Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕнĕ Улхаш шкул вулавăшне кĕрсенех хуçи тарават, ĕçлес кăмăлли курăнать — хăтлă пӳлĕм, тирпейлĕ кĕнеке çӳлĕкĕ-сем, куçа йăмăхтаракан илемлĕ куравсем, тĕрлĕ тематикăпа хатĕрленĕ стендсем. Килнисене пурне те илĕртӳллĕ хĕрарăм кулкаласа сăмах чĕнет.
— Кĕнеки мĕн ятлăччĕ? Авторне астăватăн-и? – ыйтать вăл йăвашшăн. Тупма пулăшать, ырă канашсем парать. Вулавăша килнĕ çĕнĕ кăларăмсемпе те паллаштарма вăхăт тупать.
Валентина Белякова шкул вулавăшĕнче 34 çул ĕçлет.
Çак ĕç патне чунĕ пынине тахçанах туйса илнĕ Валентина Николаевна. Çав сывлăш уншăн хаклă.
— Шкул хыççăн вĕрентӳçĕ пулас тĕллевпе педагогика училищине кĕнĕччĕ, атте 47 çултах вилсен пăрахрăм, – аса илет вăл. – Анне тăхăр ачапа юлнă. Пулăшакан кирлĕ пулнă. Вăхăтлăха тесе шкул библиотекине ĕçе вырнаçрăм та кунтах
ав нумай çул ĕçлеме тӳр килчĕ. Çичĕ пине яхăн кĕнекерен 2 108-шĕ – вĕренӳ литератури, ытти – тĕп фонд. Чăваш кĕнекисем те нумай. Вĕсенчен йĕркеленĕ куравсем те чылай. Виçĕ теçетке ытла çул хушшинче библиотекарьсем улшăнман пирĕн, мĕн пурри веçех сыхланнă.
Чăнлă районĕнчи çыравçăсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне, вĕсен пултарулăхне халалланă ятарлă стендсем пур кунта. Виталий Чекушкин, Анатолий Чебанов, Анатолий Юман, Валентина Игнатьева-Тарават Çĕнĕ Улхашра пĕр хутчен çеç пулман, кашнинчех хăйсен çĕнĕ кĕнекисене парнеленĕ, ачасемпе ырă тĕлпулусем йĕркеленĕ.
Шкул вулавăш ĕçченĕсем Ульяновскри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен института пĕлĕвне ӳстерме çӳреççĕ. Çак курссене уйрăмах килĕштерет Валентина Николаевна. Хулара вĕреннĕ чух кĕнеке «патшисем» пĕр-пĕрин опычĕпе палла-шаççĕ, тытăмри çĕнĕлĕхсене сӳтсе яваççĕ, малашне валли плансем тăваççĕ. Чăнлă районĕнчи вĕренӳ пайĕнче иртекен семинарсене те хаваспах хутшăнать Валентина Белякова. Ĕçтешĕсен шухăш-кăмăлне шута хурать анлă тавракурăмлă, çĕннине пĕлесшĕн ăнтăлакан специалист.
— Кашни ача аллинче кирлĕ литература пултăр тесе тăрăшасси – ман тĕп тивĕç, – терĕ Валентина Николаевна. – Вĕренекенсемпе эп кашнинпе уйрăм ĕçлетĕп. Аслă класра вĕренет-и вăл, пуçламăш класра-и – харпăр шухăшĕ интереслĕ. Кĕнеке çук тесе тӳрккессĕн вулавăшран кăларса яни пулман, кирлĕ литературăна кашнинех тупса паратăп. Вĕрентекенсене пур енĕпе те пулăшма тăрăшатăп. Мансăр епле вĕсем? Шкул директорĕ Надежда Утриванова пирĕ май пур таран пулăшать, мĕн кирлипе тивĕçтерме тăрăшать. Çапла килĕштерсе ĕçлетпĕр. Акă çĕнĕ вĕренӳ çулĕ пуçланчĕ.
Валентина Белякова кĕнеке вулама юратать. Никифор Мранькка, Илпек Микулайĕ, Сергей Есенин, Марина Цветаева, Фёдор Абрамов – миçе хутчен вуламан-ши ял хĕрарăмĕ вĕсен вилĕмсĕр хайлавĕсене. Уйрăмах ял пурнăçĕ çинчен çырнисене вулама килĕштерет. Çулла чечексем ĕрчетет.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 895, Хаçат: 36 (1232), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: