Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Паян чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пирки нумай калаçу пырать. «Нацие çирĕплетес пулсан пирĕн çирĕпрех пулмалла. Чăваш арĕсен чăваш хĕрĕсенех качча илмелле, хĕрĕсен – чăваш арĕсене качча каймалла. Çакă хамăр чĕлхене упраса хăварма пулăшĕ, юн та тасарах пулĕ. Çак йăлана тутарсем пек хамăр халăхра çирĕплетмелле, пурнăçа кĕртмелле. Урăх халăхпа пĕрлешсен чĕлхе манăçать. Чĕлхене юратма хамăр ачасене мĕн пĕчĕкрен хăнăхтарасчĕ»,- тенине чăвашла хаçат-журналта тăтăшах çыраççĕ, чăваш хастарĕсенчен те пĕрре кăна мар илтнĕ пулĕ. Мĕн шутлаççĕ-ха кун пирки пирĕн ентешсем?
Алексей, 49 çулта.
-Кая юлтăмăр пулас. Халĕ ялта та ачисемпе вырăсла калаçаççĕ те…
Надежда, 52 çулта.
-Вĕреннĕрех чăваш арĕсем темшĕн чăваш хĕрĕсене качча илесшĕнех мар, майрасене илеççĕ те вĕсен йĕмĕсене çуса пурăнаççĕ. Чи кăсăкли – çакăн пек пурнăç вĕсене килĕшет.
Елена, 38 çулта.
- Ăçтан пирĕн ачасем чăвашла калаçчăр? Чăн чăваш шкулĕсенче линейкăсем, шкул уявĕсем йăлтах вырăсла иртеççĕ те...Ача сачĕсенче те çавах.
Николай, 50 çулта.
-Чăвашла хаçат-журналта йăла-йĕрке çинчен ытларах çырмалла. Туй, ача çуратни, çынна пытарни çинчен çыраççĕ. Манăн, тĕслĕхрен, йĕтес туртни çинчен пĕлес килет. Чăваш хĕрĕн чăвашах качча каймалла тенипе пĕтĕмĕшле килĕшместĕп.
Анна, 68 çулта.
- Пĕр палланă чăваш хĕрĕ тутара качча кайрĕ. Ачи çуралсан кукамăшĕ мăнукне вăрттăн чиркĕве кайса шыва кĕртрĕ, асламăшĕ те чăваш кинĕнчен вăрттăн тутар йăли-йĕркине пурнăçланă. Паллах, çемьере хирĕçӳпе харкашу пуçланса кайнă. Çемье арканчĕ. Çавăнпа та, хамăр тĕн çыннипех çемье чăмăртамалла, чăвашпа чăваш пĕрлешсен аванрах пулĕччĕ.
Владимир, 51 çулта.
-Пирĕн асатте-асанне ухмах пулман ĕнтĕ. Чăваш хĕрĕсене качча илнĕ. Чăваш арçынни майрапа телейлĕ пурнăç тăвасси питĕ иккĕленӳллĕ. Майрана пулах Çеçпĕлĕмĕр те таçта аякра пĕтрĕ.
Нина, 45 çулта.
-Чи малтан — хамăр чĕлхене юратмалла. Эпĕ пасарта чăвашла калаçакан сутуçăран кăна тавар туянатăп. Юлташсемпе тĕл пулсан та, телефонпа та хамăр чĕлхепе пуплетпĕр. Мана вырăссем те, тутарсем те, ытти халăх та хисеплеççĕ. Хамăра хамăр хисеплемесен пире кам хисеплĕ?
Ирина, 47 çулта.
-Эпĕ çакна асăрханă. Чăваш арçыннисем майрана качча илсен тин йышăннă йĕркесене пăхăнма пуçлаççĕ: кофе вĕретсе арăмне вырăн çине параççĕ, транспортран анма аллине тăсаççĕ, йывăр йăттармаççĕ, ĕçлеттермеççĕ, мĕн ыйтнине çийĕнчех пурнăçлама хатĕр. Чăваш арçыннин арăмĕ майра е чăваш пулни аякранах курăнать.
Пётр, 50 çулта.
-Паян чăваш хĕрĕсем «дефицит». Вĕсем ют халăх çыннипе çемье çавăраççĕ, çавăнпа час авланаймастпăр. Эпир те чăвашах качча илесшĕн-çке-ха.
 
: 795, Хаçат: 38 (1234), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: