Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Саккунсем кăларакан Пухăвăн депутачĕсем авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче иртнĕ суйлав хыççăнхи пĕрремĕш ларура хăйсен ертӳçи пулма Анатолий Бакаева суйланă.
Вăл унччен пирĕн регионри ШĔМ управлени пуçлăхĕнче, кайран УлППУ ректорĕнче вăй хунă.
Унăн пĕрремĕш çумĕн вырăнне Ульяновск облаçĕн прокурорĕ пулнă «Пĕрлĕхлĕ Раççей» партин членĕ Валерий Малышев йышăннă.
Пухнă тухăçа — пӳлмене
Авăн уйăхĕн 9-мĕш тĕлне облаçри хирсенчи тĕш-тырра тата пăрçа йышши культурăсене 433,8 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинчен 910,2 пин тонна вырса кĕртнĕ (93,5 процент).
Барăш, Радищево, Кузоватово тата Тереньга районĕнсенче тырçи вĕçленнĕ. Ытти районсенче мĕнпур лаптăкăн 10 проценчĕ юлнă. Кăçалхи тырçи кăтартăвĕсемпе пирĕн область Атăл тăрăхĕнчи 14 регион хушшинче саккăрмĕш вырăн йышăнать.
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, халĕ регионсенче кĕрпе тата техника культурисене выраççĕ, çĕр улми тата пахча çимĕç кăлараççĕ. Пахча çимĕçе 1309 гектартан 276 гектарне пухса илнĕ. Тухăçĕ гектартан – 213 центнер. Çĕр улмине 547 гектартан 6725 тонна кăларнă (тухăçлăх — 122,9 центнер). Чăнлă тата Сăр районĕсем çурхи рапса тухнă, 359 гектартан 233 тонна пухса кĕртнĕ (тухăçлăх — 6,5 центнер). Чăнлă районĕнче хĕрсех чĕкĕнтĕр кăлараççĕ. Ку тĕле 194 гектартан 5,1 пин тонна кăларнă (тухăçлăх – 262 центнер). Кивĕ Майна хуçалăхĕсем çурхи рыжика йăлтах пухса кĕртнĕ.
Мĕнпур хуçалăх кĕрхи акана тухнă. Ку тĕле 158,9 пин гектар çĕр лаптăкĕ (планăн 65 проценчĕ) акăннă.
ТăвăмА пĕтĕмлетнĕ
Область кĕпĕрнаттăрĕ «Помоги собраться в школу» тăвăмăн пĕтĕмлетĕвне тунă.
Ыркăмăллăх тăвăмне пула облаçри 24 пин ытла ачана шкул тумĕпе, урана тăхăнмаллипе, шкул таварĕсемпе тивĕçтернĕ. Пĕтĕмĕшле 39,5 миллион тенкĕ кайнă.
Сергей Иванович ыркăмăллăх ĕçне хастар хутшăнакансене сертификатсем парса чысланă.
- Тăвăм тытăннăранпа (облаçра вăл тăххăрмĕш çул иртет) эпир 180 млн тенкĕ пуçтарса облаçри 140 пин ытла ачана пулăшрăмăр. Чип пахи – çак ырă ĕçе пуянсем кăна мар, ахаль çынсем те хаваспах хутшăнаççĕ. Апла пур-ха пирĕн хушăмăрта хăй çинчен кăна мар шутлакансем,- тенĕ кĕпĕрнаттăр пурне те тав туса. Ĕçпе социаллă аталану министрĕ Анатолий Васильев каланă тăрăх, тăвăма хастар хутшăнакансем ытларах – Ульяновск, Чăнлă, Мелекесс, Пасарлă Сăскан, Кăлаткăпуç, Карсун районĕсенче тата Димитровградпа Çĕнĕ Ульяновск хулисенче.
 
: 1013, Хаçат: 37 (1233), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: