Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ А.В. Капитонов кăçал облаçри «Пуçăнса ĕçлекен фермер» программа тăрăх 818 пин тенкĕ грант илнĕ. Ку самаях пысăк укçа пек пĕрре пăхсан, анчах кунта «Нива» комбайн халь виçĕ миллион тенкĕ ытла тăнине шута илмелле. Çапах та аванах пулăшу ĕнтĕ ку.
Анатолий Владимирович фермер ĕçне 10 çул каялла пуçăннă. 112 гектар çĕр илнĕ, техника туяннă, çынсем пухнă.
-Халĕ те ман патăмра çав çынсемех ĕçлеççĕ, ниçта та каймаççĕ: Олег Репин, Ирфан Аюпов, Фидаил Абдулвалеев тата ыттисем. Эп вĕсемпе кăмăллă, укçа вăхăтра тӳлетĕп, кӳрен-терместĕп. Çывăх пурăнатпăр, хамăра халĕ пĕртăвансем пекех туятпăр – ĕç çапла пĕрлештерчĕ пире, — тет вăл.
Анатолий Владимирович Тутарстанри Павлă районĕнчи Алексеевка ятлă чăваш ялĕнче çуралнă. Икĕ çултах ашшĕсĕр юлнă, 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне вара амăшĕ вилсе каять. Арçын ача шкул пĕтерсен Пăвари ял хуçалăх техникумĕнчи ветеринари уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Унта Çĕпрел районĕнчи Пасна-пуçĕнчен килнĕ хĕрпе Татьянăпа паллашать. Вĕсем çемье çавăрсан 1987 çулта Креçникав ялне килсе тĕпленеççĕ. Виçĕ ача çуратса ӳстереççĕ. Çемье пуçĕ вырăнти хуçалăхра нумай çул выльăх тухтăрĕнче вăй хурать. Кайран вара фермер пулса тăрать.
-Малтанхи çулсенче икĕ ывăл та пирĕнпе ĕçлесе пăхрĕ. Ун чухне тырă питĕ йӳнĕччĕ, çуркунне илнĕ парăмсене кĕркунне валеçсе пĕтереттĕмĕр те – хамăр валли укçа юлманпа пĕрехчĕ. Вĕсем çамрăксем вĕт, яланах укçа кирлĕ. Аллине укçа тытса кураймарĕç ывăлăмсем. Йывăрччĕ ун чух. Вара Ульяновска пурăнма кайрĕç. Халь лайăх ĕçлесе илеççĕ, йĕркеллĕ пурăнаççĕ. «Атте, сана йывăр чух, пулăшу кирлĕ чух хуть хăçан та пыратпăр», - теççĕ. Халĕ манăн пĕрремĕш пулăшаканăм — Татьяна Александровна мăшăрăм, вăл çаплах пĕтĕм бухгалтери ĕçĕсене илсе пырать, - каласа парать Анатолий Владимирович.
Хуçалăхăн паян 300 гектар çĕр. Маларах чĕкĕнтĕр те акса илнĕ, кăçал вара тулă, урпа тата сакăр гектар çĕрулми акнă.
Хуçалăх пĕрчĕллĕ культурă-сене пуçтарса кĕртнĕ ĕнтĕ. Тухăçĕ пĕр гектартан вăтамран – 25 центнер. 80 гектар кĕрхи тырăсене акнă.
-Эпир, районти фермерсем, пĕр-пĕринпе аван пурăнатпăр. Пĕр-пĕрне тĕрлĕ енĕпе час-часах пулăшма тивет – çĕр ĕçне вăхăтра тумалла вĕт. Ху йĕркеллĕ çын пулсан, кама-тăр улталаса ятна яман пулсан сана йывăр самантра пулăшу аллине тăсаççех, инкекре пĕччен хăвармаççĕ. Ку питĕ хаклă. Патшалăх хресчене пулăшни, грант пани те тăрăшса вăй хума хавхалантарать. Ку укçапа вăрлăхсене, техникăна çĕнететпĕр, малашнехи пурнăçа шанчăкпа пăхатпăр - тет чăваш арĕ.
 
: 869, Хаçат: 35 (1231), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: