Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
3 кг помидор, 1 кг кишĕр, 1,5 кг пылак пăрăç, 0,5 кг сухан, 1 кг баклажан, 1 стакан сахăр песукĕ, 2 апат кашăкĕ тăвар, 1 апат кашăкĕ 70 процентлă уксус кирлĕ.
Аш арманĕ витĕр кăларнă тата тёркăпа хырнă кишĕре 20 минут хупласа пĕçермелле. Унтан туранă пылак пăрăç тата сухан хушмалла. Вĕреме кĕрсен пĕчĕк тăваткал туранă баклажан, сахăр песукĕ тата тăвар хушса 15 минут пĕçермелле. Плита çинчен иличчен 5 минут маларах уксус хушса хутăштармалла. Лечона банкăсене тултармалла та пăшăхлама лартмалла: çур литрлă банкăсене – 10 минут, 1 литрлисене – 20. Тимĕр хупкăчсемпе хупламалла.
Кăмпапа купăста солянки
Купăста – 2,5 кг, пылак пăрăç – 1 штук, сухан – 1, пĕçернĕ кăмпа – 500 грамм, томат соусĕ – 200, услам çу – 150, тăвар – тутанса пăхса ямалла.
Суханпа пăрăçа вĕтĕ турамалла, купăстана улăм евĕр вакласа тăварпа сăтăрмалла. Купăстана пĕçермелли савăт тĕпне услам çу ярса суханпа пăрăçа ăшаламалла. Ун çумне купăста хушса, пĕрмай пăтратса тăрса пĕçермелле.
Томат пастипе кăмпа хушсан тата 30 минут пĕçермелле.
 
: 597, Хаçат: 38 (1234), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: