Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Что касается остальных автобиографических
сведений – они в моих стихах»
Сергей ЕСЕНИН.
 
 
Ача чух кам кăна çырман-ши сăвă?
Ача чух кам кăна ӳкерчĕксем туман?
Чылайăшĕн кайран сӳнет çав ăвă.
Чи малтанхи хĕлхем – ӳнер тĕнчиччĕ ман.
 
Умра мĕскер куратăп – ӳкереттĕм,
Хут-кăранташ ал айĕнче ялан.
Кĕç-вĕç кăсăклантарчĕ манăн ĕçĕм
Килтисене те ĕнтĕ хушăран.
 
Пускил карчăкĕсем киле иленнĕ –
Сăмах ваклатчĕç пухăнса пĕрмай.
Ак хут çинче, пурнăçри пек, илемлĕ
Ларать çип арласа ман кукамай.
 
-Хăш самантра сана курса ӳкернĕ?
Шăп каснă лартнă ху эс, Матрĕне!
Сӳтсе яваççĕ кӳршĕсем типтерлĕн
Ӳкерчĕке курсассăн каçхине.
 
Шкулта хаçат кăлармалла е лозунг
Илемлĕн çырмалла уяв тĕлне –
Ку маншăн калама çук пысăк кăсăк,
Каллех хушса ĕçлес килет хĕмне.
 
Пионерсен хаçатĕнче тухаççĕ
Ача-пăча ӳкерчĕкĕсем шав.
«Çав конкурса манăн хутшăнасчĕ», –
Тесе вăранчĕ чĕрере хускав.
 
Варларăм шур хута темиçе ăстрăм,
Вăл-ку канăç памасть, килет аса.
Шутланă – тунă. Конкурса ăсатрăм
Кĕç эпĕ те ӳкерчĕк хайласа.
 
Хам курнине унта эп сăнарларăм –
Стена хаçачĕ тухнă саманта.
Кайран ăна акварельпе сăрларăм,
Редакторĕ патвар тăрать малта.
 
Аса илетĕп халĕ те хавассăн.
Пĕлетĕр-и кам çырнă хуравне?
Шмартинов Дмитрий – акă кам, чĕр классик
Ялти никам пĕлмен ача патне.
 
Мана вăл, ӳркенмен вĕт-ха, ăс панă
Редакторĕ ытла патвар тесе.
Сăр техники пирки пăртак мухтанă,
Çапса хуçман пачах та тиркесе.
 
Ялта ман пурччĕ хамăн та учитель,
Владимир Узалуков, сумлă ар.
Ентеш хăйне кура ăстаччĕ питĕ,
Мунча-çуртра пурнатчĕ янавар.
 
Ун кив çуртне чăн галерея тейĕн,
Тултарнăччĕ картинăсем çакса.
Мана унта туртса тăратчĕ темĕн –
Кунсерен пек çӳреттĕмччĕ пырса.
 
Унтах пур Греков баталист «Тачанки» –
Ентеш ӳкернĕ копине ăстан.
Тен, кая мар оригиналĕнчен те. Такки
Ăна кайса курас килетчĕ ман.
 
Кăмрăкпала ӳкернĕ ашшĕ-амăш
Пăхса тăратчĕç чĕррĕн пир çинчен.
Стена çинче пуш вырăн çук. Миçемĕш
Хутчен курса сăнанă темĕнччен.
 
Кĕтсе илетчĕ кил хуçи пит хапăл,
Çулсем хушши пуçтарнă туприне,
Мана вăл кăтартатчĕ. Çак ăс-хакăл
Пĕр-пĕринчен куçатчĕ теприне.
 
Тĕнче йăшсассăн тусăм ман ăсанчĕ
Ялтан Мускавăн тĕпсĕр авăрне.
Питех те шел, талантлă çын путланчĕ,
Тек тĕл пулма пӳрмерĕ пĕр-пĕрне.
 
Кайран мана çакланчĕ сăвă чирĕ,
Ĕмĕрлĕхех вăл илчĕ канăçа.
Апла пулсассăн та çаплах эп чĕрĕ,
Ӳпкелешместĕп иртнĕ пурнăçа.
 
Çĕн меслетпе ăна эп ӳкеретĕп,
Хам пĕлнĕ пек, хам курнă пек кăна.
Унта – тĕнче ырри те, тӳнтерри те,
Туллин тĕрленчĕ иртнĕ самана.
 
Унта – варти асран кайми ыр туйăм,
Хавхалану çуратнă юрату.
Ларсах калаçмалла кун çинчен уйрăм,
Çук мар çухатусем те, ырату.
 
Унта – кун-çул илемĕ, ĕмĕт-пулăм,
Этем инкекĕ-терчĕ – пурте пур!
Сăвăласа роман та çыртăм хулăн –
Ӳркенмесен тупса вуласа кур.
 
Тăван кĕтес те хăтлă çут çанталăк,
Ӳкерĕнсе юлайрĕçĕ унта.
Автопортрет та юлĕ асăнмалăх
Ансат çырса кăтартнă вырăнта.
 
Аван-и е начар-и пулса тухнă –
Çакна йăлт хаклĕ вулакан кăна.
Поэт пачах та пĕччен мар ăс пухнă
Каланă чух: «Çын – Çĕр çинчи хăна».
 
Тăватă çул кĕрлерĕ вăрçă вучĕ,
Кунсем-çĕрсем киле-тăчĕç хĕрӳн.
Çапах та юнлă Гитлер шалчи тулчĕ,
Çутатрĕ тĕнчене хĕвеллĕ кун.
 
Тăван çĕршыв чысне хӳтĕлессишĕн
Çапăçусем хĕрсе кайсан хаяр
Телейшĕн, миршĕн, Аслă Çĕнтерӳшĕн
Пуç хунă паттăр умĕнче пуçа таяр!
 
Çак шухăша тĕпе хурса вĕçлерĕм
Пĕртен-пĕр эпопея-романа.
Вăй çитнинчен сахалтарах ĕçлерĕн,
Теес пулсан каçарăрах мана.
 
Ман халăх умĕнче чылай-ха парăм,
Çитменнине çитерĕр тес пулать.
Эп утса тухнă пурнăç çулĕ вăрăм,
Вĕçне çитме вăй патăрччĕ хăват.
 
2013, çурла, 13-14.
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
 
: 1170, Хаçат: 36 (1232), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: