Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
“Булгария” теплоход путсан çăлмалли ĕçе РФ инкеклĕ ĕçсен министерствин Ульяновскри уйрăмĕн сотрудникĕсем те хутшăннă.
Çак кунсенче Раççей МЧСĕн министрĕн Сергей Шойгун приказне пурнăçласа çăлавçăсене наградăланă.
“За отличие в ликвидации последствий ЧС” медальпе Алексей Симачков, Сергей Гайдук, Нияз Исхаков, Евгений Сальников, Александр Шевченко, Виктор Немухов - шыв айĕнче ĕçлекенсене; Алексей Косов, Евгений Кунчин, Анатолий Дурманов, Сергей Словин - шыравпа çăлакансен отрячĕн сотрудникĕсене наградăланă.
Валерий Карпов, Виктор Гуреев, Юрий Иванов, Дмитрий Маркин, Эдуард Саврасов, Николай Кафидов çăлакансене укçан преми парса тав тунă.
Граждан оборонин уйăхлăхĕ
Ульяновск облаçĕнче граждан оборонин уйăхлăхĕ пырать.
Уйăхлăх вăхăтĕнче облаçри кашни вĕрентӳ учрежденийĕнче “История развития МЧС”, “Организация единой государственной системы предупреждения и ликвидации ЧС” темăсемпе хăрушсăрлăх урокĕсем иртеççĕ. Вĕренекенсене çаплах ятарлă фильмсем кăтартаççĕ, ӳкерчĕксен конкурсне йĕркелеççĕ. Преподавательсен вара хăрушсăрлăх енĕпе тата инкеклĕ лару-тăрăва лексен хăйсене мĕнле тытмаллипе инструктаж иртме тивет.
Облаçри муниципаллă пĕрлĕхсенче хӳтлĕх сооруженийĕсен смотр-конкурсĕ тата граждан оборонин курсĕ иртеççĕ. Ульяновск районĕнчи Ломы сали çумĕнчи ачасен “Огонёк” сывлăх лагерĕнче 9 – 11 классенче вĕренекенсем хушшинче “Школа выживания” ăмăрту пулнă.
Юпа уйăхĕн тăваттăмĕшĕнче МЧС граждан оборони йĕркеленнĕренпе 79 çул çитнине паллă тăвать. Уяв кунне Ульяновскри 7-мĕш кадет шкулĕнче вĕренекенсем присяга парĕç.
Инвалидсене МЧСа вырнаçтараççĕУльяновск облаçĕнче 120 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен нумайăшĕ ĕçсĕр ларасшăн мар, малашне те обществăна усă кӳресшĕн. Раççей МЧСĕн Ульяновск облаçĕнчи тĕп управленийĕ инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли “Программы создания МЧС России доступной среды для людей с ограниченными возможностями здоровья на 2011 – 2015 гг.” ятарлă проект хатĕрленĕ.
Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассинче пысăк уйрăмлăх пур. Вĕсене ыттисемпе тан ĕç условисем туса памалла, ĕç вăхăтне кĕскетмелле, ятарлă ĕç вырăнĕ хатĕрлемелле. МЧСра ĕçлеме те çăмăл мар.
МЧСăн Ульяновск облаçĕнчи уйрăмĕнче инвалидсем 18 должноçа вырнаçса ĕçлеме пултараççĕ. Çак списокра ятарлă хатĕрленмесĕрех ĕçлеме май пур профессисем те: диспетчер, пушарпа кĕрешмеллине пропагандăлакан методист, граждан оборонин специалисчĕ, программист, юрист, бухгалтер тата ыттисем те. Хальхи вăхăтра Ульяновскри МЧСра 4 инвалид ĕçлет, тата 7 çынна ĕçе илме диспетчер вырăнĕсем пур.
МЧСăн кадрсен уйрăмĕн телефонĕ 8 (8422) 42-64-67.
 
: 983, Хаçат: 39 (1131), Категори: МЧС

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: