Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вырăс чĕлхи, паллах, вун хут ятуллă,
Тăван сăмах чĕрешĕн çывăхрах.
Эп унсăр — тип кӳлленчĕкри чĕр пулă,
Эп унсăр хама хам туяп чăлах.
Пĕрре чăваш юрри –
ман хĕнĕм-тертĕм –
Янрарĕ кайрĕ каннă вăхăтра.
Аслисене пĕлтертĕм те вĕçтертĕм,
Çитсе те тăтăм темĕн самантра.
Тăван сăмахăм!
Çепĕç эс, мăнаçлă,
Эс илтĕнсен çав лупасайлă, лаçлă,
Йăмраллă ял ялан манпа пĕрле.
Шур Шупашкар та умăмрах, Мускав та,
Умрах – çут Атăл хумĕсен çилхи.
Эп сан чысна хĕç-пăшалпа сыхлатăп!
Ман ĕмĕт, шанчăк, юрату чĕлхи.
 
: 824, Хаçат: 37 (1233), Категори: Чăваш чĕлхи

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: