Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Асьял урамĕсенче касса-çурса хунă вутă нумаййи тӳрех куçа тăрăнать. Акă вутă çуракан çынна та куратпăр.
Б.А.Маслов çак ялтах çуралса ӳснĕ, çамрăк чухне Рязановăри совхоз-техникумра пĕлӳ илнĕ. Водорацк ялĕнче трактор бригадине ертсе пынă, ултă çул Ульяновскра автобуспа ĕçленĕ. Комбайнпа тырă пуçтарнă, слесарь пулнă. Пурнăçа тĕрлĕ енчен курнă.1984 çулта вăл тăван ялне килсе тĕпленнĕ, мăшăрĕпе иккĕшĕ ывăлпа хĕр çуратса çитĕнтернĕ. Анчах 1995 çулта ун мăшăрĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ачисем ӳссе тăван килтен тухса кайнă. Çапла вара арçын 20 çула яхăн пĕччен пурăнать ĕнтĕ.
-Апат пĕçермелли плита валли пире газ баллонĕ район центрĕнчен кӳрсе параççĕ, анчах çуртсене вутăпа хутса ăшăтатпăр. Çăва тухсанах 10-12 çухрăмри вăрмана каятпăр, ун хуçисемпе калаçса татăлатпăр. Вăрмансем халь нумайăшĕ харпăр çынсен аллинче. Кайран пирĕн валли ял администрацийĕ вутă çыртарать. Йывăçсене хамăр касатпăр, малтан алă пăчкипех ӳкереттĕмĕр, халь бензинпа ĕçлекеннисем пур ялта. Илсе килме вара тĕрлĕрен: е хуçисем çийĕнченукçа тӳлесен хăйсемех кӳрсе параççĕ, е ху трактор тупатăн. Хĕл каçма 10 кубометр кирлĕ,укçа çине куçарсан – 8 пин тенкĕ. Ку кĕсьене аванах пушатать, ман пенси те 6 пин ытларах кăна вĕт. Илсе килсен вутта татмалла, çурмалла, типĕтме купаласа хумалла, ку та нумай вăя илет, – тет Борис Александрович.
Пĕччен арçыннăн пахчи пур, ултă сотăй çĕрулми акать – хама çитет, нумайрах акни нуша çеç тет. Вăл каланă тăрăх, çамрăксем нумайăшĕ инçете ĕçлеме çӳреççĕ, ялта юлакан сахал. Кунта ĕçĕ те çукпа пĕрех. Çынсем ытларахăшĕ килти хуçалăхпа пурăнаççĕ, выльăх, вĕлле хурчĕсем ĕрчетеççĕ.
Ялта шкул çук, библиотекăра, клубра тата апат-çимĕç сутакан киоскра пĕрер çын ĕçлет. Колхозсем туснă хыççăн çĕрсене пĕр компани илнĕ. Малтан аккаланă, икĕ çул акмаççĕ ĕнтĕ, çавăнпа халăх валли ĕç те çук.
Чăнах та, юлашки вăхăтра ялта улшăнусем пулкаланă: кĕпере юсанă, çулсене тикĕсленĕ, вы-рăнĕ-вырăнĕпе чул сарнă. Суйлав умĕн депутата тăратнă кандидат килсе кайнă хыççăн пулнă ку.
– Суйлав мĕншĕн çулталăка темиçе хут мар-ши? – тет Борис Александрович.
 
Барăш районĕ.
 
: 873, Хаçат: 36 (1232), Категори: Ял пурнace

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: