Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Унтанпа нумай вăхăт иртрĕ пулин те Ванюк пĕрре хавхаланса, тепре пăшăрханса аса илет иртнĕ кунсене. Акă ун умĕнче черчен хĕрĕн сархайнă сăн ӳкерчĕкĕ. Альбом страницине çавăрсан — Ванюкпа Таюк пĕрле ӳкерĕнни. Аса илмелли самантсем вĕçсĕр-хĕрсĕр… Лăпсăркка çĕмĕрт тата лутра чие шап-шурă çеçкере. Шкул пахчинче ӳкерĕннĕ сăн ӳкерчĕкре пĕтĕм класс, унăн ертӳçи — Ольга Петровна — ачасем хушшинче. Темшĕн ку ӳкерчĕке Ванюк темрен те хака хурса упрать, аллине тытсан аса илӳсен авăрне путать.
Вуннăмĕш класс. Экзаменсем памалли тата пурнăçăн анлă çулĕ çине тухмалли тапхăр. Вырăс чĕлхи Ванюкшăн кăткăсрах пулнипе вĕрентӳçĕ ăна уйрăм хатĕрленме килне чĕнет. Мал ĕмĕтлĕ шкул ачи хаваспах килĕшет, анчах та кăмăлне каякан савнă Таюкĕпе те тĕл пуласси килет унăн. Урокра учитель пăрăннă вăхăтра икĕ мăшăр куç тĕл пулсан хĕлхемĕсем пĕр-пĕрне пĕçертсе илеççĕ. Хĕр вăтанса куçне тартать.
Ванюкăн ашшĕ Аслă вăрçă витĕр тухнă тĕреклĕ те кăра çилĕллĕ арçын. Ачи-пăчине иртĕхсе çӳреме, вăхăта пустуй ирттерме памасть. Каçхине вуннăра килте пулмасан е пĕр-пĕр ĕçе тĕплĕ тумасан «шар кукăлĕ» çитеретех.
Хĕллехи шартлама сивĕ каç чĕркуççи таран юр ашса Ванюк вĕрентӳçĕ алăкне пырса шаккать. Ольга Петровна патне вырăс чĕлхипе экзамена хатĕрленме каясси пирки ашшĕне каласа хăварать.
-Тăхăр сехетре килте пул!-хытă асăрхаттарать ашшĕ ывăлне сивĕ куçĕпе тĕллесе.
Ольга Петровна шкул ачине витĕр курăнакан аялти кĕпепе йăл кулса кĕтсе илет. Хăюсăр Ванюкăн çакна курсан пуçĕ çаврăнсах каять, чутах кайса ӳкмест. Пĕве çитнĕ хӳхĕм каччă çине учитель шкулти пек мар, урăхла куçпа пăхать. Кăштах хатĕрленнĕ хыççăн Ольга Петровна вырăн сарма тытăнать. Çак каç Ванюк пĕрремĕш хут хĕрарăм ытамĕнче пулать. Кун хыççăн кун вĕрентӳçĕ шкул ачине ăс панипе пĕрлех унпа йăпанать, киленет. Тутлă та ирĕк пурнăçа хăнăхса пыракан Ванюкшăн халĕ ашшĕн пиçиххийĕ те хăрушă мар…Вăл килĕ çинчен мансах вĕрентӳçин ăшă вырăнĕ çинче çĕр каçма пуçлать.
-Хыпар яла сарăлас пулсан малалла вĕренме каясси пирки ан та шухăшла!- асăрхаттарать Ольга Петровна.
Çăварĕ типсе ларнипе Ванюкăн чĕлхи çаврăнма пăрахать. Аран-аран сывлăш çавăрса илет те: «Çăвара – çăраççи»,- тет.
Экзаменсем парас вăхăт çитет. Билетри ыйтусен хуравĕсене Ванюкпа Таюк шкулта пĕрле тишкереççĕ, пĕр-пĕрне юратуллă тинкереççĕ. Ар хутшăнăвĕнче пулса курнă Ванюкшăн куçран кăна пăхни çителĕксĕр. Вăл хĕре вăрттăн калаçмалла тесе аяккалла чĕнесшĕн, анчах Таюк килĕшмест.
Экзаменсене ăнăçлă парса пĕтерсен Ванюк тинех ассăн сывласа ярать. Шкулпа сывпуллашнă каç тул çутăличченех Таюк çумĕнчен хăпмасть вăл.
Ирхи пĕрремĕш хĕвел пайăрки пичĕсене çутатсан Ванюк куçне хĕскелесе хĕртен каçару ыйтать.
-Нимĕн те ăнланмастăп. Мĕнле каçару? Мĕншĕн? - тĕлĕнсе ыйтать хĕр.
-Вырăс чĕлхипе панă экзаменшăн. Çав тери айăплă эпĕ сан умăнта, - кĕскен татса хурать Ванюк.
-Маншăн пулсан веçех йĕркеллĕ пек.
-Тавах ырă сăмахусемшĕн, ырă кăмăлушăн, эсĕ кăна мана ăнланатăн. Каçару мĕншĕн ыйтнине каярах ăнлантарса парăп,- тет Ванюк.
Çапла кун хыççăн кун, çул хыççăн çул иртет. Ванюкпа Таюк 3-мĕш курсра вĕренеççĕ: Ванюк – ял хуçалăх техникумĕнче, Таюк – медицина техникумĕнче. Яла каникула таврăнсан тин тĕл пулаççĕ вĕсем. Практика вăхăтне иккĕшĕ те икĕ çĕрте ирттереççĕ.
Вутпа шыв тата пăхăр пăрăх витĕр тухнă хĕрсем пур çĕрте те çителĕклĕ çав… Чĕрене вутсăр çунтаракан, куçа-пуçа анкă-минкĕ тăвакан çамрăк хĕрпе Иринăпа паллашать Ванюк. Хĕрĕн çинçе пилĕкĕнчен ытакласа илсен хăйне çăтмахри пекех туять вăл. Таюк та чăлах хĕр мар-çке. Хитре хĕре тинкерекенсем сахал-им?
Хĕллехи сесси хыççăн студентсем яла таврăнаççĕ. Ванюк юлашки вăхăтра Таюкран сивĕнме пуçлать. Клубран тухсан та Таюк хыçĕнчен чупмасть. Çул икĕ енелле юпленсе уйрăлнине хĕр чунĕпе сисет, такăр çулпа малалла утать.
Ванюкăн шухăшĕсем яла таврăнсанах Ольга Петровна çине куçаççĕ. Вĕсен каллех вăрттăн тĕлпулусем пуçланаççĕ. Вĕрентӳçĕн аллинче пĕр харăс икĕ «кайăк» иккен. Çав хушăрах вăл Ванюкăн тетĕшĕпе Мишшапа йăпанать.
Хĕвеллĕ ăшă кун. Техникум пĕтерсе диплом илнĕ çамрăксем Атăл хĕрринче хаваслăн канаççĕ. Ванюкпа Таюкăн куçĕсем пĕр-пĕринпе тĕл пулса илеççĕ. Таюкăн пысăк та хăмăр куçĕ Ванюка пĕçертсе илет:
-Маттур иккен эсĕ, Ванюк, пушă чун! Сан çинчен веçех пĕлетĕп! Эпĕ те парăмра юлмăп, хам пекки тупăнĕ-ха,- тесе Таюк куççульне шăла-шăла малалла утать. Таюкăн çепĕç сассине Ванюк юлашки хут илтсе юлать. Тепĕр эрнерен хĕр Ванюка тавăрас тесе кӳршĕ ял каччипе паллашать. Саша институт пĕтерсе таврăннă инженер, сăнĕпе хитре. Ĕçлеме ăçта ярассине пĕлме иккĕшĕ пĕрле каяççĕ.
-Тая, Таечка, Эсĕ манăн малашлăхăм, çутă ĕмĕтĕм,- тет йăвашшăн Саша хĕре ыталаса. Чуна пырса тивекен сăмахсене илтсен Таюк Саша çумне тĕршĕнсе ăна ыталаса илет. Направлени илнĕ икĕ çамрăк Чăваш Ене ĕçлеме тухса каяççĕ. Ванюк вара хăйĕн аскăн йăлисене пăрахмасăр йăкăр-якăр хĕрсемпе киленсе çӳресе Таюка ĕмĕрлĕхех çухатать.
Ялта Кĕрхи сăра уявĕ. Çак уява ватти те, вĕтти те хаваслăн ирттерет.
Ольга Петровна сĕтел хушшинче ларакан чĕмсĕртерех Борис çине куçне илмесĕр пăхать. Лешĕ купăсне тăсса ташă кĕвви янратать. Ольга Петровна такмак каласа ташша ярать. Тарпа хĕрелнĕ купăсçа черкке çине черкке ярса параççĕ хĕрсем.
-Эрех мар, кăштах сăра ярса парсан аванччĕ,- тет Борис. Сисмен хушăра сăра курки çине эрех ярать те Ольга Петровна – Бориса хистесе ĕçтерет. Ташласа ывăннă çамрăксем килĕсене саланаççĕ, хăшĕ-пĕри çакăнтах йăванса каять. Ури çине тăрайми пулнă Бориса кравать çине вырттараççĕ. Намăса çухатнă Ольга Петровна çарамасланса ун çумне кĕрсе выртать, Бориса та салтăнтарать.
Ирхине Ольга Петровна Бориса питĕнчен чуптăва-чуптăва вăратать те çĕр каçма юлнисене çапларах хыпар пĕлтерет:
-Ну, Борис, паллаш хăвăн пулас мăшăрупа. Аса ил-ха çĕрле мĕн пулса иртнине… Эсĕ çĕркаç халиччен чыса çухатман, никам тĕкĕнмен хĕртен арăм турăн!
Арçын мĕн пулса иртнине çийĕнчех тавçăрса илеймест, хирĕçлесшĕн пулать:
-Çук, çук… Тем пулсан та ĕненместĕп. Ун пек пулма пултараймасть. Эпĕ çулран пăрăннă йĕркесĕр çын мар вĕт…
Шанчăкне çухатас мар тесе Ольга Петровна Борис çинчи утиялне вашш! сирсе пăрахать те ахăлтатса кулса ярать.
-Пăхăр-ха эсир ăна, çапах та хирĕçлесшĕн тата. Кĕпӳ-йĕмне тăхăн часрах. Халĕ авланмах тӳр килет, хирĕçленин усси çук кунта. Çын умĕнче куçкĕрет улталаймăн. Авланмасан ĕç-пуç начарпа пĕтме пултарĕ! - çине тăрать Ольга Петровна.
- Авлантарчĕ,- пăшăрханса калаçать хăш-пĕр чухне Борис.
Пурнăç малалла шăвать. Вĕсен çемйи хутшăнсах пырать.
Ванюкпа Ольга Петровна хушшинче кайран та çыхăнусем пулкалаççĕ.
Бориса епле авлантарнине вара Ольга Петровна кула-кула, мухтанса каласа парать: «Çуламан пăру вĕт Борис… Авлантарнине сисмесĕрех юлчĕ».
Сăн ӳкерчĕк… Асран кайми хĕр сăнарĕ… Ванюк хăйĕн пуçтахлăхне пула ĕмĕрлĕхех çухатнă юратăвне аса илсе пĕр хускалмасăр Таюк çине пăхса ларать.
-Каçар мана, Таюк, тархасшăн. Пултаратăн пулсан пуриншĕн те каçар, - тесе куçне шăлать.
 
 
Чăнлă районĕ,
Каша ялĕ.
 
: 972, Хаçат: 37 (1233), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: