Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Чăваш хĕрарăмĕ-2013» - çапла ятпа конкурс ирттерчĕ облаçри Чăваш культура центрĕ. Ертсе пыракан Галина Никитина сăмахĕпе, ку иккĕмĕш конкурс, пĕрремĕшĕ вунă çул каялла иртнĕ.
Кăçал пилĕк хĕрарăм хăйĕн пултарулăхне кăтартма шутланă. Вĕсем пилĕк конкурсра тупăшрĕç: хăйсемпе паллаштарчĕç, ыйтусене хуравларĕç, ĕçлеме пĕлнине кăтартрĕç, конкурсантсене пулăшакансемпе пĕрле килти ĕçе кăтартрĕç.
Эпир те вĕсемпе тĕплĕнрех паллашар-ха.
Любовь Фёдорова Тутарстанри Пăва районĕнчи Таккаварта çуралса ӳснĕ. Шкул пĕтерсен нумай çул Ульяновскри моторсем кăларакан заводра ĕçленĕ, халь хулари пĕр автосервисра вăй хурать. Пурнăçра пĕртăванĕсен ачисемпе мухтанать. Хăй хуплу пĕçерме юратать.
Чăнлă районĕнчи Пухтел хĕрĕ Светлана Караполова конкурса çĕнтерес тĕллевпех пынă. Пултаруллă чăваш хĕрарăмĕ Ульяновскри 76-мĕш шкулта ачасене пуçламăш классенче вĕрентет. Мăшăрĕпе – хĕр çитĕнтерет.
Аслă Нагаткинтан килсе çитнĕ Елена Лянкина мăшăрĕпе тăлăх ачасемпе ĕçлет. Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Чемен ялĕнче кун çути курнăскер 40 çула яхăн Чăнлă районĕнче пурăнать. Пурнăçра хура-шур курнă хыççăн вунă çул тăлăх ачасене илсе пăхать. Вĕсен приючĕ урлă 300 ача тухнă.
Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçен хĕрĕ Наталья Ямщикова – кил хуçи хĕрарăмĕ. Чукун çул çинче ĕçлекен мăшăрĕпе тата 46-мĕш шкулта вĕренекен, чăвашла илемлĕ юрлакан пултаруллă хĕрĕпе мухтанать.
Пиллĕкмĕш конкурсант – Любовь Макарова – Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Хулаçырми ялĕнче сакăр ачаллă çемьере çуралнă. Халĕ «Детки 73» журналта – реклама агенчĕ. Икĕ чипер хĕрĕ тата Ульяновскра пурăнакан пĕртăванĕсем ăна пулăшма килсе çитнĕ.
Каласа хăвармалла, кашни хĕрарăм пирки мăшăрĕ е тăванĕ тăрса ырă сăмах каларĕ.
Конкурсантсене паракан ыйтусем ытларах чăваш литературипе çыхăнчĕç. Хурав парайманнисем пулмарĕç. Чăваш хĕрарăмĕсем писательсемпе поэтсене те, вĕсен произведенийĕсене те, ваттисен сăмахĕсене те чылай пĕлнине кăтартрĕç.
Ĕç конкурсĕнче вара вăхăтпа тӳме ларттарчĕç. Ку енĕпе Елена Лянкина пĕрремĕш пулчĕ.
Чăваш апат-çимĕçне нумай тĕслине кăтартрĕç. Любовь Фёдорова купăстапа çĕр улми кукли, Светлана Караполова хуран кукли, Елена Лянкина тăпăрчă икерчипе купăста кукли, Наталья Ямщикова икерчĕ, Любовь Макарова вара шӳрпе, хуран кукли, чăваш сăрине илсе килнĕ.
Конкурсанткăсене пулăшса Елена Лянкинан приютри хĕрĕсем чăваш ташши ташларĕç. Мăшăрĕ Владимир Петрович купăс каланипе Елена Николаевна хăй те ташламасăр чăтса тăраймарĕ, Маша Ямщикова амăшне пулăшса, 25-мĕш шкулта вĕренекен Эдик Афиногентов Светлана Караполована хисеплесе чăваш юррине шăрантарчĕç, Любовь Макарова хĕрĕсемпе «Пилеш кайăксем» юрра юрларĕ.
Конкурсанткăсем хатĕрленнĕ вăхăтра куракансене "Илем" ушкăн артисчĕсем савăнтарчĕç.
Чăваш хĕрарăмĕсен пултарулăхне УOЧНКА председателĕ Владимир Сваев тата Тинĕс çар офицерĕсем - Николай Власов, Александр Емелькин, Алексей Карнаухов тата Алексей Мордовкин мичмана хакларĕç.
Елена Лянкина - «Чи хастар чăваш хĕрарăмĕ», Наталья Ямщикова - «Чи килĕшӳлли» , Светлана Караполова - «Чи сăпайли», Любовь Фёдорова - «Чи кăмăлли», Любовь Макарова - «Чи пултарулли» - ятсемпе дипломсене тивĕçрĕç.
Пурте çĕнтерчĕç конкурсра. И.Я.Яковлев обществин председателĕ Алексей Мордовкин хĕрарăмсене парне – чей курки – парнелерĕ. Çаплах Владимир Сваев, Валентина Тарават çыравçă, композитор, юрăçă, Сергей Краснов усламçă сăмах каларĕç, хăйсенчен ятарлă парнесем пачĕç.
 
: 780, Хаçат: 37 (1233), Категори: Уяв

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: