Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Константин Иванович Пушкарёв 1915 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Çинкĕлте вырăс çемйинче çуралнă. Тулли мар вăтам шкул пĕтернĕ. Çара кайиччен арманта машинистра, МТС-ра механикра, «Красная Вышка» колхозра слесарьте ĕçленĕ. 1936 çулта Хĕрлĕ çара кайнă. 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнчен тытăнса çурла уйăхĕн 11-мĕшчен Хасан кӳлли çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Стрелоксен 40-мĕш дивизинчи 118-мĕш полкра Пушкарёв танк водителĕ, взводăн кĕçĕн командирĕ тивĕçне пурнăçланă. Хăй танкĕпе вăл çапăçăва пĕр хăрамасăр тапăнса кĕнĕ. Пĕррехинче вăл тăшманăн çар хатĕрĕсене çĕмĕрсе кĕрсе пулемёт точкисене тĕп тунă. 1938 çулхи çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче унăн танкĕ яппунсем хӳтĕленсе тăнă çĕре кĕрсе каять, анчах танкне тăшман персе тивертет. Танк экипажĕ çар хатĕрĕсем пĕтиччен хастар çапăçать. Урса кайнă тăшмансем Пушкарёв танкне çавăрса илеççĕ, бензин сапса тивертсе яраççĕ. Çунакан танкран пĕр салтак та тухмасть, пурте чĕрĕлле çунса вилеççĕ. Яппун милитарисчĕсене хирĕç кĕрешнĕ çĕрте паттăрлăх кăтартнăшăн СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн хушăвĕпе Константин Пушкарёва (ыттисене те) вилнĕ хыççăн Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă тата Ленин орденĕпе наградăланă.
1968 çулта Çинкĕлте Константин Пушкарёва бюст лартнă. Ульяновск хулинчи Засвияжски районĕнчи пĕр урама унăн ятне панă. Унччен вăл Верхняя урамĕ пулнă.
 
: 738, Хаçат: 37 (1233), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: