Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш çĕршывĕнче иртнине типтерлĕн упраççĕ. «Пулни-иртнине манакан халăхăн пуласлăхĕ çук», - тет ваттисен сăмахĕ. Хăйĕн авалхи тĕнчине чăвашсем Улăп çĕрĕ тенĕ. Паян чăвашсем пурăнакан вырăна çĕр пин юрăпа çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕ теççĕ. Тăван халăх йăли-йĕркине упраса пырса пирĕн тăхăмсем пĕрчĕн-пĕрчĕн халăх сăмахлăхне, алăсталăхне сыхласа хăварма пултарнă.
Шупашкарта «СВ-Пресс» издательство ушкăнĕ тăрăшнипе (проект ертӳçи, авторĕ – пирĕн ентеш Александр Николаевич Вражкин) «Чувашский край в памятных датах и фотографиях» летопись календарĕ кун çути курчĕ.
Вуласа пĕлмелли кунта нумай. 1551 çулта чăвашсем Раççей йышне кĕнинчен пуçласа паянхи кун таран: чăваш тĕнчинче пулса иртнĕ паллă пулăмсем, историре сумлă вырăн йышăннă çынсем. Пире, Чĕмпĕрте пурăнакан чăвашсене, кун кĕнекипе паллашнă май чи малтан унта хамăр тăрăхпа çыхăннă пулăмсем, Ульяновск облаçĕн çыннисем пуррипе çукки кăсăклантарчĕç. Календаре çырса хатĕрлекенĕ куна та шута илнĕ. Ульяновск, Самар, Саратов, Пенза облаçĕнчи, Тутарпа Пушкăрт Республикисенчи чăвашсем сумлă вырăн йышăннă летопись кĕнекинче. Пирĕн те паттăрсем нумай, историре асра юлнă паллă ĕçсем те çук мар. Вĕсенчен паллăраххисем çĕнĕ календаре кĕнĕ. Ку çынсенчен пĕр ушкăнĕ пурнăçне яланлăхах Чĕмпĕр-Ульяновск хулипе, облаçпа çыхăнтарнă, ытларахăшĕ кунта çуралнă та чăваш тĕнчине, чăваш ятне тăван çĕршывĕнчен аякра чапа кăларнă.
Календаре Ульяновск облаçĕнчи Çĕнĕ Малăкла, Мелекесс, Чăнлă районĕсенче çуралнă Совет Союзĕн Геройĕсем — М.С.Чернов, П.В.Лаптев, Н.В.Соколов, Н.Г. Князькин, Е.Т.Воробьёв тата В.И.Ерменеев, Социализмла Ĕç Геройĕсем Т.С. Кривов тата В.К.Пирогов, СССР халăх артисчĕ А.К.Ургалкин, хими ăслăлăхĕсен тухтăрĕ И.И.Корнилов, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ А.Т.Макаров, çуллахи XXI Олимп вăййисенче классика мелĕпе кĕрешсе чемпион ятне тивĕçнĕ В.В.Константинов, Афинăра иртнĕ Олимп вăййисен призёрĕ, Раççейре боксла выляссипе тава тивĕçлĕ спорт маçтăрĕ ятне çĕнсе илнĕ С.Н.Казаков, Раççей Геройĕ, СССР тава тивĕçлĕ штурман-сăнавçи Г.Г.Ирейкин кĕнĕ.Чĕмпĕр чăваш шкулĕпе çыхăннă пулăмсем, паянхи чăваш пĕрлешĕвĕсем çинчен çырса кăтартнă.
Календарь Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен наципе культура автономийĕнче сутăнать. Кăмăл пуррисем килсе туянма пултараççĕ.
 
 
: 849, Хаçат: 37 (1233), Категори: Кeнеке cyлeкe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: