Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ачаран стюардесса ĕçне кăмăлланă Людмила Андреевна Дорофеева хăçан-тăр Чĕмпĕр тăрăхĕнче тĕпленсе чăваш тĕнчинче çăлтăр пулма ĕлкĕрнĕ «Эревет» ушкăнĕн юрăçи пулма ĕмĕтленмен те…
Тутарстан Республикин Нăрлат тăрăхĕнчи Турнояс ялĕнче Дорофеевсем – нумай ачаллă çемье. Вĕсем çут тĕнчене вунă чун парнеленĕ! Çиччĕмĕшĕ – Людмила.
– Сакăр класс пĕтертĕм те – ачаран ĕмĕтленнĕ тĕллевĕме пурнăçлаймасăрах Самарти 39-мĕш вăтам пĕлӳ паракан техника училищине çул тытрăм, – пуçларĕ калаçăва Людмила Андреевна.
Унăн пуплевне татса малтан çакна палăртса хăварас килет. Ашшĕ – Андрей Сергеевич – Хусанта музыка училищин директорĕ пулнă. Вăл калама пĕлмен музыка инструменчĕ те пулман. Паллах, ачисене те хăй çулĕпе ярасшăн пулнă. Пепкисенчен уйрăмах Людмилăн музыка ăнкарăвĕ вăйлăрах пулнипе ăна музыкант çулĕ çине тăратасшăн ĕмĕтленнĕ. Çемьере аслисем пурте качча кайсан
Людмила амăшне тата кĕçĕнреххисене пулăшас тĕллевпе хăй тĕллĕн укçа ĕçлесе илме тĕв тăвать. Çапла майпа стюардесса та, музыкант та пулаймасть. Анчах чунĕпе юрă-кĕвĕ тыткăнĕнчен хăтăлаймасть…
– Стена çинчи чĕрĕ штукатурка çийĕнчен хуракан живопись маçтăрне вĕренсе тухсан «Ульяновсктранстрой» трестăн 345-мĕш строительствăпа монтаж пуйăсĕн малярĕнче виçĕ çул ĕçлерĕм. Каярахпа «Комета» заводра (техника училищинче радиоэлектронлă аппаратура монтажницине вĕренсе тухрăм) вăй хутăм. 1994 çултанпа – «Асаке» фирма ĕçченĕ, – каласа парать ентешĕмĕр.
Людмила Андреевна ăçта кăна вĕренсен те, вăй хурсан та халăх пултарулăхĕпе кăсăкланать. Культура мероприятийĕсене хутшăнать. Тĕрлĕ наци пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕсенчен те юлмасть.
– Эпĕ чăвашла вĕренмен пулин те тăван чĕлхе маншăн пĕрремĕш вырăнта тăрать. Нумаях пулмасть «Эревет» юрă ушкăнне çаклантăм. Чăннипе калатăп – чунпа çĕнĕрен çуралтăм. Ушкăнри юрăçсем, ертӳçи – Станислав Петрович Толстов композитор, юрăç – маншăн чи çывăх тăвансем пулса тăчĕç. Ку коллективра ĕç-хĕл вĕресе тăрать. Пурăнас килет. Çакна мăшăрăм – Николай Павлович (компрессорщик), хĕрĕмсем – Анастасия тата Татьяна (иккĕшĕ те вĕреннĕ, çемьеллĕ çынсем) тĕрĕс ăнланса, хавхалантарса пыраççĕ, – çĕкленсех каласа парать Людмила Андреевна.
 
: 885, Хаçат: 36 (1232), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: