Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Н.Ларионовăн «Энциклопедия призвана выработать в чувашах чувство национальной гордости» интервьюне вуласа тухнă хыççăн пĕр сăмахне тӳрлетес терĕм. Кăмăл-туйăм хăйпе хăй çуралмасть, ăна тăрăшсах аталантармалла.
Раççей – нумай нациллĕ патшалăх. Эпир чăваш, тутар, вырăс, мăкшă халăхĕсем пĕрле, пĕр пек саккунсемпе пурăнатпăр. Çавăнпа та нацисен хушшинче пысăк уйрăмлăх пулма та пултараймасть. «Тумхахсене» пурнăç майĕпен хăех якатать, кирлĕ маррине кăларса пăрахать.
Çакна эпĕ Ульяновскри 55-мĕш шкулта Атăл тăрăхĕнче пурăнакан халăхсен культурисене нумай çул вĕрентнĕ май лайăх ăнлантăм. Манăн класра тĕрлĕ наци ачисем вĕренетчĕç. Ачасем хăш халăхран тухни пирки пĕр-пĕрин хушшинче тавлашнине е кăсăкланнине пĕрре те илтмен. Шкулта чăваш тата тутар чĕлхисен кружокĕсем ĕçлетчĕç, пултарулăх ушкăнĕсем йĕркеленчĕç, юрăсем янăратчĕç.
Дмитрий Кузьмин пухса кăларнă энциклопеди наципе çыхăннă ыйтусене йăлтах татса парать. Çак кĕнеке – чăваш халăхĕн хăйне евĕрлĕ историйĕ. Унăн страницисене уçса тимлетĕн те – чăваш халăхĕ мĕнле ăслă, пултаруллă, нумай пĕлме тăрăшакан наци пулнине ĕненетĕн. Ăсчахсемпе çутĕç тытăмĕнче вăй хуракансен, ăста художниксемпе скульпторсен, спортсменсен биографийĕсемпе паллашма питĕ кăмăллă. Çĕршыва хӳтĕлекенсем тата ĕçпе вăрçă ветеранĕсем уйрăм хисепе тивĕç. Истори пулăмĕсемпе наци паллисене ăнлантарса пани, тĕрлĕ премисемпе лауреат ячĕсене тивĕçнисен, съездсене хутшăннисен списокĕсем кăсăклантараççĕ.
Энциклопедие хатĕрлекен авторăн тавракурăмĕ, ĕçлес туртăмĕ, çирĕп тĕллеве пурнăçа кĕртме пултарни тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет. Ку кĕнеке чăваш халăхĕн наци туйăмне аталантарма, наци çинчен анлăрах, тарăнрах пĕлме пулăшать.
Энциклопедие халăх хушшинче сарма пулăшакан Владимир Нестеров каланă тăрăх, ку тĕле сутăнман кĕнеке пайтах-ха. Ман шутпа, çак чаплă кĕнеке кашни чăваш çемйинче, шкулсенче тата музейсенче куллен тыткалакан кĕнеке пулмалла. Кашни вулакан ку кĕнекере палланă çынна курса ун çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултарать.
Çамрăк ăрăвăн хăй халăхĕн историпе культурине, йăли-йĕркине пĕлмеллех. Тăрăшулăхне кура, нумай пĕлес тĕллеве пурнăçа кĕртсе чăвашсем ытти халăхсем хушшинче тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе чăннипех палăрчĕç.
 
Ульяновск хули.
 
: 740, Хаçат: 38 (1234), Категори: ахрам

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: