Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Вăл «Сăнав вăрманлăхĕ» учрежденин Карачура участокĕнче, Шупашкар районĕнчи Кăшавăшран 4 çухрăмра, пурне те тĕлĕнтерет.
4 ытамлă, сахалтан та 300 çулта. Ĕлĕк ун таврашĕнче Шоркка юманлăхĕ шавланă. Ăна 1975 çулччен касса пĕтернĕ. Аслă юмана кăна тĕкĕнмен. Ахăртнех, Киреметрен хăранă. Ку чӳк вырăнĕ пулнă-çке.
Халапран çака паллă: Ишек паттăр XIII е XIV ĕмĕрте пăлхар-чăвашсен пĕр ушкăнне Ылтăн Уртаран илсе тухса çак тăрăха ертсе килнĕ. Часах темиçе ял пулса кайнă. Пĕрне кайран Ишек ят панă. Мăн юмана çиçĕм темиçе те вут хыптарнă. Тăрри хуçăлнă. Экологсем хăвăлне чиртен сипленĕ. Тĕпне çирĕплетнĕ. Йывăçа хурт-кăпшанкăран сыхлас тĕллевпе ун тавра çĕмĕрт, сирень, акаци лартнă. Иртнĕ уйăхра юмана Чăваш Республикин çут çанталăк министерствин экологи комиссийĕ тĕрĕсленĕ, çут çанталăка уйрăм сыхлакан территорийĕсен шутне кĕртес, çут çанталăк палăкĕн статусне парас ыйтупа ЧР Министрсен кабинетне тухма сĕннĕ.
("Хыпар" хаçатран.)
 
: 891, Хаçат: 39 (1131), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: