Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçра 77 пин виçе «Гриппол плюс» вакцина туяннă. Хальхи вăхăта 5 пин ачана прививка тунă. Кăçал пурĕ 285 пин çын – çав шутра 73 пин ача, 8 пин студент, 21 пин медицина ĕçченĕ, 20 пин вĕренӳ ĕçченĕ, 115 пин ватă çын вакцинаци иртмелле.
Сывлăх сыхлавĕн министерстви куллен облаçри эпидемиологи лару-тăрăвĕпе кăсăкланать. Облаçра гриппа чирлекенсене тупса палăртман, вирус инфекцийĕпе 4 пин ытла çын чирленĕ.
Облаçри тĕп эпидемилог ĕçне илсе пыракан Венера Аббязова сăмахĕпе, вакцинăсене сиплев учрежденийĕсене валеçсе панă. Ачасене, ватăсене, медицинăпа вĕренӳ, тивĕçтерӳ учрежденийĕсен ĕçченĕсене прививка тӳлевсĕр тăваççĕ. Ытти çĕрте хăйсен ĕçченĕсене прививка тăвас ыйтăва предприятисен пуçлăхĕсем татса параççĕ.
Вакцинаци – гриппа кĕрешмелли чи тухăçлă, мел, чирлекенсен йышне икĕ хут чакарма май парать.
Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕччен облаçра халăха вакцинаци тăвас ĕçе вĕçлемелле.
 
Пылак тымара кăларас тапхăр малалла пырать
Ульяновск облаçĕнче сахăр чĕкĕнтĕрне пухса кĕртес тапхăр пуçланнă. Ульяновск область правительствин çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин – Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра лару-тăрупа паллаштарнă.
«Авăнăн 23-мĕшĕ тĕлне регионта 2,4 пин гектар çинчен (калăпăшĕпе пурĕ 13 пин гектар йышăнать) сахăр кăшманне пуçтарса илнĕ,-тенĕ министр. - Пурĕ 77,2 пин тонна, тухăçлăхĕ гектартан – 324 центнер. Ульяновскри сахăр завочĕ те ĕçе пуçăннă. Ун территорийĕнче 60 пин тонна кăшман хăйне ĕçе кĕртессе кĕтет. Тата 12 пин тоннине Чартаклă районĕнчен илсе тухма ĕлкĕреймен-ха.
Чи пысăк тухăç Чартаклă район хуçалăхĕсем (500 гектар) илеççĕ. Пĕтĕмĕшле пухса кĕртессипе Чăнлă районĕ малта пырать – 56,8 пин тонна.
Ял хуçалăх ĕçченĕсем хĕвел çаврăнăш пухас ĕçе малалла тăсаççĕ. Акнинчен (176,2 пин гектар) ултă пин гектар çинчен пурĕ 7,3 пин тонна çапса илнĕ. Тухăçлăхĕ – гектартан 12 центнер. Чи пысăк тухăç Мелекеспа Кузоватово районĕсенче – гектартан 17,3 тата 15,8 центнер. Чартаклă районĕнче чи нумай – 2,6 пин тонна – çапнă.
Облаçри пур районсенче те пахча çимĕçпе çĕр улмине кăларас тапхăр пырать. Облаçри 528 гектар çинчен 9,5 пин тонна пухса кĕртнĕ. Тухăçлăхĕ – гектартан 180,2 центнер. 837 гектар çинчен 10,4 пин тонна çĕр улми кăларса илнĕ. Тухăçлăхĕ – гектартан 124,5 центнер.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене кăçал 442,3 пин гектар çинчен 923,6 пин тонна (тухăçлăхĕ – гектартан 20,9 центнер) пухса кĕртнĕ. Ку пĕтĕмĕшле палăртнин 95,7 проценчĕ. Ульяновск облаçĕ ку енĕпе Атăлçи федераллă округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнать.
Паян кĕрхи культурăсене акас тапхăр вĕçленсе пырать. Пĕрчĕллĕ культурăсене 212,7 пин гектар акнă, кĕрхи тулла – 166,3 пин гектар, кĕрхи ыраша – 46,5 пин гектар, кĕрхи шăпкана (рыжик) – 14,4 пин гектар.
 
: 931, Хаçат: 38 (1234), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: