Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Елчĕкре (Чăваш Республики) Совет Союзĕн Геройĕ А.Ф.Беляев çуралнăранпа 105 çул çитнине анлăн паллă тунă.
Уява Мускавран Геройăн хĕрĕ – Светлана Александровна килсе çитнĕ. Вăл кунта пилĕк çул каялла пĕрремĕш хут ашшĕн юбилейне килсе кайнă, ун чухне тăванĕсене тупнă. Хальхинче вăл тепĕр тăванĕпе – асламăшĕпе Дарья Игнатьевнăпа пĕртăванĕн Матрёна Игнатьеван кĕçĕн мăнукĕпе – Елчĕкре пурăнакан Мария Лобанчиковапа курнăçнă. Мария Васильевна паттăрăн хĕрне Дарья тата Матрёна çак районти Çирĕклĕ Шăхаль ялĕнчи Карсаковсен йăхĕнчен тухнине каласа панă.
А.Ф.Беляев Елчĕкре 1908 çулта çу-ралнă, 1924 çулта шкул пĕтернĕ хыççăн Ульяновск хулине килнĕ, Чĕмпĕр чăваш шкулне пĕтернĕ, вăл ун чухне педагогика техникумĕ пулнă. Кунта тăватă çул ăс пухнă хыççăн Александр Филиппович Çĕпĕре – Кемерово облаçне — ĕçлеме каять, кĕçĕн классене вĕрентет. Çакăнтах авланать, вырăс хĕрне качча илет. 1929 çулта Хĕрлĕ çара лекет. Хĕсмет хыççăн каллех учительте вăй хурать.
Аслă вăрçă вăхăтĕнче вăл полковник звани илет, дивизи командирĕ пулса тăрать. 1943 çулхи сентябрь уйăхĕнче Днепр урлă каçнă чухне паттăрлăх кăтартнăшăн хăюллă чăваша декабрĕн 3-мĕшĕнче Совет Союзĕн Геройĕн ятне пама йышăнаççĕ. Анчах вăл кăкăрĕ çине Ылтăн Çăлтăр çакса ĕлкĕреймест, темиçе кунран — декабрĕн 11-мĕшĕнче — Кировоград облаçĕнчи Верблюжка ялĕ çывăхĕнче паттăрла пуçне хурать. Ăна çакăнтах пытарнă.
А.Ф.Беляев ятне Елчĕк шкулне тата ялти пĕр урама панă. Çаплах ун ячĕпе кире пуканĕ йăтакансен ăмăртăвĕ иртет.
 
: 805, Хаçат: 36 (1232), Категори: Чĕмпĕр чăваш шкулĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: