Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
РФ Президенчĕн Хушăвне пурнăçласа Ульяновск облаçĕнче граждансене хăтлă тата йӳнĕ пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать.
Регионти строительство министерстви пĕлтернĕ тăрăх, çак ĕçе пурнăçласа федераллă çĕрсем çинче перекетлĕ майпа тунă çурт-йĕр хăпартаççĕ.
Кăçал строительство валли региона федераллă çĕрĕн 96 гектарне панă. Ку çĕрсем Карсун, Чартаклă районĕсенче тата Димитровград хулинче.
Строительствăна аталантарма пулăшакан правительство комиссийĕ çак кунсенче «Заволжье» промышленность зонинче çурт-йĕр тăвассипе çыхăннă çĕнĕ предприяти хăпартма 10,88 тата 6,9 гектарлă икĕ çĕр лаптăкĕ уйăрма шантарнă.
Нумай ачаллă çемьесем пирки калакан хушăва пурнăçласа облаçра çак категорири граждансене тӳлевсĕр 800 çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Çĕр илме – тата 2479 çемье черетре. Вĕсене ыйтăвне çулталăк пĕтиччен тивĕçтермелле.
Облаçра çаплах бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсене хваттер туянма банксенчен пĕчĕк процентпа кивçен укçа парасси пирки калаçса татăлнă. Çăмăллăхпа çак куна 28 çемье усă курнă.
2013 çулта облаçра пурĕ 1298 пурăнмалли çурт хута янă, вĕсенчен 38-шĕ – нумай хваттерли. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан кăтарту 104,2 процент пысăкрах.
Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр хăпартас ĕç Ульяновскри Засвияжски районĕнчи – Кăнтăр-Хĕвеланăç, Ленин районĕнчи - «Искра», Атăл тепĕр енче – «Запад-2» микрорайонсенче пырать.
Димитровград хулин икĕ районĕнчи тăватă çĕрте, Тереньга, Çĕнĕ Спасск, Майна районĕсенче те çурт-йĕр хăпартма тытăнĕç. Çапла вара малашнехи 3 çулта облаçра 2 миллион тăваткал метр хваттер хута ямалла.
Ăшă пама хатĕр
Облаçри социаллă тытăмри çуртсене авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче ăшă яма палăртнă.
Хула администрацин пуçлăхĕн Сергей Панчинăн йышăнăвĕпе, пилĕк талăк хушшинче вăтам температура шайĕ 8 градус ăшăран иртмест пулсан хулари ТЭЦсем пурăнмалли çуртсене те ăшă пама тытăнĕç.
ЖКХ комитечĕн председателĕ Владислав Игонин пĕлтернĕ тăрăх, хулари çуртсен 95 проценчĕ ăшă йышăнма хатĕр. Çак ĕçсене пурнăçлама 423 млн тенкĕ укçа кайнă, хĕллене хатĕрленме – 310 млн тенкĕ.
Суйлавăн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕ
Авăнăн 8-мĕшĕнче Ульяновск облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн депутачĕсен пиллĕкмĕш суйлавĕ иртрĕ. Суйлава пурĕ 318806 çын хутшăннă, 34,14 процент.
Партисем хушшинче «Единая Россия» (57 процента яхăн), КПРФ (15), ЛДПР (7) ытларах сасă пухнă. Ытти партисем депутат мандатне илме ирĕк паракан 5 процент сасă пухайман.
Пĕр мандатлă округсенче çак кандидатсем мала тухнă:
А. Балакишиева (85,11 процент), Б.Столыпин (72,33), А. Шадышков (78,53), Г.Долгов (82,43), В.Антипов (68,18), В.Камеко (63,56), Н.Ваганов (67,76), И.Тихонов (56,63), О.Гречников (40,08), Р.Эдварс (48,79), Г.Антонцев (47,61), С.Глебов (47,28), Е.Сорокина (40,08), А.Куринный (39,64), А.Еленкин (48,25), В.Гвоздев (41,43), А.Кругликов (33,72), А.Садретдинова (33,72).
Çапла вара, пĕр мандатлă округсенчен 16 депутачĕ «Единая Россия» партирен, иккĕшĕ – КПРФран.
 
: 968, Хаçат: 36 (1232), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: