Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăмăл пăтраннипе пульницана кĕрсе тĕрĕсленме шутларăм паян. Ман сывлăха тĕрĕслекен хĕрарăм тухтăрăн кăмăлĕ аванччĕ. Ман ĕç-пуçа çăмăллатма шутларĕ вăл. Ирхине çын нумай пулнине систерсе тӳлевлĕ анализсем илсе лабораторие хăех леçсе пачĕ. Ак ларатăп терапевта кĕтсе, хутран-ситрен стена çине çакнă хаçатсене тинкеретĕп. Чирлес килмест-çке. Ăçтан сиксе тухрĕ ку япала: кăмăл пăтранать, пуç çаврăнать, апат анмасть. Вар хырăм аптратать. Мĕн те пулин калатех ĕнтĕ тухтăр. Инкек-синкек çеç сиксе ан тухтăр. Вăрăм коридорпа хама сиплекен çын килнине аякранах куртăм. Пĕччен те мар иккен – иккĕн хăйсем.
— Галина Васильевна, кĕтсе ывăнмарăр-и мана? – терĕ йăл кулакан илемлĕ хĕрарăм-тухтăр.
— Çук-çке. Пульница сывлăшĕ пуçа минретмех ĕлкĕреймерĕ-ха, – хуравларăм ăна. – Ак эсир мĕнлерех хыпарпа килтĕр тата? Çавна кĕтетĕп.
— Мĕнле каламалла ĕнтĕ (вăл мана аллипе пĕрле юнашар пӳлĕме кĕмеллине кăтартрĕ), сире хăратаканниех пулмĕ тетпĕр те. (Куçне хĕссе ĕçтешне тем каласшăн пулчĕ Кристина Александровна). Пурнăçра кун пекки те пулать иккен. Сирĕн, Галина Васильевна, миçе ачаччĕ-ха?
— Иккĕ, – тетеп эп ыйтуллăн пăхса. – Ывăлпа хĕр. Серёжа инçетре пурăнать. Хĕрпе кĕрӳ пĕрремĕш ача çураласса кĕтеççĕ. Çиччĕмĕш уйăхпа пыраççĕ. Тухтăр, калăр, тархасшăн, ман чир вилмеллиех мар пуль те. Ĕç-пуç çаплах начар-и?
— Мĕн кулянса ӳкрĕр эсир, ну ăçта сирĕн йăл куллăр, шăлусене кăтарт-ха, сăмсуна çĕкле, – терĕ кăмăллă хĕрарăм. – Пăхăр-ха эсир ун çине – вилме пуçтарăннă вăл. Иртерех-ха, аннеçĕм, иртерех, сирĕншĕн çĕнĕ пурнăç тытăнать çеç-ха.
— Ак тамаша, ăнланмарăм!
— Калăр-ха ăна, Анфиса Владимировна, эпĕ Сире шăпах çак тĕллевпе илсе килтĕм-çке кунта. Ку чир ман енĕпе мар, ытларах сирĕн енĕрпе.
Хĕрарăмсен тухтăрĕ Гальăна кресло çине выртма хушрĕ.
— Эсир гинеколог патĕнче хăçан юлашки хут пулнă?
— Астумастăп ĕнтĕ, çур çул та пур пуль. Анчах та ăш ыратнипе хĕрарăм тухтăр сăнавĕ мĕнпе çыхăнса тăраççĕ-ши? Пĕлместĕп. Халь вăхăт та çук унпа аппаланма.
— Галина Васильевна, эсир йывăр çын. Сирĕн кĕçех пепке пулать. Срокĕ пысăк – ултă уйăх патнелле.
— !?
Эп калаçайми пулса тăтăм. Аллă виçĕ çулта – ача? Чăнах, ухмаха тухрăм пулас эп. Мана килте мĕн тейĕç! Хĕрпе пĕрле ача çуратма… Ай, намăс-çке.
Тухтăрсене пуç çине тăрук йăтăнса аннă хыпар пирки тĕплĕн шухăшласа пăхма шантарса киле кайрăм. Сĕрĕм тивнĕ евĕр пуç кашларĕ.
Киле çитсен упăшкана тĕрĕсне калама хăймарăм. Вăл тата манран мăшкăлласшăн евĕр хаçатран кулăшсем вуласа ларать. «Итле-ха, итле-ха, Галя, пĕр ăсран тайăлнă аллăри хĕрарăм ЭКО майĕпе ача çуратма хатĕрленет. Ку карчăкăн урăх ĕçĕ çук куран. Мăнукĕсене пăхасчĕ»,-терĕ. «Мĕнле карчăк ĕнтĕ вăл, аллăри хĕрарăм? Чечекри вăхăт, илемлĕ, ирĕклĕ çын», – терĕм эп. Хам вара ача кĕтни пирки ăна каламастăпах тесе шутларăм. Хирĕçӳ-харкашу çеç çитместчĕ килте. Хĕр шăнкăравламарĕ-и тесе калаçăва пăрса ятăм. Марина питĕ йывăр çӳрет. Ахалех хам çӳрекен клиникăна тĕрĕсленме кайма килĕшмерĕ вăл. Ман тухтăр ăна сывлăхне тĕпчеме пульницана выртма сĕнчĕ. Хĕрĕм хирĕçлерĕ. Веçех йĕркеллĕ пултăрччĕ. Турăçăм, ан пăрах пире.
Тепĕр кун ирех Анфиса Владимировна патне кайрăм. Тухтăр мана тимлĕн итлерĕ. Анализсене çавăркаласа пăхса ларчĕ те:
— Эпĕ сире ку ачана çуратма сĕнесшĕн. Çамрăк хĕрарăмсен те тепĕр чух сывлăхĕ хавшаккипе йывăрлăхсем темĕн чухлех пулаççĕ. Сирĕн веçех аван. Иккĕшне ӳстернĕ, кун валли те çăкăрлăх тупатăр.
— Килтисем мана ăнланмĕç. Ват супнă, тата ача çуратма шутланă тейĕç. Пуринчен ытла вĕсен сăмахĕ чуна кăшласран хăратăп. Мĕнле хăйса калас кун пирки?
— Веçех йĕркеллĕ пулĕ-ха. Вĕсем тискер чĕр чунсем мар-çке, çынсемех. Юратнă, юратакан чĕресем.
— Анфиса Владимировна, мана, эппин, пульницана хурăр. Кунта чăтса ирттерме çăмăлрах пулĕ.
— Юрать, калаçса килĕшрĕмĕр.
Киле кайса уна-куна пуçтарса килтĕм те калаçса татăлнă пекех мана хăтлă палатăна вырнаçтарчĕç. Кӳршĕсем – пурте ача кĕтекен çамрăк хĕрарăмсем. Вĕсем пусăрăнчăк кăмăла çĕклеме тăрăшни мана хаваслантарчĕ. Анчах та каçхи пулас тĕлпулу канăç памарĕ.
— Анне, эс мĕн? Ман та ача пулать, сан та-и? – кăшкăрсах ячĕ Марина чунри вăрттăнлăха уçнине итлесе пĕтермесĕрех.- Атте мĕн калассине тавçăратăн-и эс? Кӳршĕсем тата! Сан çине те, пирĕн çине те пӳрнисемпе тĕллесе кăтартĕç. Сана кирлĕ-и çак пăтăрмах? Пăрах, анне, ачуна, шелле хăвна, пире, аттене. Пирĕн çинчен шутламастăн эс.
Марина йĕрсех ячĕ. Мана ыталаса йăлăнма пуçларĕ. Эпĕ те унпа йĕтĕм. Куççуль çумăр хыççăнхи пĕчĕк юхан шыв пек питĕм тăрăх чупрĕ. Куççультен ытла чĕрери ырату тăвăлтарчĕ. Никам та амăшне ăнланасшăн мар. Аслă Турă та варти сывă ачана вĕлерме хушман. Манăн сывлать çеç мар, кулать те, пурне те курать, илтет, шутлать... Епле хăйса вĕлерес пепкеçĕме? Мĕншĕн апла пулса тухрĕ-ха?
— Анне, тепĕр хут шутласа пăх, намăса ан яр,-терĕ хĕрĕм килне каяс умĕн.
— Ан кулян, сан йĕме, тарăхма юрамасть. Ачу пирки шутла,-терĕм.
Тепĕр кунне Марина усал хыпарпа килчĕ.
— Анне, эс ку ачана çуратма шутласан атте санран уйрăлатăп терĕ. Шухăшласа пăх – сана çак пачах кĕтмен, çуралман ача е атте кирлĕ-и?
— Ах, хĕрĕм, чуна ан ыраттар-ха. Эп темле çылăх тунă, çын вĕлернĕ пек манпа хитре мар хăтланатăр. Темле йывăр пулсан та аçу пăрахнине тӳссе ирттерĕп. Ан кулян. Хăвна сыхла-ха эс. Тухтăр сана мĕн калать, иртнинче Анфиса Владимировна ку клиникăна выртма сĕнсеччĕ. Тепре шутласа пăхмарăн-и, ăна сан анализусем килĕшмерĕç. Темскер сиксе ан тухтăр. Атя ăна чĕнсе илетпĕр, УЗИ пăхтăр тепĕр хут. Хăвна мĕнле туян?
— Чиперех-ха, эс хăв тепĕр хут пуçу тавра çавăрса пăх. Кайран ӳкĕнмелле ан пултăр.
Марина тухса кайсанах ман юн пусăмĕ хăпарса кайрĕ, палатăрисем васкаса тухтăра чĕнсе килчĕç. Уколсем тунă хыççăн система лартрĕç. Юлашкинчен Анфиса Владимировна ача пăрахасси пирки урăх шутлама та чарчĕ. Хăвна сиен туса хăварасшăн-и? Çемйӳ сан пепкӳне курнă хыççăнах хăйĕн шухăшне улăштарĕ терĕ. Пысăк профессиллĕ тухтăр анчах мар, психолог та, ăста специалист та вăл. Чун тухтăрĕ.
Пульницарах выртатăп.
Кăмăл-туйăм çĕкленӳллĕ теме те пултаратăп. Ĕçри юлташ мана çыхма пĕр карçынкка çип, йĕпсесем илсе килсе пачĕ. Эп çыхатăп та çыхатăп. Илемлĕ япаласем пулса тухаççĕ. Çитерме аван çитереççĕ. Килтен анчах пĕр хыпар та çук. Пĕррехинче ларатăп çапла чӳречерен тунсăхлă куçпа тинкерсе – палатăна Петя, упăшка, кĕрсе тăчĕ. Хăй шурсах кайнă. Чĕлхи-çăварĕ çыхланать.
— Галя, ĕнер Маринăна пульницана хунă.
— Ну, ну, кала часрах, мĕнле вăл халь? – сиксе ӳкрĕм эп. – Ачи тата? Ачи! Веçех йĕркеллĕ пуль?
— Çук çав,-сăмахсене шăлĕ витĕр сăрăхтарса аран кăларчĕ вăл. – Ачи вилнĕ. Хырăмĕнчех вилнĕ тет. Шывĕ сахал пулнă, темле инфекци аталаннă тенĕ.
— Эх, Анфиса Владимировна асăрхаттарнăччĕ ăна, анализсем япăх, мĕншĕн сыватакан тухтăр курмасть çакна тенĕччĕ. Марина шанмарĕ ăна. Итлемерĕ. (Пуçа икĕ алăпа тытса ӳлесе йĕме пуçланă эп). Веçех мана пула, эпĕ хам пульницара выртмасăр унпа кăна çӳренĕ пулсан çак инкек пирĕн пуçсем çине йăтăнса анман пулĕччĕ. Айăплă эп, айăплă.
Ман çуратма вăхăт çитсе пырать, Марина пирĕн пата пĕрре те килмерĕ. Унăн суранĕ туртăнмасăр çын хушшине тухма халĕ çитмест ĕнтĕ. Хам кĕрсе тухма шутларăм, анчах та карас телефонĕ леш енче эпир килте мар тени илтĕнчĕ. Эпĕ вара хускалмарăм. Юлашки уйăхне çӳреме йывăрланчĕ. Анфиса Владимировна мана пульницана çуратиччен выртакан хĕрарăмсен уйрăмне хучĕ. Каçсерен уйрăмах йывăрччĕ мана – урана ниçта чикме çук, çурăм çинче анчах çывăрмалла. Срокĕ пысăк ĕнтĕ. Ыран-паян çуратма вăхăт.
Каçкӳлĕм палатăна шурă халатлă хĕрарăмпа арçын кĕрсе тăчĕç.
— Анне, мĕнле туятăн-ха
хăвна? – терĕ хĕр ыталаса илсе. Иксĕмĕр те хурланса йĕрсе ятăмăр. Ыталанса йĕтĕмĕр.
— Эсĕ пĕлетĕн-и, ку ача пирки эпир Олегпа сакăр çул ĕмĕтлентĕмĕр. Çав пĕр хăрушă кун пирĕн çутă ĕмĕте касса
татрĕ. Аннеçĕм, эс пĕлетĕн-и, тухтăр пире урăх нихçан та сирĕн ача пулмĕ терĕ. Мĕнле пурăнмалла-ха пирĕн? Ман мĕн тăвас? Упăшка куçĕнчен малашне мĕнле пăхас?
Олег айккинче тăрать. Чăвашла ăнланмасть кĕрӳ. Алăк уçăлчĕ те, ашшĕ – Петя — кĕрсе тăчĕ. Пурне те куçĕпе ытамларĕ вăл. Ман çине тахçанах çилĕ тытма пăрахнă вăл. Хĕрĕпе арăмне чуптурĕ, илсе килнĕ улми-çырлине тумбочка çине хучĕ.
— Марина, Олег, илтетĕр-и, килĕр-ха çывăхарах, – терĕм эп хама хаваслăрах тытма тăрăшса. – Аçупа иксĕмĕр акăмĕн каласшăн сире, ачамсем. Хамăр ывăла иксĕре парасшăн.
— Анне…
— Ан пӳл, итле. Эсир çамрăк, хитре, вăй питти. Эсир ăна аван пăхса çитĕнтеретĕр, шанатпăр. Вăхăт нумаях юлмарĕ. Марина, эсĕ ывăлу çуралнă чухне те унпа пĕрле пулма пултаратăн. Ман шутпа, Анфиса Владимировна хирĕçлемест. Пирĕн сире телейлĕ, юратуллă курас килет.
— Анне, аннеçĕм, каçар мана санран пăрăннăшăн, сивĕ сăмахсем каланăшăн, – Марина мана хытă чăмăртарĕ.
Икĕ эрнерен çакă çĕр çине кĕтнĕ Сашук хыттăн кăшкăрса килчĕ. Çапла майпа хăйĕн çинчен сасă пачĕ пĕчĕк чăваш. Çирĕп сывлăхлă, маттурскер вăл.
Ача çуратмалли çуртран кăлармалли кун çитрĕ. Маринăпа Олегăн куçĕсем куççульпе йăлтăртатнине курсан манăн та кĕсьерен сăмса тутрине кăларма тиврĕ. Пепки çине ытараймасăр куç туллин пăхакан хĕр: «Тавтапуç сана, аннеçĕм», – тени тахçанччен хăлхара чан çапнă евĕр янраса тăчĕ. Эп сире кăкăр сĕчĕпе пиллетĕп, сире тата Турă пиллетĕрех терĕм. Кашни çын çак çĕр çинче телей курма тивĕç. Ачасăр вара çав телей çути ытла та инçе.
 
 
: 958, Хаçат: 35 (1231), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: