Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ача пĕрремĕш хут шкула кайнă кун пĕтĕм çемьешĕн пысăк уяв кăна мар, пурнăçра çĕнĕ тапхăр пуçланнине пĕлтерекен пулăм. Пĕрремĕш вĕрентӳçĕпе пĕр чĕлхе тупма пĕлнинчен ача малашне шкула юратса е ирĕксĕр çӳрени килет.
Учительпе пĕр чĕлхе тупма пулăшакан канашсем:
1. Ашшĕ-амăшĕн шкул, вĕре-нӳ, вĕрентӳçĕсем пирки ачана лайăххине кăна каласа памалла.
Ачана хăвăр вĕреннĕ вăхăтри чи савăнăçлă та ырă самантсемпе паллаштарăр. Кун пек чухне ача шкула часрах хăнăхать, вĕрентӳçĕпе, ачасемпе пĕр чĕлхе тупма та йывăр пулмасть.
2. Вĕрентӳçĕпе ашшĕ-амăшĕн килĕштерсе ĕçлемелле. Ачана хӳтĕленĕ чухне те вĕрентӳçĕпе эсир пĕр енче пулнине асра тытмалла: сирĕн пĕр тĕллев – ачана вĕрентесси. Тавлашуллă ыйту сиксе тухсан ăна вĕрентӳçĕпе куçа-куçăн татса памалла. Унта ача пулмалла мар.
3. Ашшĕ-амăшĕн шкулпа класс пурнăçне хастар хутшăнмалла.
Ашшĕ-амăшĕ час-часах класа килсе çӳресен ачана шкула хăнăхма çăмăлтарах пулать. Ытти ашшĕ-амăшĕпе паллашсан эсир класри улшăнусемпе хыпарсене пĕлсех тăратăр. Ку ача пытаракан хăш-пĕр пулăмăн тупсăмне тупма пулăшĕ.
4. Вĕрентӳçĕпе уççăн калаçăр.
Пуçламăш класра вĕрентекенсем хăйсем вĕрентекен ачасем мĕнле лару-тăрура пурăннипе, мĕнпе интересленнипе кăсăкланаççĕ. Сирĕн çемьери хутшăнусем йывăр пулсан кун пирки вĕрентӳçĕ маларах пĕлсен авантарах.
5. Ачан кăмăл-туйăмне сăнамалла.
Ача хăйне мĕнле тыткаланине, унăн кăмăл-туйăмĕ улшăннине яланах сăнаса тăмалла. Кун пек чухне эсир ăна кирлĕ вăхăтра пулăшма пултаратăр. Ача хăйĕн хуйхи-суйхи пирки сире каласа парсан питĕ аван, мĕншĕн тесен вăхăтра кирлĕ сĕнӳ пама, кăмăлне çĕклес тесе мухтама, хăранине сирме пултаратăр.
6. Хăвăр пулăшăвăра яланах сĕнĕр.
Пĕрремĕш класа каякан ачан ашшĕ-амăшĕн пĕрремĕш йăнăшĕ – ачана пăшăрхантаракан ыйтуран эс халь пысăк ĕнтĕ, ыйтусене хăв татса пар тесе пăрăнни тата ача вĕренейменнишĕн мĕнпур яваплăхне вĕрентӳçĕ çине куçарни.
Вĕрентӳçĕпе ача хушшинче ăнланманлăх сиксе тухсан эсир вĕсене килĕштерекен çын пулмалла. Ача сирĕнтен пулăшу ыйтма хăрамалла мар, эсир ун майлă пуласса шанмалла. Хăвăрăн пулăшăва вĕрентӳçе те сĕнĕр.
7. Учителĕн ят-сумне çĕклĕр.
Ачапа вĕрентӳçĕ хушшинчи çыхăнура педагогăн ячĕ-сумĕ пысăк вырăн йышăнать. Ачана вĕрентӳçĕн пысăк пĕлтерĕшне кăтартăр, кун пирки яланах калăр. Хăвăр вĕрентӳçе хисепленине, унăн шухăшне ырланине, унран ырă сĕнӳ кĕтнине пепкĕре кăтартăр.
 
: 901, Хаçат: 35 (1231), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: