмра утса мар, вĕçсе çӳренĕ темелле.
1993 çулта ентешĕмĕрĕн ĕç биографийĕ пуçланать. 1995 çулччен электрикра вăй хурать. 2012 çулччен Ульяновскри «Теплоком» предприятире слесарь ĕçĕсене пурнăçлать. Паян вăл – «Защита» пĕрлĕх инженерĕ.
– «Эревет» ушкăна пĕлтĕртенпе çӳретĕп. Унăн ертӳçипе – Станислав Толстовпа – пĕр ĕçкĕре паллашрăм. Вăл эпĕ юрланине, ташланине сăнаса тăнă иккен. Мана хăй ертсе пыракан ушкăна çӳреме сĕнчĕ. Хăй умĕнче мĕнле çын тăнине куçран пăхса пĕлет.
Репетицисенче çичĕ тар тухиччен «хăвалать». Çилленместпĕр, ара, искусство ĕçĕнче çăмăл маррине туятпăр. Вăл пирĕн-шĕн, «Эревет» пуласлăхĕшĕн вăй-халне шеллемест. Мăшăрĕ – Верония Алексеевна – унпа пĕрле юрлакан юрăç çеç мар, ăна вăй-хал парса тăрать, пулăшать. Чăнах та, вĕсене хăйсем шăрантаракан «Мăшăр кăвакарчăн» юрăри тĕп сăнар-семех теме пулать, – тет вăл.
Александр Петрович – çемьеллĕ. Мăшăрĕпе – Татьяна Витальевнапа – 11-мĕш класра пĕлӳ илекен хĕрне пурнăç çулĕ çине тăратассишĕн ырми-канми вăй хураççĕ. Вĕсем “Эревет» концерчĕсене çӳреççĕ, кирлĕ пулсан – критиклеме те пултараççĕ. Мĕншĕн тесен юратаççĕ, ăнăçусем сунаççĕ.
 
: 898, Хаçат: 35 (1231), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: