Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Валентина Караулована Ульяновск область правительствин председателĕн çумне – Ульяновск облаçĕн сывлăх сыхлавĕн министрне çирĕплетнĕ.
Вăл регионти сывлăх сыхлавĕн тытăмне, ĕçпе социаллă аталану министерствипе физкультурăпа спорт департаменчĕн тата çемьепе демографи политикин департаменчĕн ĕçĕсене йĕркелессипе çыхăннă ыйтусене илсе пырĕ.
Кĕске справка. Валентина Караулова чылай çул хушши Димитровград хулинчи сывлăх сыхлавĕн тытăмне ертсе пынă, хула пуçлăхĕн çумĕ пулса социаллă ыйтусемпе ĕçленĕ. 2010 çулхи чӳк уйăхĕнче ăна регионти сывлăх сыхлавĕн министрĕн пуканне шанса параççĕ, кăçал утă уйăхĕнче ăна Ульяновск область правительствин председателĕн çумне суйлаççĕ.
Грипран сыхланатпăр
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр грипп тата ОРВИ чирĕсенчен сыхланмалли мерăсем йышăнма хушнă. Паянхи лару-тăрăва облаçра эпидеми тытăнас умĕнхи тапхăр теме пулать.
Регионта ку тĕле 6,5 пин çын пыр-карланкă чирĕсемпе аптăранă, вĕсенчен 69 проценчĕ – 14 çула çитмен ачасем. Иртнĕ эрнепе танлаштарсан чирлисен шучĕ 28 процент ӳснĕ. Облаçри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова пĕлтернĕ тăрăх, сиплев учрежденийĕсем тата аптекăсем вируссемпе кĕрешмелли им-çама çителĕклех хатĕрленĕ.
Авăн уйăхĕнчен пуçласа облаçра 6 уйăхран тытăнса 18 çула çитнĕ ачасене грипран прививка тума тытăннă. Авăнăн 25-мĕш тĕлне 15 пин те 500 ачана прививка тунă.
Ватăсен кунĕпе саламланă
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр облаçри ватăсене Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕ ячĕпе саламланă. Уяв Ленин мемориалĕнче иртнĕ.
Кĕске справка. Пирĕн облаçра ватă енне сулăннă 329 пин ытла çын пурăнать (25 процент). Область правительстви ватăсен пурнăçне çăмăллатас енĕпе сахал мар ĕçлет. Уйрăмах ветерансемпе инвалидсене, çулланнă çынсене тимлĕх уйăрать. Çак тĕллевпе область бюджетĕнчен çулталăкне 3 млрд тенкĕ тăкаклать. Вĕсенчен 42 млн тенкĕ – санаторисемпе курортсенче сипленме. Унсăр пуçне ватăсен пурнăçне интереслентерме тĕрлĕ социаллă проектсем ĕçлеççĕ.
2008 çултанпа облаçра «Ульяновск облаçĕн ĕç ветеранĕ» ят пама тытăннă. Унтанпа çак хисеплĕ ята 118 пин çын тивĕçнĕ.
Кĕпĕрнаттăр çаплах ветерансемпе уйрăм тĕлпулу ирттернĕ.
-Эсир – пирĕн регионăн ылтăн фончĕ. Эсир çамрăксене пур енĕпе те тĕслĕх паратăр, çĕршыва юратма вĕрентетĕр. Тавтапуç пире ăс парса, пулăшса пынăшăн, - тенĕ вăл.
Профессире чи лайăххи
Ульяновск облаçĕнче «Профессире чи лайăххи» Раççей конкурсĕн юлашки тапхăрĕ вĕçленнĕ. Мероприятире «Кĕпер кранĕн чи лайăх машинисчĕ» номинацин çĕнтерӳçисене палăртнă.
Конкурсра мала тухассишĕн Раççейри 12 регионти 15 машинист ăмăртнă. Вĕсем хăйсен пултарулăхне теори пайне пĕлнипе тата ĕçре кăтартнă.
«Профессире чи лайăххи» ята Денис Бурцев (Свердловск облаçĕ) илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Николай Холостов (Иваново облаçĕ), виççĕмĕшне Татьяна Красикова (Ростов облаçĕ) çĕнсе илнĕ. Ульяновск область кĕпĕрнаттăрĕн ятарлă парнине Елена Степанова (Саратов облаçĕ) тата Екатерина Павлова (Ульяновск облаçĕ) тивĕçнĕ.
Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр сĕннипе 2014 çул пирĕн облаçра «Ĕç çыннин çулĕ» ятпа иртĕ.
 
: 1021, Хаçат: 39 (1235), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: