Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ульяновскри 6-мĕш шкулта хула шкулĕсенче наци чĕлхисене вĕрентекенсен конференцийĕ иртрĕ. Ăна Ульяновск хула администрацин вĕренӳ управленийĕн тĕп специалисчĕ, эксперчĕ Роза Халиуллова уçса ертсе пычĕ. Вăл Ульяновск хулинче чĕлхесене вĕрентес ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăчĕ. Çитменлĕхсене палăртрĕ.
 
ЛАРУ
-Предмет мелĕпе вĕренекенсене мĕнпур кĕнекепе тивĕçтернĕ, анчах кружоксемпе факультативсем ертсе пыракансем валли – çителĕксĕртерех. Ку енĕпе Мордва Республики ăнăçлă ĕçлет. Пирĕн облаçра мордва чĕлхине вĕрентекенсен йывăрлăхсем çукпа пĕрех.
Ульяновскра мĕнпурĕ 80 шкул, вĕсенчен 78 шкулта нацисен чĕлхипе йăли-йĕркине, культурине тĕрлĕ мелсемпе паллаштараççĕ. 14-мĕш шкулта тата 1-мĕш гимназире хальлĕхе наци пайĕсем çук-ха.
Тепĕр çитменлĕх. Вĕренӳ çулне эпир хавхаланса пуçăнатпăр – кружоксемпе факультативсем аван ĕçлеççĕ, çулталăк вĕçнелле ĕçлес туртăм темшĕн чакса пырать – унта та кунта кружоксемпе факультативсем хупăнни пирки илтетпĕр. Хисеплĕ вĕрентекенсем, йывăрлăх сиксе тухсан ун пирки шкул администрацине пĕлтерĕр, эпир те яланах пулăшма хатĕр. Анчах пуçăннă ĕçе пăрахма ан васкăр. Пирĕн тĕллев – наци чĕлхисене сыхласа хăварасси,- терĕ Роза Фёдоровна.
УОЧНКА пуçлăхĕ Владимир Сваев пурне те çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тытăннă ятпа саламласа çапла каларĕ:
- Эпир кашни çул учебниксем пирки тата наци чĕлхисене вĕрентекенсене ĕç укçи çумне 15 процент хушса тӳлесси пирки калаçатпăр. Обаçри вĕрентӳ министерствин Чăваш тата Тутар Республикисен министерствисемпе пĕр чĕлхе тупас пулать. Хут çинче пирĕн йăлтах йĕркеллĕ, пурнăçра вара пачах тепĕр майлă пулса тухать. Калаçуран ĕç патне куçма вăхăт.
Пирĕн вĕрентӳçĕсен ĕçлес туртăм пысăк. Вĕсене пулăшмалла. Пирĕн ачасем ытти халăхсен ачисемпе кирек мĕнле ыйтупа та тупăшма, сумлă вĕренӳ заведенийĕсенче вĕренме пултарччăр.
Калаçăва малалла тутарсен наципе культура автономин ертӳçи Рамис Сафин тăсрĕ. Вăл сехетсене чакарни тата шалу çумне хушса тӳлекен укçа вĕрентӳçĕсем патне çитменни пирки пăшăрханса калаçрĕ.
Облаçри учительсен пĕлĕвне ӳстерекен институтăн специалисчĕ Татьяна Николаева çак çивĕч ыйтусене хуравлама тăрăшрĕ.
– Пирĕн хулара тăватă шкулта тутар, виçĕ шкулта чăваш, пĕр шкулта мордва чĕлхисене предмет мелĕпе вĕрентеççĕ. Саккун тăрăх, вĕрентекенсене патшалăх субвенци мелĕпе (федераллă бюджетран) ĕç укçи çумне хушса тӳлет. Павловка, Николаевка тата Тереньга районĕсенчи шкулсенче, тĕслĕхрен, иртнĕ çулах ĕç укçи çумне 15 процент хушса тӳлеме тытăннă. Ытти шкулсенче мĕнле сăлтавпа тӳлеменнине тĕпчесе пĕлес пулать, – терĕ вăл. Унтан вĕрентӳçĕсене çĕнĕ программăпа паллаштарчĕ. Ĕçре мĕнле пособисемпе усă курмалли пирки каларĕ.
Роза Халиуллова ачасене класс тулашĕнчи ĕçсене хастартарах явăçтармалли пирки аса илтерчĕ. Ку енĕпе чăвашсен наципе культура автономийĕ лайăх ĕçленине палăртрĕ.
-Тутарсен фестивалĕсем пĕр калăппа, кивĕлле иртеççĕ. Çĕнетмелли мелсем шырамалла, – терĕ вăл.
Ун хыççăн вĕрентӳçĕсем секцисене пайланчĕç.
Секци ĕçĕ
Ăна хуламăрти вĕренӳ управленийĕн аслă инспекторĕ Лариса Васильева ертсе пычĕ. Малтанах сăмах УОЧНКА ертӳ-çине Владимир Сваева пачĕ. Владимир Ильич вĕрентӳçĕсене çапла чĕнсе каларĕ:
-Облаçра эпир ача-пăча валли сахал мар мероприяти ирттеретпĕр. Фестивальсемпе конкурссем тивĕçлĕ шайра иртнине паян та палăртса хăварчĕç. Çĕнтерӳçĕсем Шупашкара, Мускава çитсе хăйсен пултарулăхĕсене кăтартаççĕ. Шел, çак мероприятисене мĕнпур шкул хутшăнмасть. Хăюллăрах пулăр. Йăлтах сирĕн хастарлăхăртан килет. Облаçра иртекен фестивальсене, конкурссене малтан шкулăрсенче ирттерсен аван пулĕччĕ. Çаксене йăлтах хăвăр ĕç планне кĕртсе хăварсамăр. Вăл УОЧНКА ĕç планĕпе килĕшсе тăтăр.
Унтан 30-мĕш гимназире кружок ертсе пыракан А.В. Кашкарова тата 47-мĕш шкулта ĕçлекен Н.И. Окунева хăйсен ĕç опычĕсемпе паллаштарчĕç.
Лариса Анатольевна чăваш чĕлхине вĕрентекенсен тата кружоксемпе факультативсен ертӳçисен ĕçĕсене тишкерчĕ. Чĕлхемĕрпе культурăна факультатив мелĕпе хулари 70, 72, 81-мĕш тата Кротовкăри шкулсенче вĕрентеççĕ, кружок мелĕпе — хулари 17, 30, 32, 44, 46, 47, 50, 56, 83, 85, 86-мĕш тата Карлински, Пригородный, Баратаевка, Луговое, Лаишевка шкулĕсенче. 48-мĕш шкулта Атăл тăрăхĕнчи халăхсен культурине вĕрентес-сипе ятарлă курс йĕркеленĕ. Çавнах факультатив мелĕпе 37 тата 66-мĕш шкулсенче илсе пыраççĕ, кружок мелĕпе – 21, 24, 29, 31, 40, 53, 59, 61, 63, 64 –мĕш шкулсенче. 13-мĕш гимназире кружок хупăннă. 64-мĕш шкулта «Родничок» фольклор ушкăнĕ, вак шăрçапа тĕрлессипе тата çемçе пукане çĕлессипе кружоксем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Мĕнпур шкулта уроксем эрнере 1-2 сехет пыраççĕ. 55-мĕш шкулта 9 сехетрен 1 сехет çеç хăварнă.
Лариса Анатольевна кăçалхи вĕренӳ программипе паллаш-тарчĕ, иртнĕ вĕренӳ çулĕнче мĕнле мероприятисем ирттернине асăнса хăварчĕ. Пригородный, Кротовка шкулĕсен администра-цийĕсене семинарсем ирттерме пулăшнăшăн тав турĕ. Семинарсене хутшăнман шкулсенче (17, 29, 48, 50, 59, 61, 66, 70, 83, 85-мĕш тата Лаишевка) ĕçлекен вĕрен-тӳçĕсене асăрхаттарса хăварчĕ.
Юлашкинчен çĕнĕ вĕренӳ çулĕнчи плансем çинче чарăнса тăчĕ.
– Чĕлхемĕре вĕрентесси – питĕ яваплă ĕç. Ăна тӳрĕ кăмăлпа туса пырас пулать. Эсир, хисеплĕ вĕрентекенсем, халăхăмăрăн еткерлĕхне упраса малалла аталантаракансем. Сирте – пысăк шанчăк, – терĕ Лариса Анатольевна.
 
: 866, Хаçат: 36 (1232), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: