Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кудрявцевсем Красный Яр ялне нумай çул каялла килсе тĕпленнĕ. Иккĕшĕ те Чăваш Республикинче çуралса ӳснĕ. Геннадий Васильевич — Шăмăршă районĕнчи Пуянкассинче, Нина Дмитриевна – Патăрьел районĕнчи Чăваш Сăхăтĕнче.
Ĕçлеме ӳркенмен чăвашсем ют çĕрте те ырлăх çӳлтен ӳкессе кĕтсе ларман. Кил хуçи строитель — вăл каменщик та, штукатур-маляр та, платник та, пӳрт тăррине витекен те… Халĕ ĕçлеме Питĕре çӳрет. Вăл Иванов системипе нумай çул шыва кĕнĕ, ялта пурăнакансене сывлăхлă пурнăç йĕркипе пурăнса тĕлĕнтернĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ вара тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Хăй каланă тăрăх, ĕçлемен ĕçĕ те çук.
-19 çул йĕтем çинче тырă наркăмăшланă çĕрте ĕçлерĕм. Сывлăхăма çавăнта пĕтертĕм, анчах усси сахал пулчĕ. Пенси 5 пин тенкĕ ытларах çеç параççĕ. Тĕрĕслеттерме кайрăм та – сан ĕç укçи сахал пулнă теççĕ. Йывăр та сиенлĕ ĕçшĕн тивĕçлипе тӳлеменшĕн эпех айăплă пулса юлтăм, - тет Нина Дмитриевна.
Кудрявцевсем тăватă ача çуратса ӳстернĕ – икĕ ывăл та икĕ хĕр. Анчах ывăлĕ валли çурт лартма тытăнсан вырăнти администраци ятарласа çĕр те уйăрса паман. «Эсир нумай ачаллă çемье тесе ан çӳрĕр кунта, ачăрсене пирĕншĕн мар, хăвăршăн çуратнă!»- тенĕ унта вĕсене. Питĕ вирлĕ хурав — хуть йăванса кай! Кун пек чăн-чăн чиновник тумне тăхăннă, ыттисене ним вырăнне хуман çын çеç калама пултарать.
Кудрявцевсем пурпĕр аптраса ӳкмен — ывăлĕ валли пӳрт хăйсен пахчинче лартса панă.
-Халĕ иккĕмĕш ывăл – Юрий — салтакран килмелле, вăл Душанбере хĕсметре тăрать. Таврăнсан ялтах юласшăн. Каллех администрацие каймалла пулать çĕр участокĕ ыйтма. Хальхинче тем калĕç ĕнтĕ унта?- пăшăрханаççĕ Кудрявцевсем.
Сăмах май, Юрий Ульяновск патшалăх университетне пĕтернĕ, артист профессине алла илнĕ, икĕ кинофильмра ӳкерĕнме ĕлкĕрнĕ – «Сто первый километр» тата «Русь изначальная».Малашне те çак çулпах каясшăн вăл, хăйĕн профессине килĕштерет.
-Вăхăтĕнче питĕ йывăрччĕ ачасене ӳстерме – çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлеттĕмĕр. Эпĕ те арçынпа танах тăрăшнă. Нимле ĕçрен те пăрăнса тăман – ялан пурнăç тумалла пулнă, ачасене тăрантармалла пулнă. Тумĕсене те хамах çĕлеттĕм, çыхаттăм. Ачасем йĕркеллĕ ӳсрĕç, йĕркеллĕ çынсем пулчĕç. Пурте пурнăçра хăйсен вырăнне тупрĕç. Тăватă мăнук пур. Çакăншăн савăнатпăр, ку темрен те хаклă,- тет Нина Дмитриевна.
 
Чартаклă районĕ.
 
: 874, Хаçат: 37 (1233), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: