Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Н. Стратонов услам ĕçне пуçăниччен 17 çул милицире вăй хунă: малтан конвой, кайран патруль службинче. Шăпах çак ĕçре чухне паллашнă та вăл пулас мăшăрĕпе.
Ун чухне Тамара Ульяновскри тĕп универмагра сутуçăра ĕçленĕ. Н.Стратонова унта йĕркене сыхлама янă. Чиперкке чăваш хĕрне вăл пĕрре курсах килĕштернĕ, килне ăсатса яма ирĕк ыйтнă.
-Киле çити сыхласа пырап тесе каларĕ те – паян кунчченех сыхлать мана, - шӳтлет Тамара Серафимовна.
Часах çамрăксем пĕрлешеççĕ, туй тăваççĕ.
1990-мĕш çулсенче çĕршывра мĕн пулса иртнине аслăраххисем астăваççĕ ĕнтĕ: организацисем, предприятисем пĕрин хыççăн тепри саланса каяççĕ, çынсем ĕçсĕр тăрса юлаççĕ. Универмаг та хупăнать.
-Ĕçсĕр тăрса юлтăм. Ниçта кайма та аптрамалла. Хам профессипе ĕçлес килет - эпĕ Шупашкарта суту-илӳ техникумне пĕтернĕ вĕт. Шухăшласан-шухăшлас ан пасара кайма тĕв турăм, унта вырăн илтĕм. Пысăк сумка йăтса тата кӳме туртса Мускава япала илме тухса кайрăм, - тет кил хуçи хĕрарăмĕ.
Пĕччен мĕнле ĕç тума та йывăр. Мăшăрĕ тертленнине курса Николай Михайлович та милицирен каять, услам ĕçне куçать.
Халĕ Стратоновсем ура çине çирĕп тăнă усламçăсем ĕнтĕ. Хулара виçĕ çĕрте суту-илӳ вырăнĕ уçнă: Промышленная, Гай урамĕсенчи тата Московское шоссери пасарсенче. Чаплă пӳрт лартма пултарнă. Ульяновск патшалăх университетне пĕтернĕ Марина хĕрне те услам ĕçне явăçтарнă.
-Эпир хĕрарăмсен тумне сутатпăр: блузкăсем, юбкăсем… Чăвашсем пырсан савăнатпăр вара, вĕсемпе тăван чĕлхепе калаçатпăр, япалине те чылай йӳнететпĕр. Эпир, чăвашсем, ĕçле-ĕçле хăш чухне лайăх тăхăнма та манса каятпăр вĕт, çавăнпа ентешсем çын çинче илемлĕ тăхăнса çӳреччĕр тетпĕр, - теççĕ Стратоновсем.
Услам ĕçĕпе аппаланма çăмăл-ши? Вĕсем каланă тăрăх, ху çине пысăк яваплăх илесси пĕртте çăмăл мар.
-Эпир йăлтах хамăр вăйпа ĕçлесе пурăнатпăр, никама та чăрмантарман, нимĕн те вăрламан. Ăмсанакансем хăйсем услам çулĕ çине тăрса пăхчăр. Япалине Мускава çити кайса илсе килмелле. Ирхине 2-3 сехетре вăранса вĕсене утюгпа якатмалла, çичĕ сехетре пасара çитмелле. Хуть 30 градус шăрăх, хуть 30 градус сивĕ – кунĕпе пĕр вырăнта тапăртатса тăмалла. Пыра-киле хытă шăннисем çиеле тухаççĕ: унтан та кунтан ыратма пуçлать. Тинĕс хĕррине е ют çĕршывсене канма та çӳремен эпир, отпуск та илмен. Услам ĕçĕ вăл – пĕр-пĕринпе çыхăннă ункăсем пек: ниçта та уйрăлса каяймастăн. Çапах та ку çула хамăр суйласа илнĕ, ӳпкелешмелли çук, - теççĕ вĕсем.
Николай Михайлович çак кунсенче 50 çул тултарчĕ. Мĕн вăл çур ĕмĕр тесен кил хуçи шӳтлесе çапларах хуравларĕ: «Чунпа нимĕн те сисместĕп-ха, анчах ӳт-пӳ систерет».
Хăйсем валли пурнăç туса çитернĕ ĕнтĕ Стратоновсем, çапах ыттисем пирки те манса каймаççĕ: Ача çурчĕсенче, Ваттисен çурчĕсенче пурăнакансене пулăшаççĕ, тумсем парнелеççĕ. Ку мăшăра чăваш концерчĕсенче час-часах курма пулать, хамăр культурăна хисеплеççĕ вĕсем. «Канаш» хаçата та çырăнса илеççĕ.
-Николай вăл ырă кăмăллă çын, çынсене пулăшма юратать — хăш чухне ытлашши те пуль. Хам пулăшсан мана та пулăшĕç тет, - хак парать мăшăрне Тамара Серафимовна.
 
: 904, Хаçат: 38 (1234), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: