Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăр районĕнчи Архангельски ялĕнче 60 çул каялла вулавăш ĕçлеме тытăннă. Вăл революцичченхи пуян хуçасен кивĕ çуртĕнче вырнаçнă пулнă. Çак кунсенче вулавăш çĕнĕ вырăна – шкул çуртне куçрĕ. Кунта ял вулавăшне икĕ пӳлĕм уйăрса панă: кĕнекесем усрамалли тата вуламалли зал валли.
Вулавăш ĕçченĕшĕн – Зинаида Петровна Портновашăн – ку пулăм пысăк пĕлтерĕшлĕ. Мĕншĕн тесен кивĕ çуртри вулавăша вăл вунă çул вăрçа кайнă пек çӳренĕ. Маччи кĕç-вĕç ишĕлсе анас пек силленсе тăнă. Вулавăш халь шкулпа пĕр çуртра пулни ачасемшĕн те пит меллĕ, кирлĕ пулсан хăш вăхăтра та кунта чупса килсе кирлĕ литература илме пулать.
-Çĕнĕ вырăна куçнине хам çемье ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ тесе калама та пултаратăп. Вулавăша панă пӳлĕмсенче çăвĕпе юсав ĕçĕсем ирттертĕмĕр. Мăшăрăм Сергей Терентьевич тата ывăлăм Саша нумай пулăшрĕç. Хамăр ĕçе ыттисене кăтартма та кăмăллă паян. Çавăнпа та çĕнĕ вулавăшра «Интереслĕ çынсен» клубăн черетлĕ тĕлпулăвне ирттеретпĕр, - каласа пачĕ Зинаида Петровна.
Чăнлă районĕнчи Чăвашкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ Зинаида Петровнапа Чăваш Республикинчи Елчĕк тăрăхĕнче кун çути курнă Сергей Терентьевич Ульяновскри ял хуçалăх институтне пĕтернĕ хыççăн 1978 çулта Архангельски ялне килеççĕ. Илемлĕ те пуян тавралăха ытараймасăр çакăнтах тĕпленсе юлаççĕ. Зинаида Петровна 2002 çулччен хуçалăхра зоотехникра ĕçлет. Хуçалăх салансан вара 2002 çулта вулавăша куçать. Кунта чăваш культурин кĕтесне йĕркелет. Районти мероприятисенче чăваш йăли-йĕркипе культурине кăтартать. Районти вулавăш ĕçченĕсем хушшинчи конкурссене хутшăнать. 2009 çулта районти «Чи лайăх вулавăш ĕçченĕ» ята тивĕçет. Пирĕн «Канаш» хаçатпа, район хаçачĕпе тачă çыхăнать, нумай материал пичетлет.
Архангельски, Никитино, Сартунккапа Неплёвка ялĕсенчи интереслĕ çынсене хăй тавра пуçтарса вулавăшра клуб йĕркелет. Тĕслĕхрен, Неплёвка ялĕнче халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине саракансем, çут çанталăк пуянлăхĕпе усă курса çынсене сиплекен Зубаревсем пурăнаççĕ. Вĕсем çулталăкра виçĕ-тăватă хутчен вулавăшра ачасене, аслă çулсенчи çынсене пухса наркомани, ĕçкĕлĕх, чĕлĕм туртнин сиенĕ пирки, чирсенчен мĕнле сыхланмалли пирки лекцисем вулаççĕ. Никитино ялĕнче пурăнакан Карзановсем, купăс каласа илемлĕ юрлакансем, чăваш юррисемпе паллаштараççĕ. Архангельски çынни Зинаида Абдулхалиева ĕмĕрĕпех шкулта ачасене биологи вĕрентнĕ. Халĕ те клубра ӳсен-тăран сиплĕхĕ пирки каласа парать.
Вĕсем пурте çĕнĕ вулавăшри пĕрремĕш мероприятие пуçтарăнчĕç. Пухăннисене малтан Зинаида Петровна фонд çинчен каласа пачĕ. Тĕрлĕ тематикăпа 8 пин те 500 кĕнеке упранать кунта. Журналсем те пайтах. Кашни çын хăйне кăсăклантаракан темăпа литература тупма пултарать. Унтан чăваш тумĕн уйрăмлăхĕпе паллаштарчĕ. Амăшĕнчен юлнă кĕпине, хăй çĕленĕ хушпăва тăхăнса вĕсем пирки каласа пачĕ.
Ĕçĕпе хавхаланса тата вырăнти пурăнакан чăвашсен кăмăлне çĕклес тесе Зинаида Портнова мероприятие Ульяновскран чăвашсен «Еткер» телекăла-рăмĕн редакторне те чĕнчĕ. Олег Мустаев çĕнĕ вырăна куçнă ятпа саламласа чăваш кĕнекисен пуххине тата видеокассетăсем парнелерĕ.
Ларура «Интереслĕ çынсем» клуб членĕсем хăйсен çуллахи ĕçĕсемпе паллаштарчĕç.
Шкул ачисен «Берёзка» фольклор ушкăнĕ такмаксем каласа, юрласа-ташласа савăнтарчĕ.
 
: 1018, Хаçат: 38 (1234), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: