Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
(Чăн пулни)
 
- Ваçук, Ваçук, хура мунча лартса пар-ха. Шурă мунчан ăшши çук,- тет мана карчăк.
Куллен нăйкăшса веçех тарăхтарса çитерчĕ. Чăнах та, шурă мунчана сӳтсе хура мунча лартса хутăм. Мунчана хутса ятăм та картишне сывлама çук тĕтĕм тулчĕ, пăравус тĕтĕмĕ пек явăнать. Сасартăк такам хапха алăкне çĕмĕрес пек шаккарĕ. Кам мурĕ тетĕп. Кӳршĕ Микуль иккен, çăварне карса пăрахнă.
-Ваçук, мĕн амакĕ сан кунта? Çунатăн-им?-тет сывлăшне çавăраймасăр.
-Микуль, лăплан-ха, нимĕн те çунмасть, веçех тирпейлĕ, мунча хутса ятăм, – лăплантаратăп хайхискере.
- Эй, хам ĕмĕрте кун пек тĕтĕм явкаланса тăнине курманччĕ, – тет Микуль чăнтăха-чăнтăха.
-Ара, мана карчăк тарăхтарса çитерчĕ, шурă мунчара шăнатăп, лартса пар мана хурине тет. Шурă мунчана сӳтсе хура мунча лартрăм. Чарусăр карчăка итлемех тӳр килчĕ, – тетĕп.
-Ара, мана карчăк ыйхăран шарт сиктерсе вăратрĕ: «Çунатпăр! Çунатпăр! Картиш тулли тĕтĕм. Атя, чуп, Ваçука кайса пĕлтер! Унсăрăн вĕсене те вут хыпса илĕ!»-тесе кăшкăрать. Урара пĕр вăй та юлмарĕ. Тавах Турра, кун пек çеç пулса тухрĕ-ха. Юрĕ, Ваçук, эпĕ уттарам, киле çитсе арăма пĕлтерес. Манăн та мунча пулса çитрĕ пулĕ. Мунча урайĕсене çуса кăларас та карчăкпа мунчана каяс,- тесе Микуль киле кайрĕ.
Эпĕ те арăмпа мунчана кайрăм. Вăл лапки çине улăхса выртрĕ те: «Ваçук, çап-ха ман çурăма,- тесе милĕк тыттарчĕ. Эпĕ вара такмакласа çатлаттарма тытăнтăм.
Шур хурăнтан милĕк çыхрăм,
Хутса ятăм мунчана.
Карчăка эп чĕнсе тухрăм –
Атя, карчăк, мунчана.
Лапка çине вăл хăпарчĕ
Выртрĕ тăсăлса ума.
Аллăма милĕк тыттарчĕ
Ваççук, çап-ха çурăма.
Çатти-çатти, çатти-çат!
Савăн, карчăк, ырă кур!
Хура мунчапа милĕк шăрши тутлă пулнăран-ши – манăн вăй-халăм веçех пĕтрĕ. Карчăкăм вара мунчаран тухсанах çемçе тӳшек çине тăсăлса выртрĕ те лапсăр çывăрса кайрĕ.
 
: 811, Хаçат: 38 (1234), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: