Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чукун çул районĕнчи «Киндяковка» Культура керменĕнче Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕн «Килĕшӳ» уйрăмĕ (ертӳçи – Вячеслав Буяндуков) «Мы вместе – мы едины!» чĕнӳпе чăвашсен уявне – Культура кунне - ирттерчĕ.
Мероприятие Ульяновскри сĕтел-пукан комбиначĕн директорĕсен Канашĕн пуçлăхĕ (ун пуçарăвĕпе Чукун çул районĕнче «Килĕшӳ» обществăпа информаци центрĕ саккăрмĕш çул ĕçлет, районта «Единая Россия» политика партин уйрăмĕ йĕркеленнĕ. «Килĕшӳ» çумĕнче А.Г.Еленкин депутатăн йышăну пӳлĕмĕ уçăлнă) А.Г. Еленкин уçрĕ. Вăл пухăн-нисене уявпа саламласа чăваш халăхĕн йăли-йĕркине хисеплесе упрасси пирĕнтен кашнинчен килнине палăртса хăварчĕ. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр ертсе пыракан команда наци политикине ăнланса йĕркелесе пыни, вырăнти власть органĕсенче чăваш хастарĕсем вăй хуни çинче чарăнса тăчĕ. Анатолий Георгиевич районти наципе культура автономи уйрăмĕн хастарĕсене чăвашлăх аталанăвĕнче сумлă ĕçсем пурнăçласа унăн малашлăхне çирĕплетнĕшĕн тав турĕ.
УОЧНКА пуçлăхĕ В.И.Сваев Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашлăх тĕнчинче 11 çул вăй хунă хушăра пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. «Пĕтĕм çĕршыв шайĕнче Акатуй ирттерни, И.Я.Яковлев палăкĕпе скверне уçни, çулсерен пысăк пĕлтерĕшлĕ чăваш конкурсĕсемпе фестивалĕсем йĕркелени тата ытти нумай мероприяти пурнăçлани область ертӳçисене те тĕлĕнтерет. Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрпа регион правительстви пире çав ĕçсене пурнăçлама хавхалантарса та пулăшса пыраççĕ», – терĕ Владимир Ильич.
Ульяновск Хула Думин пуçлăхĕн общественноçпа çыхăну тытакан ĕçсене йĕркелесе пыракан çумĕ С.В.Паховский Марина Беспалова мэр ятĕнчен Владимир Сваева, Анатолий Еленкина наци ыйтăвĕсемпе нумай ĕçленĕшĕн тав турĕ. Çакă облаçри нацисем хушшинчи туслăха, çыхăнăва çирĕплетме пулăшни çинче чарăнса тăчĕ.
Чукун çул районĕн администраци пуçлăхĕ В.И.Трофимов пухăннисене район çитĕнĕвĕсемпе паллаштарса учрежденисемпе предприятисенче, вĕрентӳ заведенийĕсенче чăвашсем ыттисемшĕн тĕслĕх пулса вăй хуни çинче чарăнса тăчĕ. Вырăнти наципе культура автономии уйрăмне, А.Г. Еленкина чăвашсене ертсе пынăшăн тав турĕ, мероприятисене ирттерме пулăшма яланах хатĕррине палăртса хăварчĕ.
Уява пухăннисем Ульяновск облаçĕн аталанăвĕпе çыхăннă видиофильм курчĕç.
Анатолий Еленкинпа Владимир Сваев «Килĕшӳ» уйрăмĕн хастарĕсене – Вячеслав Буяндукова, Ирина Мещанована, Нина Сидорована тата ыттисене – Тав хучĕсем парса чысларĕç.
Чăваш культура кунĕ Шупашкартан ятарласа килнĕ «Асамат» чăваш эстрада ушкăнĕн («Кĕмĕл сасă» эстрада конкурсĕн çĕнтерӳçи Константин Резанов та хутшăнчĕ) анлă концерчĕпе вĕçленчĕ.
 
: 926, Хаçат: 36 (1232), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: