Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Çĕртме уйăхĕнче эпир — Николай Казаковпа унăн ывăлĕ, Владимир Пушкин, Фёдор Искендеров – пĕр кун хушшинче Пăлхар çĕршывĕн виçĕ хулине çитсе куртăмăр.
Малтан Пӳлер хулинчи ту çине улăхрăмăр. Унта 444 картлашкапа хăпармалла. Ку чулсем ахальлисем мар, вĕсенче темле асамлă вăй пур теççĕ. Улăхнă çĕрте ĕлĕк-авал 11 пысăк шăтăк пулнă. Халĕ виççĕшĕ çеç упранса юлнă. Хаяр Иван патша вăхăтĕнче çак шăтăксенче мишерсемпе ытти халăхсене шыва кĕртсе православи тĕнне йышăнтарнă. Ту тăрринчи йывăçсем те асамлăн курăнаççĕ. Вĕсем çине çулçӳревçĕсем хăюсем çыхса хăвараççĕ. Çакăн пеккине эпĕ ăçта пулнă, çавăнта куратăп. Унсăр пуçне кунта тĕлĕнмелле чул выртать. Унăн çӳллĕшĕ – икĕ метр çурă. Ту çинче ĕлĕкхи крепоçсен вырăнĕсем халĕ те палăраççĕ. Крепость Пӳлер хулинчен пĕр çухрăмра вырнаçнă. Вăл 800 гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать. Крепоçăн валĕсем çĕр питĕнчен 2 метр çӳллĕрех, 3-4 метр тарăнрах. Ялĕнче музей пур. Шел, вăл хупăччĕ, кĕрсе кураймарăмăр. Кăнтăр хыççăн эпир çветтуй шыв ăсса илтĕмĕр те Сувар енне çул тытрăмăр. Малтан музейне кĕрсе куртăмăр. Унăн пуçлăхĕ (мишер хĕрарăмĕ) пире экспонатсемпе паллаштарчĕ. Кунта 800 ытла япала. Курмалли, тĕлĕнмелли сахал мар. Унтан Сувар крепоçне кайрăмăр. Вăл Кузнечиха ялĕ çывăхĕнче вырнаçнă. Унăн валĕсем çӳллĕ. Çумăр тытăннипе кунта нумаях çӳреймерĕмĕр, Пăлхара çул тытрăмăр. Ку хулара эпĕ пилĕк хут пулнă. Юлашки икĕ çул хушшинче улшăнусем пайтах. Кунта халĕ йăлтах тутарла. Авалхи несĕлĕмĕрсен патшалăхĕ веçех мишерсен аллинче. Атăл хĕрринче чаплă мечĕт çĕкленсе ларать. Залĕнче ылтăнпа тата хаклă чулсеме илемлетнĕ Коран выртать. Çулçӳревçĕсем валли хăна çурчĕсем туса лартнă. Атăл хĕрринчи асфальтлă çулсене хунарсем çутатаççĕ, пуянсен пĕчĕк пăрахучĕсене чарăнма меллĕ вырăнсем туса панă. Пĕр сăмахпа, пăлхар-чăваш вырăнĕсене услам енне, Пăлхара çĕнĕрен мусульман тĕнне çавăрса пыраççĕ. Çапларах пулчĕ пирĕн çулçӳрев: тĕлĕнмелли те, пăшăрханмалли те.
 
Ульяновск хули.
 
: 757, Хаçат: 37 (1233), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: