Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче паллă драматург, куçаруçă, актёр, театрпа кино режиссёрĕ, общество деятелĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессиллĕ театрне, «Чăвашкино» студине йĕркелесе яракан, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ, Чăваш АССРĕн халăх артисчĕ Иоаким Степанович Максимов-Кошкинский çуралнăранпа 120 çул çитрĕ.
Иоаким Максимов-Кошкинский Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче 1893 çулта кун çути курнă. Ялти пуçламăш тата икĕ класлă шкулсенче вĕреннĕ. Пĕлĕвне Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче тата Хусанти художество училищинче тăснă. 1912-1918 çулсенче Хусанти вырăс драма театрĕнче артист тата художник-декоратор пулнă.
1918 çул пуçламăшĕнче И.Максимов-Кошкинск ий Хусанта вĕренекен чăваш çамрăкĕсене тата салтакĕсене пухса чăвашсен вырăнтан вырăна куçса çӳрекен драма театрне йĕркеленĕ. 1918 çулхи кăрлач уйăхĕнче Хусанта А.Островскийăн «Ху пурăнас тенĕ пек ан пурăн» ятлă пьесипе пĕрремĕш чăваш спектакльне лартнă. Çав çулах çурла уйăхĕнче шуррисем Хусана тапăнса кĕнĕ вăхăтра драматург Хĕрлĕ Çара тухса кайнă, унта агитатор тата политика комиссарĕ пулса тăнă.
1919 çулхи пуш уйăхĕнче театр ĕçне çĕнĕрен пуçăннă. 1920 çулта Чăваш театрĕ Хусантан Шупашкара куçнă. Максимов-Кошкинский нумай çул унăн директорĕ тата пултарулăх ертӳçи пулса тăрăшнă. Вăл хăй те чаплă артист пулнă, сцена çинче арçын сăнарĕсене нумай калăпланă.
Театрпа танах Иоаким Степанович литературăпа кăсăкланнă. Н.Гоголь, В.Гюго, Ж.Мольер, У.Шекспир тата ытти классиксен вилĕмсĕр произведенийĕсене чăвашла куçарнă та сцена çинче лартнă. Çакă ăна хăйне те пьесăсем çырма хавхалантарнă. Драматургăн чи пирвайхи произведенийĕ - «Хум» ятлă пĕр пайлă трагеди. Вăл ăна 1924 çулта «Сунтал» журналта пичетленĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсем тата ун хыççăнхи вăхăт драматург пултарулăхĕшĕн уйрăмах паллă. Çак çулсенче вăл чăваш драматургине пысăк та паха произведенисемпе пуянлатнă: 30 яхăн пьеса, «Çăлтăрлă çул», «Нарспи» оперисен либреттине, «Çĕмĕрт çеçки çурăлсан», «Шупашкарта» оперет-тăсем, 7 кино сценарийĕ, 20 яхăн калав çырнă.
Тăван халăх культурине малалла аталантарас тĕлĕшпе И.Максимов-Кошкинск ий тунă тепĕр паллă ĕç – чăвашла кинокарти-нăсем ӳкерни. 1926-1932 çулсем – чăвашсен кино искусстви аталаннă тапхăр. «Чăвашкино» йĕркелесе вăл халăх историйĕнче ĕмĕрлĕхех асра юлмалли «Сарпике», «Хура юпа», «Ял», «Апайка», «Киремет кати» ятлă илемлĕ картинăсем ӳкернĕ. Вĕсене пирĕн çĕршывра кăна мар, ют çĕршывсенче те кăтартнă. Анчах «Чăвашкино» ĕмĕрĕ пит кĕске пулнă.
Çапах та искусствăна парăннă Максимов-Кошкинский кинора ĕçлеме пăрахман. Мускаври тата Свердловскри киностудисенче ӳкерĕннĕ.
Иоаким Степанович мĕн виличченех пултарулăх пурнăçĕпе тулли пурăннă: пичетре, радиопа телевиденире хăйĕн сассине панă. Вулакансемпе, кино куракансемпе тĕлпулусем ирттернĕ.
И.Максимов-Кошкинск ий ятне Чăваш АССРĕн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕн Хисеп кĕнекине кĕртнĕ, ăна Ленин тата Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă.
И.С.Максимов-Кошкин ский 1975 çулхи çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Ăна Шупашкара илсе килсе пытарнă. Вил тăпри Богдан Хмельницкий урамĕнчи масарта.
Чăваш кĕнеке палатин фондĕнче Максимов-Кошкинский ăн 18 кĕнеки, 100 ытла статйи, калавĕсем, пьесисем, очеркĕсем, сценарийĕсем упранаççĕ. Вĕсенчен уйрăмах палăрса тăраканнисем – «Уй-чӳк» (1928), «Пьесăсем» (1954), «Урнă самана» (1958), «Калавсемпе очерксем»(1958), «Комедисем» (1959), «Драмăсем» (1960), «Хĕвел тухсан» (1961), «Сатурпа Илем» (1983) – кĕнекесем.
 
: 1171, Хаçат: 38 (1234), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: