Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Галина Виталиевна Елошкина, Чăваш Республикин Шăмăршă тăрăхĕнче çуралса ӳснĕскер, амăш ĕçĕпе хавхаланса çитĕннĕскер, Самарти çыхăну ĕçĕн учрежденийĕнчен техника вĕренсе тухать те паянччен Раççей почтин Ульяновскри тĕп уйрăмĕнче ертсе пыракан ĕçченре вăй хурать. Вăл «Руслан» Культура керменĕ çумĕнче йĕркеленнĕ «Эревет» ушкăн юрăçи.
- Хамăр тăрăхри чăвашсен юрри-кĕвви, ташши аслисенчен ачаранах чунăмра тĕпленнĕ, - хăйпе паллаштарать Галина Виталиевна. – Çавăнпа пулĕ, тен, шкулта вĕреннĕ чухне мĕнпур культура мероприятийĕсене те хутшăнаттăм. Хавхалантарса пыракансем те пулнă паллах. Тĕслĕхрен, шкул директорĕн мăшăрĕ – Раиса Дмитриевна Кузьмина – юрă-ташă тĕнчинче маншăн пĕрремĕш вĕрентекен пулса тăчĕ. Çав вăхăтсенче чăваш искусствин пулас çăлтăрĕ - Станислав Толстов - пирĕн ялта пĕрремĕш, анчах çирĕп утăмсем тăватчĕ.
Телее, Ульяновскра эпĕ вăл ертсе пыракан «Эревет» ушкăна çаклантăм. Ушкăн «Чăваш халăх ансамблĕ» ята тивĕçни мĕне тăрать! Унăн пултарулăхĕнче хăватлăх çăлкуçĕ тапса тăрать. Пирĕн ертӳçĕ ушкăншăн пĕтĕмĕшле тата кашни уйрăм юрăçшăн чунне парса вăй хурать. Вăл юрлас, ташлас, сцена çинче тытас ăсталăх вăрттăнлăхĕсене вĕрентет.
Галина Виталиевна ачаран спортпа туслă. Çакă, паллах, ăна ташă мелĕсене хăвăрт та çăмăллăн вĕренме май парать. Çемье пурнăçĕнчи пур хутшăнусенче те вăй-хал парса хавхалантарса, пулăшса пыракансем, паллах, мăшăрĕ – Сергей (кĕпер хывакан), вунтăххăрти хĕрĕ – Валентина (педагогика колледжĕн вĕренекенĕ).
- Çемьере пĕр-пĕрне ăнланса та пулăшса пурăнсан кайса ӳкиччен ĕçлеме те, ĕç хыççăн репетицисене çӳресе чуна кантарма та вăхăт тупăнать, - тет Галина Виталиевна.
 
: 882, Хаçат: 38 (1234), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: