Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пенза облаçĕнчи Çăрттанлă районĕнчи Итĕм-Кура ялĕнче çуралса ӳснĕ Зинаида Буянова (Колесникова) 30 çул Павловка районĕнчи Кремучи посёлокĕнчи, Андреевка, Благодатка, Шиковка ялĕсенчи çынсене медицина пулăшăвĕ парса тăрать. Чĕнсен ирне-каçне, çанталăкне пăхмасăр вăл велосипед çине ларать те – чирлĕ çынна пулăшу пама васкать. «Чăн-чăн васкавлă пулăшу, вăл лайăх тухтăр пек тĕрĕс диагноз лартать. Турă панă фельдшер»,- теççĕ ун пирки ял çыннисем. Мĕншĕн тесен вăл районтан «Васкавлă пулăшу» машини çитиччен чирлĕ çынна мĕнпур кирлĕ медицина пулăшăвĕ парать.
– 30 çул хушшинче нумай çынна чĕртнĕ. Ача та çураттарнă, сурансене те çĕленĕ, пысăк операци кăна туман. 1993 çулта йĕкĕреш ача çураттарма тиврĕ. «Васкавлă пулăшу» килсе ĕлкĕреймерĕ. Хĕрпе ывăл çуралчĕ – Саша тата Федя. Вĕсем маншăн хресна ачасем пек. Пурнăçĕсемпе интересленсех тăратăп. Халь çитĕнчĕç ĕнтĕ вĕсем – 20 çул тултарнă, Скугареевкăра пурăнаççĕ. Эп ячĕшĕн кăна ĕçлеме пĕлместĕп, кашни чирлĕ çыншăн ман чун ыратать. Çын ачисемпе виçĕ хутчен район пульницинче выртса тухрăм. Ачисем чирлеççĕ, ашшĕ-амăшне района яратăп, лерен пульницана выртмалла тесе хут параççĕ. Çук вĕт, каймаççĕ амăшĕсем. Арçыннисем ятласан та хуçалăхĕсене пăрахма хăраççĕ. Ĕçекен çемьесем те мар вĕт. Хам выртап вара пульницана вĕсен ачисемпе, – каласа парать Зинаида Константиновна.
Чăваш хĕрарăмăн фельдшер пункчĕ таврашĕнче те, кил-çуртĕнче те чечексем ӳсеççĕ, пур çĕрте те тирпей-илем. «Çынсен кăмăлне çĕклемелле, савăнăç чиртен те сипленме пулăшать», – тет вăл чечексем çине куç тулли пăхса илнĕ май. Килти хуçалăхĕ те пысăк: чăх-чĕп, сыснасем, виçĕ ĕне тытаççĕ. Пурĕпĕр вăл пур çĕре те ĕлкĕрет.
Зинаида Константиновна ĕçчен çемьере çитĕнсе ӳснĕ. Ашшĕ трактор бригадин бригадирĕнче, амăшĕ фермăра мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. Çемьери пилĕк ачи хуçалăхри мĕнпур ĕçсене туса пынă. Çаплах вĕсем спортпа та туслă пулнă. Зинаидăна ытларах çăмăл атлетика килĕшнĕ, хĕлле йĕлтĕрпе чупнă, çулла – ахаль. Шкулта та «4» тата «5» паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Шкул хыççăн Пензăри медицина училищине пĕтерет. Пĕр çул хула пульницинче ĕçлет. Павловка районĕнчи Кремучи каччипе çемье çавăрсан унăн тăван тăрăхне куçса килет.
Мăшăрĕ Сергей Александрович та чăваш арĕ, амăшĕ Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕнчен, ашшĕ – Итĕм-Кураран.
Сергей Буянов ĕмĕрĕпех выльăх тухтăрĕнче вăй хурать.
Ашшĕпе-амăшĕ сиплев ĕçĕнче вăй хунипе-и, йодпа зелёнка, эмелсен шăрши мĕн ачаран сăмсине кăтăкланипе-и – Буяновсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Алексей та тухтăр профессине суйласа илнĕ. Вăл Самарти медицина институтне пĕтернĕ, халь çав хуларах ĕçлет. Унăн мăшăрĕ те шăл тухтăрĕ.
– Пирĕн халь тухтăрсен династийĕ пуçланса кайрĕ ĕнтĕ. Эпир мăшăрпа иксĕмĕр хамăр ĕçе юрататпăр. Ача та çаплах. Мăнуксем те пирĕн ĕçех суйласа илессе шанатпăр. Ман ĕçе темиçе хутчен облаçри, районти Хисеп хучĕсем парса хакланă. Вĕсем хут кăна. Хамшăн чи хакли – çынсем чĕререн тав туни, ĕçе вырăна хуни, хисеплени, – тет Зинаида Буянова.
 
 
Павловка районĕ.
 
: 785, Хаçат: 36 (1232), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: