Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1. Апат-çимĕç час пăсăласран сыхлакан ансат вырăн – холодильник. Лавккаран темле çимĕç туянсан та унта тăнккатпăр. Анчах холодильник та тĕпсĕр мар, унта та вырăн пĕтет.
- Тĕрлĕ варени, консерв савăчĕсене холодильника лартса унти вырăна йышăнмалла мар.
- Çаплах ӳсен-тăран çăвне те лартмалла мар. Çу холодильник алăкĕ çине лексен ăна пăсать.
- Çĕр улми, ыхра, сухан сивве кăмăлламаççĕ.
- Помидора та холодильника мар, унăн тăррине хурсан аванрах. Çавăн пекех баклажан, кавăн, дыня, банан, ананас, манго, гранат, хурма сивве юратмаççĕ.
- Виноград пӳлĕмре те, холодильникра та пĕр пекех пăсăлать.
- Шоколадпа канфета вуçех те холодильнике хумаççĕ. Унта вĕсен сийĕ хытса çурăлать, кăвакарать.
2. Лавккара тĕрлĕрен кĕпе-йĕм çумалли порошок сутаççĕ. Порошокăн пахалăхне çапла тĕрĕслеме пулать. Стакана кăштах шыв ямалла. Унтах порошок тата пĕçернĕ çăмарта саррине хушмалла. Пĕр талăк лартнă хыççăн çăмарта сарри пачах улшăнмарĕ пулсан – кун пек порошок урăх ан туянăр. Вăл япаласене çуса тасатаймĕ. Çăмарта сарри ирĕлнĕ тĕк – порошок кирек епле вараланчăкран та тасатĕ.
3. Сăрланă пӳлĕмре шăршă час сирĕлмест. Кун пек чухне уçă алăк та, форточка та пулăшаймасть. Çакăн пек пӳлĕмре çывăрма та çук – ирпе пуç ыратать.
- Сивĕ шыва 150-200 грамм тăвар ярса ирĕлтермелле. Çакăн пек темиçе савăта пӳлĕме лартса тухăр . Ирпе шыва улăштармалла.
- Тăварлă шывпа йĕпетнĕ темиçе алшăллине пӳлĕме сарса хумалла. Типсен – каллех йĕпетмелле.
 
: 775, Хаçат: 39 (1131), Категори: Усaллa канаш

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: