Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçатăн 33-мĕш номерĕнчи «Тĕпел» страницăри «Хăйĕн тăванĕ аванрах» материала вуласан Ленăн шăпи чĕрене пырса тиврĕ. Ленук, тăванăм, «Арăм тăванĕсем килсен – хирĕç чуп, арçын тăванĕсем килсен – хапхуна хуп», - тенĕ каларăш питĕ тĕрĕс. Ку ыратăва хам та тӳссе курнă. Манăн шăллăм иккĕ авланчĕ. Пĕрремĕш арăмĕн тăванĕсем капла хăтланмастчĕç. Иккĕмĕш арăмĕ вара çав тери чĕрене ыраттарать. Эпĕ пĕччен пурăнатăп, чирлесерех тăратăп. Мана юлташсем хисеплеççĕ, шăллăмăн арăмĕ пек кая хумаççĕ.
Ломы посёлокĕнче манăн пĕр юлташпа аккăшĕ пурăнаççĕ. Вĕсем патĕнче пĕрре хăнара пулнăччĕ. Çакна аса илсен халĕ те кăмăлăм çĕкленет. Мана тăвансем те капла кĕтсе илсе ăсатса яман. Теччĕре тепĕр юлташ пурăнать. Вĕсем патĕнчен те питĕ кăмăллă таврăнтăм. Маша аккапа Зина Савадяркинана пысăк тав калас килет. Теччĕри Зойăна та пысăк тав. Шăллăмпа арăмне вара тав тумастăп. Хăнана чĕнетчĕç, кайран хурлантарса кăларса яратчĕç.
Лена, эсĕ тетӳпе туслă пурăн. Инкӳне пула тетӳпе çыхăну ан çухат. Инкӳ сана кăларса ярса хăйне мĕнлерех туять-ши? Хăйĕн айăпне туять-ши? Вăхăтĕнче эпир те тетепе питĕ туслăччĕ. Вăл пурăннă пулсан унпа чуна уçса калаçнă пулăттăм.
«Вĕсем хăçанччен хуçаланĕç-ши?» - тетĕн эсĕ. Тӳрех калам, ку хуçалану ĕмĕрлĕхех юлать. Санăн тетӳ çемьене аркатас мар тесе мăштах пурăнма хăнăхĕ.
Ленук, сана Турă чăтăмлăх патăр. Пурнăçу майлашĕ, ырă çын тĕлне пулса качча кайăн. Кама кӳрентереççĕ, çавна Турă пулăшатех. Ĕнен мана.
 
Карсун районĕ,
Языково посёлокĕ.
 
: 563, Хаçат: 37 (1233), Категори: Cырусем

Комментарисем:

Denise (2014-05-10 02:56:53):
Big helpĔ big helpĕ And suepalrtive news of courseĕ

Галина (2015-02-02 19:52:11):
Тĕрĕсех калать Нина Антоноваĕ Тăван яла кайсан тăван киле те кĕрейми пултăмăр эпир те. Юрать, пичче икĕ кил урлă пурăнать, унта çĕр каçатпăр. Кин усалшăн шăллăм айăплă мар, унпа чиперех хутшăнатăп , шел ăна. Усал арăма пула чи юратнă шăллăм пур тăвана тăван килтен сивĕтрĕ.

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: